Выбрать главу

— Пуху пухма эс хушрăн-им? Ма мана каламарăн?

— Хушман, Макар Петровчă. Эс ху чухăнсене пухас тесе калаçнăччĕ.

Çав вăхăтра Паçук чупса кĕчĕ, тулăксăр хӳхлеме пуçларĕ. Арçынсем вăл каланине аран ăнланса илчĕç. Шалтикасра халăх шавлать иккен, камунсене вăрçаççĕ, тет.

— Атя часрах! — терĕ Макар. — Эп Лешеккинчех паян тем пуласса сиспĕччĕ. Сана кăлăхах пăлхатас мар тесе каламарăм.

Микка васкаса ура сырчĕ те сăхман тăхăнчĕ. Арăмĕ тата хытăрах хӳхлесе ячĕ:

— Ан кай, ашшĕ, ан кай, тархасшăн! Вĕлереççĕ сана унта. Пĕтĕм халăх урса кайнă, камунсене пĕтеретпĕр тесе кăшкăраççĕ.

— Эй, ухмах, — терĕ Микка, тухса каяс умĕн арăмне çурăмран лăпкаса. — Вĕлерес тесен, кунтах килсе вĕлерĕç. Çук. Совет влаçне вĕлереймеççĕ вĕсем…

Тĕплĕ урампа Тăвăрхушлăх кĕтессине, Совет çурчĕ тĕлне, халăх, чăнах та, питĕ нумай пухăннă. Шавлаççĕ. Пӳртре хăй çутнă, унта та çын лăках. Макарпа Микка чӳрече çути тĕлне пулсан, тахăш:

— Ак тата камунсем, тытăр вĕсене! — тесе çухăрса ячĕ.

Çав вăхăтрах Макара Миккаран уйăрса ячĕç. Шатра Миккана икĕ çын пӳрте çавăтса кĕрес тесе сĕтĕрчĕ. Килкартинче — те палламасăр, те юриех — такам ăна ĕнсерен танклаттарнă та, вăл, тăнне çухатса, çĕре тĕшĕрĕлсе аннă.

Пӳртре чăлах вырăс хăйне хăй ял хуçи пек тыткалать. Колчака шанса хăюлланнăскер, купца чĕлхипе йăпăлтатма пăрахнă халĕ Смоляков. Анчах чăн хуçи вăл мар-ха. Лешĕ вара темшĕн кăмака кукрине кĕрсе ларнă. Хăйне халăх юратманнине пĕлет Хаяр Макар. Çавăнпа мала тухмасть, хăй вырăнне ыттисене калаçтарать: карма çăварсем унсăрăн та чылай. Вăрăм Ваçилирен пуçне тата Пăсара Макарĕ, Шакмак, Тимĕрçĕ Яккăвĕ, Мирски Тимук, Шăрчăк Праканĕ…

Ĕçе саккунлă пек туса, пухăва Шатра Миккана хăйне уçтарасшăнччĕ пăлхав пуçлакансем. Шутласа хунă пек пулаймарĕ çав: Шатра Микка тăнсăр выртать терĕç. Вара Хаяр Макар пуху уçма председатель пулса курнă Чахрун Мишшине хушрĕ. Лешĕ сĕтел хушшине пĕчченех кĕрсе ларчĕ. Çимук писăр пухăва килмен. Смоляков сăмах каларĕ:

— Эпĕр Совет влаçне хйрĕç мар, — терĕ вăл. — Анчах тырă урăх памастпăр!

— Памастпăр, памастпăр.

— Вырăссемшĕн тӳлеместпĕр, — кĕрлесе илчĕ халăх.

— Тырă çук пирĕн, — сӳпĕлтетрĕ малалла Смоляков. — Пуянсем те çук пирĕн. Пурте хресченсем, пурте пĕр тан. Контрибуци укçине тĕрĕс мар илчĕç пиртен. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, ял Совечĕ пултăрах. Совета паян урăх çынсене суйлатпăр. Камунсем кирлĕ мар пире. Камун тума ялтан тухса кайччăр вĕсем. Чармастпăр!

