Ачалăх вăхăчĕ çак эрне хушшинче çурхи кăра çилпе вĕçее кайрĕ. Халь Трашук хăй кил пуçĕ пулса тăнине ăспа ăнланса иличчен маларах чĕрепе туйса илчĕ. Çамрăк пуç çине ватăлса килекен амăшĕпе тахçанах йӳтесе кайнă асламăшне хӳтĕлес, усрас, тăрантарса пурăнас хуйхă килсе ӳкрĕ. Трашукăн ури çине халиччен ĕне нусманччĕ çав. Халь хытă ыраттарса пусрĕ.
Трашук пек тăлăха юлнă ачасем ялта татах та пур. Анчах вĕсен пӳрчĕ-çурчĕ те, хуçалăхĕ те Трашукăнни пек мар. Трашукăн хуçалăхĕнче ватăлса çитнĕ ĕнепе туса çитереймен хыçсăр çунаран пуçне урăх нимĕн те çук. Ĕçлессе те тара кĕрĕшсе ĕçлеме тивет.
Тата тепĕр пысăк хуйхă пур Трашукăн: вĕренме пăрахас пулать ĕнтĕ. Виçĕ уйăхран шкул пĕтермеллеччĕ. Пулмарĕ. Халь епле те пулин Куçминккари шкула пĕтеркелесен те усси çук: учйтеле тухас тесен, тепĕр хĕл хулара вĕренмелле.
Мĕн вĕренни, кĕнеке вулани те нимсĕрех çухалать. Çухални пырĕччĕ — пуçра, чĕрере йĕр юлатех. Кăшт ытларах вĕреннĕ çынна çын ĕçне ĕçлесе хур курасси тата йывăртарах. Ун пеккин ури çине ĕне пушшех хытăрах пусать.
Амăшĕпе иккĕшĕ вĕсем канашласа-калаçса лараймарĕç-ха. Трашукăн сăмах хускатма хăюлăхĕ çитеймест, амăшĕ Трашука кӳрентересрен хăрать: вĕренӳ пирки те, ĕç пирки те шарламасть, ывăлĕ хăй мĕн каласса кĕтет.
Çӳлти кĕпере хирĕç, Малтикас вĕçĕнче, качака сухаллă Ермишке мучи пурăнать. Ана çынсем Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе ят панă. Вăл сăмах пуçламăшĕнчи «к» сасса кăлараймасть: «кĕмĕл» тес вырăнне «… ĕмĕл» тет. Хăй пĕрмаях чĕлĕм туртать. Чĕлĕмне тăхланран шăратса тунă. Ун пек чĕлĕме хăшĕ-пĕри кĕмĕл чĕлĕм теççĕ. Ермишке мучи те: «… ĕмĕл чĕлĕм туртатăп», — тет. Çыннисем малтанхи сăмахне тата кăшт тăрăхларах каланă та, çакăнтан вара Ĕлĕм-Чĕлĕм ят тухса кайнă.
Пĕррехинче, Трашук урампа кĕпер еннелле утса пынă чух, ăна хапха умĕнче тăракан Ермишке мучи чĕнсе илчĕ.
— Атя-ха… ĕр пирĕн пата, Трашук, хăна пул, — терĕ вăл йĕкĕте.
Пӳрте кĕрсен, Ермишке мучи аслă кинне сăмавар лартма хушрĕ, хăй Трашукпа калаçма пуçларĕ.
— Ан… улян, Трашук. Çамрăклах уру çине ĕне пуссан, çын пулатăн вара. Мĕнле пурăнма шухăшлатăн? Хăвăн шухăшна пĕтĕмпех… аласа пар, ан пытар манран. Эп сан… укку пулатăп.
Трашук хирĕç ним калама аптрарĕ. «Хăш çатан тăрринчен кукка пулатăн-Ши? — шухăшларĕ вăл. — Анне Хурăнвар хĕрĕ пулнă. Унăн пиччĕшĕсем, ман кукка пулаканнисем, Хурăнвартах пурăнаççĕ. Пĕр вуниккĕмĕш сыпăкран аннешĕн пичче пулать пуль çав… »
— Эс, мĕн… аллех… уçминккана вĕренме каяс тетĕн-им? Ан… ай, ачам. Вырăс хушшинче пурăнса çын пулаймăн. Аçуна та çав вырăссемех пĕтерчĕç пулмалла. Чăваша… ураймаççĕ весем. Эп хам та пĕчĕккĕ чух… ĕпер тунă çĕрге аттене вырăссем вĕлерес пек тӳпеленĕ хыççăн, сехре тухнипе çапла… алаçакан пулса юлтăм. Эс те мана… уç хыçĕнче Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе чĕнетĕн пуль, шельма.
