Выбрать главу

Мирски Тимук, Сахар хыçĕнче тăраканскер, унăн сăран пиншакне те, наганне те кураймасăр юлчĕ. Председатель ун сăмахне итлемесĕр «иртен-çӳрене» пăхăннăшăн вăл тарăхса кайрĕ, алăка шанлаттарса хупса хăварчĕ.

… Смоляков патне чупрĕ-ха вăл. Анчах лешĕ килте пулмарĕ. Вара Тимук ирĕксĕрех пуху пирки хăйĕн хуçине систерес терĕ.

Мăрзабай, тарçăпа яланах шӳтлесе калаçаканскер, халĕ Тимука вăрçса тăкрĕ:

— Ухмаха пуççапма хушсан, вăл çамкине çапса çĕмĕрет, теççĕ вырăсла. Ман сăмахран тухса, иртĕнме тытăнтăр. Халь ман патах килтĕн тата? Чăлах хăта патне е Хаяр Макар патне чуп. Совет влаçĕсем!.. Чăн-чăн Совет влаçĕ яла ак хăçан килсе çитрĕ. Çавна та курма пĕлместĕр. Унпа ыррăн калаçса, ун шухăшне пĕлме тăрăшас вырăнне хирĕçме тытăннă. Мана Мăрзабай хуçа çапла хушрĕ, — темеллеччĕ тата. Ас çитерĕн эс. Чахрун Мишши те санран темиçе хут ăслăрах иккен…

Кун пек мăшкăллă сăмах хальччен хуçаран илтсе курманччĕ Тимук.

«Чим-ха, тата кăшт тӳсем. Чăнах батрак пулса, сан çур хуçалăхне туртса илĕп. Е урăхла ташлаттарăп», — вĕчĕрхенчĕ Тимук, анчах халех хуçапа хирĕçме шутламарĕ. Кирлĕ хутсем тунă хыççăн Сахар хулана васкарĕ. Хăйпе пĕрле вăл пулас учительницăна та лартса кайрĕ. Антонина Павловна чăвашра ĕçлеме хавасланса килĕшрĕ.

Хулари икĕ чаплă керменте те пулчĕ Сахар.

Икĕ чаплă çурт пур Пăслăкра: пĕрне чăвашсем Шурă çурт теççĕ, теприне — Ула çурт. Пĕринче ĕлĕк земство пулнă, тепри — Киселев улпут керменĕ. Халь икĕ çурчĕ те халăх аллинче ĕнтĕ. Елĕкрех, хулана килсен, Сахар çав çуртсем умĕнче, пуçне каçăртса, чылайччен киленсе пăхса тăратчĕ. Ула çурт умĕнче вăл хальхинче те вăрах тăчĕ.

Ула çурчĕ чăн та темиçе тĕслĕ. Ана темле ялан çуталса тăракан симĕс кăвак тăваткал кирпĕчрен купаланă. Ун тăрринче темиçе шĕвĕркке башня пекки, чĕнтĕрсем, çамки çинче — виçĕ юланут: вырăс халăхĕн паттăр улăпĕсем — Илья Муромец, Добрыня Никитич, Алеша Попович. Сахаршăн паллакан çынсем пек курăнакан пулнă ĕнтĕ вĕсем. Сăрласа тунă ӳкерчĕк мар, чултан шăратса тунă тейĕн.

Еç пирки мансах, тата тем чул иăхса тăратчĕ пуль Сахар, — такам ăна, хыçалтан пырса, хул айĕнчен тытрĕ.

— Сана тĕп архитектор тумалла пулать пуль, Сахар пичче, — ăшшăн кулса, юри чăвашла, юрнех тата чăваш йăлипе, «пичче» тесе çавăрса хучĕ таçтан килсе тухнă Авандеев.

— Тепре çуралмалла пулсан, вĕренĕттĕм, тен, чăн та архитектор пулăттăм, — терĕ Сахар. — Ан кул, Тимкка, тупата туршăн, пултарăттăм. Юратнă ĕçе вĕренме те, тума та савăнăçлă.

— Кулмастăп. Шанатăп. Халех сана архитектор тăвăпăр. Ашне кĕрсе курман пуль-ха. Атя, кĕрер. Çакăнта ĕнтĕ халь пирĕн штаб.

Çапла каларĕ те Кăяш Тимкки, Сахара алăран тытса, кĕленче алăкран илсе кĕрсе кайрĕ.

— Анчахрах хитре çуртра хитре кабинет туяннăччĕ, ларса пулмарĕ. Паян юлашкп кун кунта ĕçлетĕп. Самара чĕнтереççĕ. Губкома е ревкома та мар, — тӳрех Хĕвелтухăç фронт штабне. Эс паян килсе çитмен пулсан, мана урăх курмасăрах юлаттăнччĕ. Каялла таврăнмалла пулмасть пуль çав, — калаçма пуçларĕ Тимкка, иккĕмĕш хутри пĕр пӳлĕме кĕрсе. Сахара çемçе пукан çине лартрĕ, хăй лармарĕ, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳре пуçларĕ. — Ĕçсем мĕнле унта сирĕн, кĕскен каласа пар…

Сахар малтан Чулçырмари чухăнсемпе батраксен «влаçĕ» пирки каласа кăтартрĕ. Кун пирки нумай калаçма памарĕ ăна Авандеев, пӳлчĕ.

— Пĕлетĕп, — терĕ вăл. — Çын çуккнпе ялта нихçан пулман юлташа ямалла пулчĕ Куçминкка вулăсне. Халь Хайкин юлташа хăйне майлăрах ĕç тупса патăмăр. Çĕнĕ театр йĕркелеме хушрăмăр ăна.

Вара Сахар хăйĕн ĕçĕ пирки тĕплăн ăнланмалла каласа пачĕ.

— Те архитектор тумалла сана, те пĕр-пĕр наркомнац тумалла, — кулса ячĕ Самлей чăвашĕ. — Ку ыйту черетре-ха. Эс пуринчен малтан пуçласа ятăн пулать. Хăвах пĕлен, уесра чăваш ялĕсем вăтăртан ытла. Кĕпĕрнере вĕсем темиçе çĕр. Нумайăшĕ вырăспа хутăш ялсем. Вĕсем пирки шухăшламалла пулать пуль. Тĕттĕм халăхшăн çĕнĕ власть тăван чĕлхепе калаçни темрен те хаклă ентĕ. Анчах ĕçе тĕплĕн тумалла. Халь губком çумĕнче чăваш секцийĕ уçăлнă… Чим-ха, сана калама мансах кайнăччĕ. Воробьев тупăннă. «Вилĕм пуйăсĕпе» ăсатнă пулнă ăна. Воробьев таçта, Çĕпĕре çитсен, тарма май тупнă, вагон урайне çĕмĕрнĕ те шпалсем çине тухса ӳкнĕ. Вăл, сан Рамашу пекех пĕчĕк те харсăрскер, пуйăс айне те сикме хăраман. Ыттисем хăшĕ хăранă, хăшĕ вырăнтан хускалайми выртнă. Пĕри те чĕрĕ юлман, теççĕ. Темиçешер кун апат та, шыв та памасăр асаплантарнă çынсене. Çитменнине тата, тиф чирĕ те хирнĕ…

— Чĕрчун амăшне асап кăтартса çуралать, — терĕ вăл пăртак чĕмсĕр утса çӳренĕ хыççăн. — Революци те асапсăр пулмасть. Темиçе çула пырĕ-ха халăх асапĕ. Ана пĕлсех тăратпăр эпир, анчах халăха çакăн пек нимсĕрех тискерлĕ асаплантарни ăша вĕчĕрхентерет…