Выбрать главу

Акă вăл! Пире шанаççĕ пулать. Эпир вара Российăн тĕрекĕ пулас вырăнне ăна пĕтерсе лартма ют патшалăхсене пулăшмалла иккен. Сахарсем, Çимунсем, Хрулккасем, Ленин сăмахĕсене ăнланса, никам хушмасăрах, хăйсен ирĕкĕпе Российăшăн çапăçаççĕ-и… Е вĕсем хăйсемех хальхи лару-тăрăва тавçăракан пулнă-ши?

Ыттисем ма ăнланмаççĕ-ха вара? Ялта ман пек «кулаксем» çеç мар, пиртен чухăнрах хресченсем те иккĕленеççĕ. Эпĕ Совет влаçне ырласах каймастăп тейĕпĕр, анчах чехсем-комучсем те савăнтармарĕç мана. Кун пирки те Ленин юриех каланă тейĕн:

«Крестьянство, как и всякая мелкая буржуазия вообще, занимает и при диктатуре пролетариата среднее, про-межуточное положение: с одной стороны, это — довольно значительная (а в отсталой России громадная) масса трудящихся, объединяемая общим интересом трудящихся освободиться от помещика и капиталиста, с другой стороны, это — обособленные мелкие хозяева, собственники и торговцы. Такое экономическое положение неизбежно вызывает колебания между пролетариатом и буржуазией. А при обостренной борьбе между этими последними, при невероятно крутой ломке всех общественных отношений, при наибольшей привычке к старому, рутинному, неизме-няемому со стороны именно крестьян и мелких буржуа вообще, естественно, что мы неизбежно будем наблюдать среди них переходы от одной стороны к другой, колебания. повороты, неуверенность и т. д.».

Вуланăçемĕн тĕлĕнет Мăрзабай. Ленин пирки кам мĕн каланине аса илет. Эсерсем «нимĕç шпионĕ» тесе куçкĕретех суятчĕç.

«Çук, апла мар çав. Ленин — вырăс халăхĕн чăн таса чĕри, чăн ăслă пуçĕ. Тĕреклĕ хресченсен тивĕçне те курать пуль вăл, анчах шанмасть вĕсене… Пĕтĕмпех витĕр курса тăрать вĕт большевиксен çулпуçĕ. Хăй хресчен хушшинче пурăнса ӳснĕ пек. Пролетариата шанать. Социализмшăн кĕрешетпĕр тет. Анчах хресчен хуçалăхĕ çав çĕнĕ пурнăçра мĕиле пулмаллине кунта каламан çав. Урăх кĕнекере каланă пуль. Пулать те пуç. Ун пекки пĕтĕм тĕнчере çĕр çулта пĕр çын кăна çуралать пуль».

Çапла шухăшларĕ Мăрзабай виçĕ пĕчĕк кĕнеке вуласа тухнă хыççăн. Çапах унăн «Такампа» калаçмаллисем-тавлашмаллисем татах та пур-ха.

Колчак çывхарнă вăхăтра

Ялтан вăрахлăха тухса каяс умĕн Тайман Сахарĕ ял çыннисене тимлĕ сăнарĕ. Вара вăл ял Совечĕн председателĕ пулма Шатра Миккана, чухăнсеи комитечĕн предсе-дателĕ пулма — Ахтем Макарне суйлама палăртрĕ. Ма-кар та Микка пекех тӳрĕ çын. Кăмăлĕпе хытăрах, хăй вара çырма-вулама та пĕлет. Унтан тата Сахар Пашка Ваççине те асрах тытать, вăл та аптрамалла мар пек.

Çав виçĕ çын, Сахар пулăшнипе иĕрлешнĕскерсем, хăйсем тавра чылай пысăк актив пĕтĕçтерчĕç.

Лешеккинче те Сахар Советпа чухăнсен комитетĕнче ĕçлеме тивĕç çынсене палăртса хăварчĕ.

Сахар Куçминккана кайнăранпа ялта сайра хутра çеç пулкаларĕ. Пĕррехинче килсен, вăл ялта парти ячейки туса хăварчĕ. Чулçырмара партие виççĕн çырăнчĕç: Ахтем Макарĕ, Шатра Микка, Пашка Ваççи, Лешеккинче — тăваттăн. Чулçырмашăн та, Лешеккишĕн те пĕр ячейка пулчĕ. Советсем уйрăм ĕçленĕ вăхăтрах комячейка тени икĕ ялти коммунистсене, вĕсен ĕçне пĕтĕçтерсе тăрать, Тук икĕ енĕпе те Совет ĕçне ертсе пырать.

Çамрăк коммуиистсен ĕçĕ çăмăл пулмарĕ. Ĕçлени те — пĕрмаях ял çынниеене хирĕçтерсе çӳрени кăна тенĕ пек. Килĕрен çӳресе, хулана тырă леçтермелле, пуянраххисене тата унсăр пуçне контрибуци укçи тӳлеттермелле.

Кулаксем малтанхи вăхăтра шăпăртланнăччĕ. Мăрзабай каллех вĕсенчен ютшăнни те, ялсем власть тĕлĕшĕпе уйрăм пурăна пуçлани те вĕсен шухăшĕсемпе ĕçĕсене самаях арпаштарса ячĕ. Анчах ял куштанĕсем нумаях шăпăрт тăмарĕç.

Çăварни тĕлне çамрăкрах арçынсем Хĕрлĕ Çара мобилизаципе кайса пĕтрĕç. Чулçырмаран Пашка Ваççи, Лешеккинчен икĕ коммунист салтака лекрĕç. Ялăн революциллĕ вăй-халĕ чака пуçларĕ. Подкулачниксем хăюланса çитрĕç. Хальччен çын çинче калаçма именнĕ е хăранă карма çăварсем, кулаксем хĕтĕртнипе, хытă шав-лакан пулчĕç.

Тепĕр сăлтавне тупма çамрăк коммунистсем хăйсемех пулăшрĕç темелле. Пĕр ĕçе йăнăш турĕç вĕсем. Ырă та çемçешкерех кăмăллă Шатра Микка сĕнчĕ çав ĕçе, Ахтем Макарĕпе Гревцев вара пуç тавра шухăшласа пăхмасăрах килĕшрĕç. Кайран çакăншăн пурин те ӳкĕнмелле пулчĕ.

Ялта кашнийĕнех хурăнташ нумай. Чухăнсен хурăнташĕ пуян хушшинче те пур. Хурăнташлă пурăнакан çынна пырса хистеме, ирĕксĕрлеме ырă мар пек.

— Эпир Лешеккинче контрибуци укçи пухса çӳрĕпĕр, вырăссем — Чулçырмара. Капла калаçма та, хистеме те çăмăлрах пулĕ, — терĕ Шатра Микка.