— Чармастпăр, кайччăр!

— Камунсем кирлĕ мар пире!

— Ялтан хăваласа ярас вĕсене!..

— Мĕн унта, Совет суйламалли! — кăшкăрчĕ юлашкинчен Вăрăм Ваçили. — Смолякова староста тăвас. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Тепĕр эрнерен пурпĕрех кунта Колчак килсе çитет…

— Колчак килмест, Чапаев килет! — терĕ такам уçă та çирĕп сасăпа алăк патĕнче.

Тĕпеле Тайман Сахарĕ хĕсĕнсе иртрĕ. Хăшĕ вăл килсе кĕнине асăрхайман, хăшĕ тăруках паллайман та. Пăлхав пуçлăхĕсем те, аптраса кайнипе, тăруках сăмах чĕнеймерĕç.

— Мĕн сăлтавпа кĕрлетер, туй тăватăр, пĕлессĕм килет! Кам кунта мăн кĕрӳ сирĕн? Кĕçĕн кĕрĕвĕ эсĕ пуль ĕнтĕ, Василий Карпчă, — терĕ Сахар, маччана шерте пек перĕнсе тăракан Вăрăм Ваçили пуçне пӳрнепе тĕллесе.

Çынсем, вăл Вăрăм Ваçилие кĕçĕн кĕрӳ тенĕрен, ирĕксĕрех кулса ячĕç.

Сахар кунта унччен мĕн пулса иртнине лайăх пĕлмест. Çапах, алăк патĕнче кăшт итлесе тăрса, акă мĕн курчĕ вăл: кăшкăракансем пĕр пилĕк-ултă çынран ытла мар. Кусем те тӳррĕнех Совет влаçне хирĕç калаçма хăраççĕ. Малтан халăх кăмăлне сĕвĕрĕлтерсе, шӳтлекелесе, кирлĕ еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ Сахар:

— Кам хĕтĕртет сире коммунистсене хирĕç? — сассине хытарса, йĕри-тавра пăхса илчĕ Сахар. — Эс, Василий Карпчă, хăвăн сăмахна каламастăн-ха. Сана Колчак кирлĕ мар, эс ху Колчак сĕмлĕ пăртак. — Халăх хушшинче каллех кулни илтĕнчĕ. — Вăт сана, Смоляков, халăха улталаса пурăнма Колчак кирлех ĕнтĕ. Анчах ку туйра туй пуçĕ эсĕ те мар пуль-ха. Юлташсем! Кулаксем улталаса хĕтĕртеççĕ сире…

Çав вăхăтра кăмака кукринче курăнмасăр ларахан Хаяр Макар ура çине тăчĕ. (Сахар пирки такам «пĕччен килнĕ» тесе систерчĕ ăна.) Сахар халăха култарса унăн çиллине пăртак сĕвĕрĕлтернине сисрĕ вăл. Унăн помощникĕсем, капла пуласса кĕтменскерсем, халь вăл мĕн каласса кĕтсе тăнине те курчĕ Хаяр Макар.

— Камунсен пуçлăхĕ вăл! — тискер сасăпа кăшкăрчĕ Макар. — Ан итлĕр ăна. Яла килсе пĕтĕм ĕçе арпаштарса хăварчĕ. Çав ĕнтĕ ялпа суйланă Совета тиркесе, унта камунсене кĕртсе лартрĕ…

— А-а-а! Туй пуçĕ тупăнчĕ те хайхи! Ак кам сире хĕтĕртет, юлташсем. Куштан-пуян сăмахне итлесе кăшкăрашатăр. — Хаяр Макара пӳлсе, хăйне хăй пусарса лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Сахар. Анчах та Круни юнĕ вĕреме пуçланинехăй те сисмерĕ, хĕрсех кăшкăрчĕ: — Кам сăмахне итлетĕр! Ахальтен мар Хаяр Макар тесе чĕнеççĕ ăна. Емĕрне никама ырă туман вăл. Кашкăр вăл…