Выбрать главу

Кашни каç, тĕттĕм пулсан, Тарас Мелькушăн шалти пӳртне кĕрсе ламна çутать, шкапа уçать те кĕнекесене хăшне сĕтел çине, хăшне партăсем çине хурса тухать. Малтан ачсем кăна çӳретчĕç. Пысăккисенчен Совет членĕсем хăшпĕр чух кĕрсе тухатчĕç.

Пĕррехинче Совет членĕсемпе пĕрле Мăрзабай мучи пырса кĕчĕ. Кĕнекесене тытса пăхкаларĕ.

— Маттур, — терĕ вăл, Тараса пуçран шăлса.

— Ачи маттур та-ха, вырăсла кĕнекесен ячĕсене пурне те ăнлантарса параймасть, — терĕ Ахтем Макарĕ. — Ак çак кĕнекен ячĕ мĕне пĕлтерет-ши?

Мăрзабай Макар аллинчи кĕнекене илчĕ те ятне сасăпа вуларĕ: «Гигантский кризис».

— Кăна ача мар, пупĕ те ăнлантарса параймĕ, — терĕ вăл, кулкаласа. — Гигантски тени пысăк, калама çук пысăк тени пулать-ха. Кризис тени вара, мĕнле калас… çитменлĕх пулать-и е йывăрлăха пĕлтерет-и? Çапла пуль, «калама çук пысăк йывăрлăх» тенине пĕлтерет пуль.

— Эс, Павăл мучи, кашни каç кил кунта, вара пурте çӳрекен пулĕç, — терĕ Тарас.

Мăрзабай кулса ячĕ.

— Эс мана помощник тăвасшăн-им вара? Укçа мĕн чул тӳлĕн, сана хăвна мĕн чул тӳлеççĕ? Çуррине мана парăн-и?

— Халăхшăн укçасăрах ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Тарас. — Халăха çутта кăларас пулать. Ман атте икĕ çул укçасăрах ĕçлет.

Ача сăмахĕнчен Мăрзабай кăшт хĕрелсе ӳкрĕ. «Çутта кăларас пулать».

Çак сăмаха вăл хăй ĕлĕкрех тем чул каланă вĕт. Каланă çеç, ĕçне çак ача чухлĕ те туман.

— Ленин çырнă кĕнекесем пур-и сан кунта, Тарас Захарчă? — ыйтрĕ вăл, шӳтленĕ пек çеç каласа.

Тарас Мăрзабая виçĕ пĕчĕк кĕнеке тупса пачĕ: иккĕшĕ вырăсла, пĕри чăвашла кĕнекесем. «Кусене те илĕр вара, — тата икĕ пĕчĕк кĕнеке сĕнсе пăхрĕ вăл. — Иккĕшĕ те чăвашла».

— «Карл Маркспа Фридрих Энгельс», «Август Бебель», — вуларĕ Мăрзабай. — Кусене кайран, — терĕ те виçĕ кĕнеке илсе тухса кайрĕ.

Ахтем Макарĕпе Шатра Микка пĕрне-пĕри куçран чăр пăхса илчĕç.

— Пурте Мăрзабай пек пулсан, пире ĕçлеме çăмăлтарах пулĕччĕ, — терĕ Шатра Микка. — Тырă мĕн чул хурсан та, хирĕçсе тăмасть. Пĕркун контрибуци илме килнĕ вырăссене пĕлĕмпе сăйласа янă.

— Тĕлĕнтерет-ха вăл мана, — шухăша кайса сăмах хушрĕ Макар. — Ленин çырнине вуласшăн тата. Сан вырăнна Совета кĕрсе ларасшăн мар-и вăл?

— Лартăр, — те шӳтлесе, те чăннипех хуравларĕ Микка. — Старшина пулнă çын манран лайăхрах ĕçлĕ. Ман пек тĕттĕм çын мар. Мана алă пусма та аран вĕренткелерĕр.

— Пуп тата лайăхрах хут пĕлет. Ана та Совета суйламалла пуль вара, — тăрăхларĕ Макар.

— Мĕн кулан? Çӳçне кастартăр — Совета та суйлăпăр, — терĕ Микка ним чул та шӳтлеме шутламан çын пек. — Унăн ывăлĕ коммунист. Тиечук ывăлĕ — хĕрлĕ командир. Мăрзабай шăллĕн ывăлĕ ревком пуçлăхĕ те пулса курчĕ…

— Сана итлесен, пĕтĕм тĕнчере те пĕр коммунистсем анчах иккен. Юмах яра-яра суйма вĕреннĕ эс. Атя, луччă кайса çывăрар. Ыран ирех Лешеккине каçса Медведева силлемелле-ха пирĕн, контрибуци укçине парса татман вăл.

Советпа комбед председателĕсем тухса кайрĕç. Тарас сĕтел çине шкапран пĕр тетрадь кăларса хучĕ. Тетрадь çине Антонина Павловна хăй аллипе «Список абонентов» тесе çырнă. Хальччен кунта никам ятне те çырса хуманччĕ-ха, — çынсем кĕнекесене çакăнта кăшт вулакаласа çеç каятчĕç. Мăрзабай пĕрремĕш абонент пулса тăчĕ.

«Ку сăмаха Мăрзабай мучи те чăвашла куçараймĕ-ччĕ» — сасартăк мăнкăмăлланса шухăшларĕ ача. Тарас çавна куçарма пултарать: абонент тесе кĕнеке киле илсе кайса вулакана калаççĕ.

Мăрзабай Ленин çырнисене хăй абонент пулса тăнине сисмесĕрех вулать-ха.

«Ку вăл, çиелтен пăхсан, тырăшăн çеç кĕрешни пек курăнать. Чăннипе каласан, — социализмшăн кĕрешни пулать вăл».

Çапла каланă Ленин кулаксемпе тырăшăн кĕрешес пирки. Кам чăвашла куçарнă-ши Ленин сăмахĕсене? Çав, Иван Якăльч шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш ачисемех ĕнтĕ. Çапла шухăшларĕ Мăрзабай. Унтан библи вуланă чух Хрулкка мĕн хăтланнйне астурĕ те кĕнекерен хăшпĕр вырăнсене хут çине çырса иле пуçларĕ. Вырăслинче çырса илмеллисем ытларах тупăнчĕç. Тĕрĕссипе каласан, вырăслисене лайăхрах ăиланчĕ вăл.

Чехсем мĕншĕн ниçта та мар, Самар кĕпĕрнинче тата Çĕпĕрте пăлхав çĕклесе чарăнса тăни çинчен Ленин çапла каланă иккен:

«… чтобы отрезать от России хлебные местности… как раз в хлебородных окраинах найти себе социальную опору, найти себе местности с преобладанием кулаков, богатых крестьян».