Выбрать главу

Нумай калаçрĕç наян авалхи туссем. Сахара кунта Авандеев пысăк ĕçпе чĕнтернĕ-мĕн.

— Ялта кулаксем хирĕçнине кура, халăха пĕтĕçтерес шутпа, парти чухăнсен комитечĕсем тума хушрĕ. Ытти çĕрте вĕсем пĕлтĕртенпе ĕçлеççĕ. Самар кĕпĕрнинче çав ĕçе тин тытăнатпăр-ха, — пуçларĕ вăл хăй сăмахне.

Сахарăн Куçминкка вулăсĕнче ревком пуçлăхĕ пулмалла иккен. Кашни ялтах чухăнсен комитечĕ тумалла. Хайкин йĕркелеиĕ ял Совечĕсене те тĕрĕслесе тухмалла, кирлĕ пулсан, çĕнĕрен суйлав ирттермелле. Продразверстка ĕçне те тĕрĕс майлаштармалла. Тата ялти пуянсене контрибуци тӳлеттерме тивет. Камран мĕн чул тырă, мĕн чул контрибуци укçан илмеллине тĕрĕсрех, хуçалăхне-пурлăхне кура палăртмалла. Кулакăн кăмăлне, шухăш-ĕмĕтне асăрхаса тăмалла. Паянхи ялти задачăсем çакăн пек.

Сахар кăшт та пулин çемйишĕн, тăван ялĕшĕн ытларах ĕçлеме шухăшланăччĕ. Анчах кăмака çинче ăшăнма вăхăт çитмен иккен-ха. Çитменнине тата, унăн халь кăмаки те çук.

— Архитектор пуласшăн эс, Захар Матвеевич, — терĕ Авандеев, йĕпхĕм хура куçне ялтăртаттарса. — Юрĕ. Куçминкка вулăсĕнче теп архитектор пулăн. Революци татăклă çĕнтерсен, çĕнĕ пӳрт-çуртсем тума архитекторсем тупăнĕç. Тен, сан ывăлусемех архитектора вĕренĕç. Халь çĕнĕ тĕнче тума пултаракан архитекторсем кирлĕ. Эсĕ çавăн пек çĕнĕ пурăнăç архитекторĕ пулатăн та ĕнтĕ… Чулçырмапа Сухоречкăна халех уйăрма пулать. Вĕсем чăн та уйрăм ялсем. Хутăш ялсенче вăл ĕçе тума тăхтас пулать-ха. Ун пирки Самартан ыйтăпăр, кирлĕ пулсан, Мускава та çырса пăхăнăр.

— Тепĕр ĕç, Тимофей Степанович. Чулçырмара учитель çук. Шкул çурчĕ те кирлĕ. Ялсене уйăрнă чухне чиркӳ çумĕнчи просвирня çуртне чăваш енне куçармалла тăвасчĕ, — ялти ĕçсем пиркиех вĕтеленчĕ Сахар.

— Ку вăл ман ĕç мар ĕнтĕ, — терĕ Авандеев, Сахара пӳлсе. — Шкул ĕçĕсем пирки калаçма хăвăн авалхи тусу патне кай. Халь вăхăтлăха çутĕç комиссарĕ Фрол Тимофеевич Ятросов. Мĕн кирлине майлаштареа парĕ вăл сана…

Сахар Ятрус Хрулккине курмании вунă çул ытла. Çавах вĕсем пĕрне-пĕри куçран пăхичченех палларĕç.

Шурă çуртри пысăк пӳлĕмре — тăват-пилĕк сĕтел. Сылтăм кĕтесре Хрулкка пĕр çамрăк йĕкĕтпе калаçса ларать. Тем мăкăртатса вăрçать вăл йĕкĕте. Сахар çавăнталла пăрăннăччĕ, каялла çаврăнса пăхрĕ те, Тоня ун хыççăн кĕменнине курсан, чарăнса тăчĕ. Çав самантра ăна Хрулкка сасă пачĕ.

