Хрулкка Сахарпа килĕшрĕ. Анчах Чулçырма шкулĕ валли вырăсран çурт куçарас пирки çуркуннеччен тăхтама хушрĕ.
— Вăл ĕçе уес исполкомĕ йĕркелесен майлаштарăпăр. Халь Лешеккисене вăрçтарни кăна пулĕ, — терĕ вăл.
Юлашкинчен Хрулкка Фироновăна чĕнме хушрĕ, хăйĕнпе паллашса, унăн хучĕсене тĕрĕслес терĕ.
Тоньăна чĕнме тухсан, Сахар тĕлĕнсе кайрĕ. Хайхи йĕкĕт хĕре хулран çаклатнă та урам пек сарлака коридорпа уткаласа çӳрет.
— Килес çул сирĕн пата ĕçлеме иыратăп, Захар Матвеевич. Сирĕн пирки мана Антонина Павловна каласа пачĕ, — терĕ йĕкĕт. — Çăмăлттай тесе ан шухăшлăр ман пирки. Фрол Тимофеевич ăс кĕрткелерĕ мана. Ман çăмăлттайланни вăл ытларах чухăн пурнăçран килнĕ. Хулари çынсем умĕнче сăмах чĕнмесĕр хăраса мĕскĕнленсе çӳрес килмест, ак Антонина Павловна пĕлет мана: эпир унпа ĕлĕкех, хулара вĕреннĕ чух, паллашнăччĕ.
— Пыр, пыр! — хĕпĕртерĕ Сахар. — Килес çул, чăн та, пире тепер учитель кирлĕ пулать. Унччен шкул çуртне те тăвăпăр.
Кăнтăрла ĕçсене çапла майлаштаркаларĕ Сахар. Каçпала вокзала Кăяш Тимккине ăсатма кайрĕ. Асатакансем татах та пынă-мĕн. Ревкома ĕлĕк уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа хăварать Авандеев. Вăл Сахара çав Ильинпа паллаштарчĕ.
Авандеева ăсатса таврăннă чух Ильин хăй те Сахарпа нумай калаçрĕ. Юлашкинчен:
— Ыран штаба кĕрсе тух, пĕр вунă винтовка илсе кайăн, — терĕ. — Пирĕн уесра та кулаксем халăха пăлхатма тытăнаççĕ. Çав пăлхавсене пусарма хатĕр пулмалла пирĕн.
Ялти ĕçсене Тук икĕ енĕпе те пĕтĕмпех йĕркелесе янă хыççăн Тайман Сахарĕ, çемйине Селĕп Кириле патĕнчен Мулла Анукĕн пӳртне куçарчĕ. Фрол Тимофеевич хăй ăна çапла хушса ячĕ.
— Анăçсăр хĕрĕм шуррисемпе çапăçма кайрĕ, пӳртне- çуртне пăрахса хăварчĕ. Лаши те, ĕни те пур вĕт. Пурăнăр савăнса. Лаша кулаксенчен ыйтса тăмалли пулмĕ. Хăвăн лашуна кӳлнĕ пекех кӳлсе çӳре. Хуçи, тен, таврăнаймĕ те, — терĕ вăл, кăшт хурланса.
Лисук: «Тинех, çынсем пек, уйрăм пӳртре, çемьепе пурăнатпăр ĕнтĕ», — тесе савăннăччĕ. Çук çав, каллех пурăнса пулмарĕ. Сахар кунта куçнă куннех лаша кӳлчĕ те хăйĕн Куçминккана каймалли çинчен пĕлтерчĕ. Хăçан таврăнасси паллă мар, терĕ вăл. Макăрса та, ӳкĕтлесе те пăхрĕ Лисук. Юлашкинчен хӳхле пуçларĕ:
— Икĕ ывăл ача çуратрăм, пурăнмарĕç. Эс салтака кайнă чух йывăр çын пулса юлтăм, сансăр хĕрача çуратрăм, ăна та сансăрах, Тараспа иксĕмĕр макăрса пытартăмăр. Эс килте пулсан, тен, вăл та вилместчĕ-и? Ун чух, выçăллă-тутăллă пурăннипе, сĕт пĕтсе ларчĕ… Санран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Кам килтен хăвалать сана… Ма ман шăпам çав тери мĕскĕн-ши?..
Çилленчĕ те, хурланчĕ те Сахар Лисук çапла хӳхленĕ вăхăтра. Анчах ырă кăмăллă мĕскĕн хĕрарăма ним каласа йăпатма та пĕлеймерĕ.
— Ниçта та каймастăп, кунтах, çывăхрах пулатăп. Киле час-часах килсе çӳрĕп. Куçминкка, мĕн, инçе-им вăл? Çуран çур сехетре чупса çитме пулать, — текелесе, Сахар килкартине тухрĕ.
Кĕçех хапха уçăлчĕ, Мулла Анукĕн ула лаши Тайман Сахарне каллех ревком çулĕпе илсе кайрĕ.
Пӳртре Лисук хӳхлени илтĕнсе юлчĕ.
Пĕрремĕш абонент
Мăрзабай кивĕ пурăнăç саккунĕсене лайăх пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ кăна мар, вĕсене ырлатчĕ те вăл. Ырлани те сахал: çав саккунсене тĕрĕс тытса пыратчĕ, хăй вара халăхшăн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатчĕ. Анчах уншăн та мар, хăй старшина пулнăран та мар, — урăх тивĕçшĕн вăл хăйне пĕтĕм Российăшăн усăллă çын тесе шутлатчĕ.
«Тĕреклĕ хресчен» пирки, тен, белянкинсенчен те ытларах çуннă, ун тивĕçне палăртма тăрăшнă Мăрзабай. Хăйĕн хуçалăхĕ тĕреклĕрех чух, ытларах тырă акма тăрăшса, çапла шухăшлатчĕ вăл:
«Çавăн чухлĕ çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма мĕне кирлĕ мана? Çынсем пĕр хăпартупа тăраннă чух эпĕ икĕ хăпарту çиместĕп вĕт. Пĕр хăпартуран та татăк юлать. Килйыш пысăк мар. Ик-виçĕ теçеттин çĕр аксан та çитĕччĕ мана. Ман пек хресченсем — Россия тĕрекĕсем. Пĕтĕм халăха тăрантарса пурăнатпăр. Аслă çынсем: «Самарская губерния — житница России», — теççĕ. Эпир ĕнтĕ вăл çав «житница». Çак мухтавлă ĕçре ман чапăм та пур. Пирĕн тулă çăнăхĕнчен Италире макарон тăваççĕ, тет. Пĕлместĕп, хам çисе курман, эпĕ, ытти чăвашсем пекех, салма çиетĕп. Çапах патшалăх ятне çĕртместпĕр, ăна çĕклеме тăрăшатпăр».
Халĕ ак хуçалăхсем юхăнсах пыраççĕ. Совет влаçĕ ялтан тырă пĕрмай тăпăлтарать. Тăпăлтарасса тăпăлтарать, анчах… анчах малашне епле пурăнма шутлать-ши вăл? Тĕреклĕ хуçалăхсене ура хурсан, кам вара çĕршывăмăра тăрантарса пурăнĕ?
Çапла Мăрзабай халĕ тата пысăкрах шухăша каякан пулчĕ. Шухăшсем пĕринпе пĕри хирĕçсе пĕтеççĕ тата пуçа пăтратсах яраççĕ. Чăнах та, пĕччен шухăшăн вĕçĕ те курăнмасть, тĕрĕслĕхĕ те палăрмасть. Вĕçне тупас тесен, кампа та пулин тавлашас пулать.