— Пиччӳсен çулĕпе кайма шухăшламастăн-и? — ыйтрĕ Сахар чылай калаçкаласа ларнă хыççăн. — Коммунистсен партине кĕмелле сан. Пире вереннĕ çынсем тем пек кирлĕ, хĕрарăмсенчен — пушшех.
— Кăмăлпа халь тесен халь хатĕр, — терĕ Тоня. — Пултараймăп тесе хăратăп. Пурăнса та, ĕçлесе те курман. Çын кулли пулса тăрăн. Оля та хăйĕнпе пĕрле партие çырăнма чĕнет мана. Эпĕ ăна та, хама та чарса тăрап-ха. Ытла çамрăк эпир. Хулара пулсан, пырĕччĕ. Ялта хăрушăрах çав. Авторитет пулмĕ. Унсăрăн усă кӳриччен ытла сиен кӳрĕпĕр партие…
«Тăнлă калаçать. Еçлеме пуçлатăр-ха. Учительницăра ĕçлесен, авторитет та пулать. Малтан арçынсенчен ячейка йĕркелер. Каярах хĕрарăмсем те хутшăнĕç. Ял ĕçне халех пĕчĕккĕн хутшăнтарас», — шухăшласа хучĕ Сахар.
Каллех Ревком çулĕпе
Ольăпа Лешеккинче мар, Чулçырмарах, Селĕп Кирилен тăм пӳртĕнче, паллашрĕ Сахар. Лешĕ, халь кăна яла таврăннăскер, тӳрех Чулçырмана чупнă. Тараса тунсăхланипе çеç мар, ун ашшĕпе, Рамаш ашшĕпе, паллашма васканă вăл: ун пирки хуларах Авандеев юлташран пĕлнĕ.
Паллашрĕç те пĕрне-пĕри хытă кăмăлларĕç вĕсем. Анчах калаçасса пулас кинпе хуняçа пек мар, партизанта пулнă çын коммунистпа калаçнă пек калаçрĕç: хула хыпарĕсене сӳтсе яврĕç, ялти ĕçсем пирки пĕрле ларса шухăшларĕç.
— Мансах кайнăччĕ, — хыпăнса ӳкрĕ юлашкинчен Оля. — Тимофей Степанович сире хальтерех хулана пырса кайма хушрĕ.
— Хулана кайма хамăн та пысăк сăлтав пур, — терĕ Сахар. — Унччен çак халь каланă ĕçсене туса ирттермелле-ха.
Ку ĕç пирки Сахар тăван яла килнĕренпе нумай шухăшланă. Тук икĕ енĕпе те Совета юрăхсăр çынсене суйланă. Лешеккинче ял Совечĕ пурриие çукки палăрмасть те. Вырăс чăваш енне çӳреме хăнăхман. Совет членĕсем хăйсем хушшинче пухăнса канашламаççĕ. Ку енче те Чахрунсемпе Мирскисем Совет ĕçне тивĕçлĕ тăвас вырăнне пăссах тăраççĕ, продразверстка ĕçне арпаштарса янă, çынсене вăрçтарса пĕтернĕ. Çĕнĕ суйлав ирттерме Куçминккарисем ирĕк памĕç. Вĕсене ӳкĕте кĕртме сăлтав, çиелтен пăхсан, çителĕклĕ мар пек. Хулана, Тимкка патне каяс пулать. Сăлтав пирки шухăшланă майăн пĕр тĕрлĕ план çирĕпленчĕ Сахар пуçĕнче.
Чулçырмапа Сухоречкăна хут çинчи ял ячĕ çеç (Каменка) пĕрлештерсе тăрать. Ун пек туни патша вăхăтĕнчи йĕркеренех килнĕ пуль. Çĕнĕ йĕркене килĕшмест вăл. Тĕрĕссипе шутласан, икĕ чылай пысăк ял кунта: Чулçырмара виççĕр килĕ, Лешеккинче — икĕ çĕре яхăн. Пĕр ĕçлемен Совет вырăнне икĕ ĕçлекен Совет тăвас. Власть тени халăха çывăх пултăр, кашни хĕрарăмиа тăван чĕлхепе калаçтăр. Çак ĕçе пĕлтĕрех Радаев пуçласа янă-мĕн, анчах вĕçне çитереймен…
Кун пирки хулана каймаллах çав. Унччен икĕ уйрăм пуху ирттерсе хутсем тумалла. Чулçырмара та, Лешеккинче те Сахарăн çĕнĕ юлташĕсем ырларĕç ун шухăшне.
Пухусем чăвашра та, вырăсра та чиперех, пĕр чăрмавсăрах иртрĕç. Чăрмавĕ унччен, пуху пухас пирки пулнăччĕ. Сахар ăнланса та илеймерĕ: те тăшмансем, те тăмсайсем темле кăшт кулăшларах хăтланчĕç.
Сахар чăвашсене пухăва уйрăм пухас пирки Чахрун Мишшипе калаçнă чух Мирски Тимук хăлхине тăратрĕ. Председатель, Сахара хирĕç ним калама аптраса, хăйĕн юлташĕ çине пăхса илчĕ. Лешĕ вара сĕтел патне çывхарчĕ.
— Пуху пухмастпăр! — терĕ вăл хăйĕн кăчăрти сассипе. — Анархи вăхăчĕ пĕтрĕ ĕнтĕ. Халь — законлă Совет влаçĕ, чухăнсемпе батраксен влаçĕ. Кашни иртен-çӳрен пуху пухас тесен, мĕн пулĕ вара? Кам эс пирĕншĕн? Никам та мар. Эс Каменка çьтнни мар, Пасарлăял çынни. Пуху пухсан та, сана унта кĕртместпĕр…
— Вот çапла, çапла! — терĕ вара Чахрун та. — Эпир сана пĕлместпĕр, Захар Матвейчă. Кам эсĕ? Пирĕншĕн никам та мар.
Сахар тута вĕççĕн çеç кулни сухал витĕр çынна палăрмарĕ.
— Чухăнсемпе батраксен влаçĕ пулса, ревкома пăхăнатăр-и эсир? — ыйтрĕ вăл лăпкă сасăпа.
— Пăхăнмасăр вара! Хайкин юлташа пăхăнатпăр эпир — Тимук мĕн каласса кĕтмесĕрех çапла хуравлама хăрамарĕ председатель.
— Уес ревкомне те пăхăнатăр пуль-ха?
— Ытла çӳле кармашатăн, — кăчăртатрĕ Мирски Тимук. — Хулана кайма инçе. Эс Куçминккаран та пулин хут илсе кил, анчах кайма лаша памастнăр. Çуранах кай.
— Эп санпа калаçмастăп-ха, Тимофей… Аçу ятне илтсе курман, каçар уншăн. Хут кирлĕ пулсан, ак сире хут, уес ревкомĕ çырса панă мандат.
Çапла каларĕ те Сахар хут кăларнă чух кĕрĕк аркине сирсе ячĕ. Кĕрĕк айĕнчен Кăяш Тимкки Сахара парнеленĕ сăран пиншак курăнчĕ. Пиншакне кăна мар, тата кĕске пăшалне те курса юлчĕ Чахрун Мишши. Вара вăл хутне вуламасăрах. вĕтеленсе ӳкрĕ:
— Юрĕ, юрĕ, Захар Матвейчă. Пуху пухăпăр. Халех чĕнме ярăп.