— Кунта эпĕ, Захар Матвеевич. Килтĕн-тĕк, ирт тĕпеле, халех тухса ан тар ĕнтĕ.

Сахар чĕннĕ çĕреллех утрĕ.

— Пăх-ха эс çак услапа! — Хрулкка ăна хăйсем ĕнер кăна уйрăлнă пек алă пачĕ те йĕкĕте каллех вăрçа пуçларĕ. — Çамрăк пуçпах пукан çинче йĕм çĕтсе ларасшăн. Делопроизводитель пулма килнĕ кунта! Должность ятне кура, пысăк начальник пулап, тет пуль. Хăй учитель пулмалăх вĕреннĕ-ха, çапах учитель пуласшăн мар. Мĕн тӳрĕпе? Чăваш ялне каяс килмест. Хула çынни пуласшăн. Хулари мещенсен пурнăçне сăхланнă, çавăнпа: «Эп чăвашла калаçма та маннă», — тесе хăйне хăй элек тăвать. Мантарăп эп сана! Эп санран нумай вĕреннĕ, сан пек лапăртатас тесен, ĕлĕкхи пурнăçра столоначальник, статский советник пулма пултарăттăмччĕ. Эп сан аçу, аслаçу темелле. Ман сăмаха итлемесен, йĕплĕ хулăпа тивертĕп е… саботажник тесе, тĕрмене хупса лартăп.

Çапла каларĕ те Хрулкка ват çынла лĕхлетсе ячĕ.

— Хăлхаран пăрасчĕ сан йышшисене, — терĕ вăл каллех, кулма чарăнса. — Ан тар ялтан! Ан пис чăвашран! Ан вăтан чăваш ятĕнчен. Çĕкле ăна, мухтава тивĕçлĕ ту. Халь епле анлă çул уçăлчĕ пур вак халăхшăн та. Чăваша та пĕтĕм тĕнче пĕлекен пулĕ.

Иĕкĕчĕ комиссар çапла пĕрре мар çĕтĕлнине итлесе курнă пулас: пĕр хăрамасăр-аптрамасăрах, йăл кулса итлесе ларать.

— Ĕнерех учитель пулма килĕшрĕм, Фрол Тимофеевич вара паян та виçĕмкунхишĕн вăрçать, — терĕ йĕкĕт, Сахарпа кăна калаçнă пек. Унтаи Хрулкка умне тăрса, ват çынна вăрçтарас тенĕ пек, юри вырăсла сӳпĕлтетрĕ:

— Ĕненĕр мана, Фрол Тимофеевич! Сирĕншĕн çеç, сире атте вырăнне хурса хисепленĕрен кăиа, учитель пулма килĕшмен. Атту пулсан, чăнах де-ло-про-из-во-дитель пулаттăм. Ячĕ мĕн тĕрлĕ! Ге-не-ра-лйс-симус тенĕ пек янрать.

Чăвашсене мар, пӳлĕмри вырăссене те култарса тухса кайрĕ аптраман чăваш ачи.

Сахар мĕн ĕçпе килнине пĕлсен, Хрулкка йĕкĕте васкаса ăсатнăшăн ӳкĕнчĕ.

— Чулçырма пирки мансах кайнă эпĕ. Арланова сирĕн пата ямаллаччĕ. Фиронова валли пĕр-пĕр вырăс ялĕ тупса парăттăмăрччĕ, — терĕ вăл.

— Ачи кăмăла кайрĕ-ха. Кăшт Рамаша аса илтерчĕ вăл мана. Анчах Фироновăна урăх яла яма юрамасть. Амăшĕ унăн ватă та чирлĕ. Пăхакан çук. Тепĕр енчен, вăл пирĕншĕн унта темле чăвашран та хаклă çын пулать. Партие халех кĕме хатĕр вăл. Чăвашла калаçма пирĕн енче ĕçлесе час вĕренĕ. Халăха пĕрлештерес ĕçре вăл пире нумай усă кӳрĕ.