Трашук Ермишке мӳчи калаçнă майăн хăй паллакан вырăс çыннисене аса илчĕ. Дядя Степа, тетя Феня, Вася Черников куç умне килсе тăчĕç.
— Вырăс хушшинче те лайăх çынсем сахал мар, — терĕ вăл. — Ак, сăмахран, ман Куçминккари хуçасем. Чăваш пекех кăмăллă çынсем. Кĕтери пĕлет, Кĕтерие лайăх хăна туса ячĕç вĕсем.
— Чим-ха… ĕтери пирки сăмах малалла пулĕ, — терĕ те ватти хăйĕн «ĕмĕл» чĕлĕмне ярса тытрĕ, симĕс çулçăран вакласа тунă табакне чĕлĕм ăшне пӳрнепе пусса тултарчĕ. Унтан вăл пĕчĕк хутаçран вут тивертмелли таврашсене сĕтел çине кăларса хучĕ, вара, ăввине чул çумне майлаштарса, тимĕр çулупа çапса вут кăларма пикенчĕ.
Трашук Ермишке «куккăш» Кĕтери пирки мĕн каласса кĕтсе ларнă хушăра унăн хăтланчăкĕсене сăнарĕ. Хытă сулăнса, ахлатсах çапать чулне старик. Сулăннăçемĕн шăлпа çыртнă чĕлĕмĕ силленет, чĕлĕмри табак пĕрчисем сирпĕнеççĕ. Ăвви тивнĕ çĕре чĕлĕмĕ пушаисах ларчĕ. Ермишке мучи çуна пуçланă ăввнне пӳрне хушшине туеа сӳнтерчĕ те çĕнĕрен чĕлĕм тултарма тытăнчĕ.
— Яланах çапла, — терĕ вăл, ĕхлеткелесе, — пирвайхи чĕлĕм вут тивертиччен тăкăнса пĕтет. Халь ак ăвă пĕрре çапнипех вут хыпать ĕнтĕ.
Ермишкен кĕçĕн кинĕ, ахăлтирехскер, кулса ячĕ те сăмах хушрĕ:
— Ма ялан вут кăларса асапланан, атте? Вучахра кăвар сӳнмест пирĕн.
— Çапса кăларни тутлăрах, — терс те старик тинех чĕлĕмне паклаттарса ячĕ.
Аслă кинĕ сĕтел çине сăмавар килсе лартрĕ, çăкăр касса хучĕ. Кил хуçи шăна ларса вараласа пĕтернĕ сахăр катăкĕ илсе хăна умне хучĕ.
— Ну, эсĕр, йĕмпĕлти хӳресем… айран чей ĕçĕр. Эпир Трашукпа иккĕнех… алаçса ларар-ха. Тухăр тулти пӳрте.
Кĕçĕн кинĕ: «Юрĕ-çке, эпĕр… айран та ĕçĕпĕр», — терĕ те, чăхх тутарса, инкĕш хыççăн кайри пӳрте тухса шурĕ.
Ермишке старикĕн икĕ ывăлĕ вăрçăра, вĕсенчен халлĕхе хут килсех тăрать. Вăрçă хуйхи ку çемьере пысăк куççуль кăларма ĕлкĕреймен. Кинĕсем иккĕшĕ те — уçă кăмăллă, вăрт-варт та ĕçчен хĕрарăмсем. Кĕçĕннин ачисем çук, аслин — икĕ ывăл. Çамрăк хĕрарăмсем хăйсем хуш-шинче туслă пурăнаççĕ. Хуняшшĕ вĕсене хăшпĕр чух авланатăп тесе хăратать (карчăкĕ вăрçă пуçланичченех вилнĕ). «Пирĕн Ĕлĕм-Чĕлĕм чăнахах авлансан, мĕн тăвăпăр вара?» — хăраса ӳкет асли. «Ун пек ан пăшăрхан-ха эсĕ, — кулса лăплантарать ăна кĕçĕнни. — Пирĕн… аччă валли хĕр ӳссе çитмен». Хăй илтмен чух кĕçĕнни ялан çапла хуняшшĕне витлесе калаçать. Вуник çулхи Пăнттийĕ те пулин аслашшĕ умĕнчех çапла такăнса калаçа пуçларĕ: