Вара Мăрзабай такампа тавлашма тытăнать. «Такамĕ» ăна хăш чух Хрулкка пек, хăш чух тахçанах вилнĕ шăллĕ Тимуш пек курăнать. Халь ак Тайман Сахаре пек курăнакан пулчĕ. Такамĕ хăй ăшĕнчех ларать-ха. Ана-кăна сисмесĕрех, хăйне хăй тĕрĕсе кăларасшăн, хăйпе хăй тавлашать Мăрзабай. Унăн шухăшне çырса илсен, çакăн пек диалог пулса тăрĕччĕ:
Мăрзабай. Çапла çав. Власть мĕнле пулсан та, эпĕ çĕршывшăн, патшалăхшăн кирлĕ çын. Тырă акса ӳстерсе, хула халăхне тăрантарса пурăнатăп.
Такам. Çавах сутнă тырăшăн укçа ытларах илме тăрăшаттăн эс. Укçасăр памастăнччĕ. Халь укçа тӳлемесĕр илекен влаçа вăрçатăн ав.
Мăрзабай. Укçине картла выляса ямастăп. Укçи хуçалăха тытса тăма, машинăсем туянма, тырă акса ӳстерме кирлĕ.
Такам. Капиталистсем те çапла калаçаççĕ. Эпир тăван промышленноçа аталантаратпăр, рабочи халăха ĕç паратпăр, теççĕ.
Мăрзабай. Тĕрĕс калаççĕ.
Такам. Эсĕ те хресчен мар вара, çавсем пекех капиталист пулса тăратăн.
Шухăшпа çак тĕле çитсен, Мăрзабай кăшт аптраса ларать.
Хресчен вăл. Капиталист та мар, улпут та мар. Улпутсем çĕр тытса ĕçе чăрмантарса тăчĕç. Вĕсен çĕрне туртса илсе хресчене пани тĕрĕс-ха вăл. Улпут ĕмĕрĕ чăнахах иртрĕ, пĕтрĕ. Çĕр хуçи камăн пулмалла? Чухăн хăйне хăй те тăрантарса пурнаймасть. Вăтам хресчен тени хăй пурăнкалать пулсан та, тырă нумай сутаймасть. Тĕреклĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕхлĕ, машинăллă хуçалăхсăр çителĕклĕ тырă ӳстересси пулмасть.
Йăнăшаççĕ такамсем. Çапла, каллех вăй илсе, Такама хăй хупăрла пуçлать Мăрзабай.
Мăрзабай. Юрĕ. Эсир пире, капиталистсемпе танлаштарса, пĕтерсе лартма тăрăшатăр. Мăрзабайсене, медведевсене пĕтерсен, епле пурăнăр? Чахрунсене шансан, пурте выçă вилетĕр.
Такам. Чим-ха, ан васка. Йĕркипе калаçар. Сире никам та пĕтермест. Тĕк пурăнăр. Совет влаçне хирĕç ан пăлханăр. Халăха хĕтĕртме пăрахăр. Сире те тĕкĕнмĕç.
Мăрзабай. Ун пирки мана Çимун виçĕмçулах каланăччĕ. Вăл пĕр енчен кăна тĕрĕсе тухрĕ çав. Эп сире хирĕç кĕрешместĕп, халăха хĕтĕртместĕп. Мĕн пуласса сăнаса кĕтсе ларатăп. Эсир те мана кăлăхах килсе вăрçмастăр, тĕрмене хупса лартмастăр. Анчах тырă пар сире, укçасăрах пар. Укçине те пиртенех шăйăратăр. Паян парăп, ыран парăп, виçмине эпĕ те Чахрун пек пулса юлăп. Мĕн пулĕ вара? Эпир, хресченсем, мĕнле те пулин пурăнкалăпăр. Хула мĕн кăшласа пурăнĕ?
Такам. Эпир юри хресченсене çаратас тесе илместпĕр тырра, вăл пире Тăван çĕршыва вилĕмрен çăлма, капиталистсемпе ют патшалăхсен тыткăнĕнчен хăтарма кирлĕ…
Мăрзабай. Эсир вуна çула, çер çула мала пахса куракан çынсем вĕт. Манăн та темиçе çула та пулин мала пăхса курас килет. Калăпăр, эсир татăклă çĕнтертĕр. Вăрлăх-тырă хăш пӳлĕмре юлнă, хăшпĕринче юлман та. Çĕнĕ власть пуянсене юратмасть. Вĕсем те пуйма урăх шухăшламаççĕ тейĕпĕр, — вăрлăхĕ пулсан та ик теçеттинран ытла акмаççĕ. Кашни хăй валли çеç акать. Хресчен вăл хăйĕнчен ытлашшине çеç пасара кайса сутать. Ытлашши çук. Ытла та вак хуçалăхра мĕн ытлашши пултăр? Мĕнле пурăнма шухăшлать вара Совет патшалăхĕ?
Такам. Атя пĕрле шухăшласа пăхар. Шултра хуçалăхсем пулĕç-ха вĕсем. Халлĕхе, тен, Медведевсемех пулĕç, сан пек «тĕреклĕреххисем» те юлĕç. Малашне, чухăн хресченсемпе вăтам хресченсене пĕрлештерсе. шултра хуçалăхсем тума пулать. Коммуна тенине илтнĕ-и эс? Куракхăвисем çирĕм кил ялтан тухса ларасшăн. Пурте пĕрле коммунăпа ĕçлесшĕн. Вĕсен хуçалăхĕ вара шултра ху-çалăх Пулать. Сире те чарса лартмăпăр, коммунăсене аталанма та пулăшăпăр.
Мăрзабай. Столыпин кăтартса панă çулпа каясшăн-и вара эсир? Ку вăл ĕнтĕ хресчене илĕртме пултарать. Тепĕр енчен, Столыпинла мар, хăвăрла тăвасшăн, — хресчене пĕрлештерсе ĕçлеттересшĕн. Тӳрех калам, ĕç тухмасть сирĕн. Коммуна сăмахпа хресчене хăратса пăрахни çеç пулать.
Такам. Ăслă çын эс, Мăрзабан. Кĕнеке те нумай вуланă, анчах мĕн кирлине вуламан. Татах вула, «Столыпин» кĕнекене вуласа çитĕ ĕнтĕ. Ленин çырнисене вула. Ав халь Мелькуш пӳртĕнче каçсерен библиотека уçăлать. Унта Ленин çырнă кĕнекесем те пур. Хăшĕ вырăсла, хăшне чăвашла та куçарнă…
Мăрзабай «Такамĕ» тĕрĕс калать. Кăнтăрла Мелькуш пӳртĕнче — шкул, каçхине унта библиотека ĕçлет. Антонина Павловна учительница хуларак пĕр лав кĕнеке тиесе килнĕ. Вĕсене хума хăйĕн шкапне те çакăнта куçарнă.
Тарас, шкулшăн тунсăхланăскер, халĕ тăтăшах çавăнта чупа пуçларĕ. Учительницăна тетрадьсем тĕрĕслеме пулăшатчĕ. Тепĕр чух, Совета ĕçпе каймалла пулсан, Антонина Павловна Тараса хăй вырăнне пĕр-пĕр урок ирттерме те хăварать. Библиотека уçнă хыççăн пĕр-ик каç учительница хăех кĕнекесемпе айкашрĕ. Çук, капла ĕç тухмарĕ. Кашни каç киле çĕрле таврăнма çул çывăхах мар çав. Вара вăл çак ĕçе Тараса хăнăхтарчĕ. Ача тăрăшса, юратса ĕçленине курсан, кĕнеке шкапне ăна пачĕ.