Выбрать главу

Хаяр Макар Вăрăм Ваçилирен кăшт çеç кĕскерех, анчах ун пек типшĕм мар. Унăн та пуçĕ маччана кăшт çеç перĕнмест. Кăвакарнă пуçĕпе кĕске кастарнă сухалĕ унăн кашкăр çăмĕ тĕслĕ. Çăварне карсан, кашкăрăнни пек асав шăлĕсем курăнаççĕ. Сахар юлашки сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ. Хаяр Макар, чăн-чăн кашкăр пек пулса, тĕпелелле ыткăнчĕ.

— Тытăр камунсен пуçлăхне, мĕн çăвар карса тăратăр! — тӳрех хушрĕ вăл Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçилине. Сахар, çавна кĕтнĕ пек, хыçра çын ан пултăр тесе, сĕтел çумне тĕрĕннĕччĕ, сулахай аллине писăр лармалли йукан хыçĕ çине хунăччĕ. Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçили, Хаяр Макара итлесе, Сахара алăран тытма пикенчĕç. Çак самантра Сахар сулахай аллипе Вăрăм Ваçили çине пукан ывăтрĕ, сылтăммипе Тимука тĕртсе ячĕ. Хăй сĕтел çине сиксе хăпарчĕ те наганне туртса кăларчĕ.

— Переп! — мĕкĕрчĕ вăл Хаяр Макартан та хаяртарах. Тепĕр самантран, тен, иемесĕрех, чӳречерен урамалла чăматчĕ пуль вăл, çав вăхăтра тулта, çывăхрах, чăнах та, пăшал кĕрĕслетни илтенчĕ.

Пӳртре пурте мĕнле тăнă, çаплах хытса кайрĕç. Хаяр Макар çеç алăк еннелле туртăнчĕ. Сахар хăй те аптраса ӳкрĕ.

Алăкра хулăн сасă аслати пек кĕрлесе кайрĕ:

— Не шевелиться! Всем оставаться на месте. Вы окружены отрядом.

Халăха сирсе, тĕпеле çӳллĕ, тĕреклĕ вырăс иртрĕ. Çине вăл шинель тăхăннă. Хĕрлĕ тăрăллă хура çĕлĕкĕ ĕнси хыçнелле хывăнса ӳкес пек усăннă.

— Карательни отряд килнĕ, — хăйăлтатрĕ тахăшĕ.

— Запомните раз и навсегда, — терĕ вырăс, сăмах чĕннĕ чăваш еннелле çаврăнса: — у Советской власти нет для народа карательных отрядов, но врагов революции и Советской власти будем карать сурово…

Сассине малтанах палланăччĕ Сахар, хăйне вара тин палласа илчĕ. Вăл сĕтел çинчен сиксе анчĕ те йăвашланнă сасăпа: «Здравствуйте, товарищ Радаев!» — терĕ.

Вырăс: «Вы окружены», тенĕ чух çурта никам та çавăрса илменччĕ-ха, вăл пенĕ хыççăн урамра тем кĕтсе, Шавласа тăракан халăх тарса саланчĕ. Тепĕр вунă минутран тин Çырмапуçĕнчен пилĕк-ултă çын пăшал йăтса чупса килчĕ. Вĕсем пырса çитнĕ çĕре халăх хăех, Радаев хушнипе, пăлхав пуçаракансене витене хупнăччĕ, Совет членĕсене — вырăссене те, чăвашсене те — тыткăнран хăтарнăччĕ.

… Тарас йĕлтĕрпе тӳрех Ольăсем патне чупса çитрĕ. Унта савăнăç: Ольăн куккăшĕ, Николай Васильевич Радаев, нумай вăхăт хыпарсăр çухалса пурăннăскер, халь кăна яла таврăннă, Ольăсем патĕнче юмахласа ларать. Гревцевпа Фиронова та кунта.

Пӳрте хашкаса кĕнĕ ача вĕсене урăх савăнма памарĕ, Чулçырмари пăлхав çинчен каласа пĕлтерчĕ. Вăт инкек! Вырăс енчи коммунистсенчен пĕр Гревцев çеç килте юлнă, ыттисем пурте лере — тыткăнра пулать. Çын тупма пулĕ-ха, хĕçпăшал вара ялта çук. Радаевăн хăйĕн йывăç йĕнĕллĕ маузер пур. Çав кăна. Кĕпер патне пăлхавçăсем хурал тăратнă тет тата. Кĕперне пăснă. Тук пăрĕ каçма шанчăклă мар.

— Каçасса каçăпăр-ха. Пурте пĕр вĕренпе çыхăнса каçма пулать. Пĕри пăр айне путсан, теприсем туртса кăларĕç, — терĕ Радаев. — Тульккĕш хурал тăракан тĕлте мар, вĕсене систермесĕр урăх тĕлте каçас пулать.

Ольăпа Тарас та канашлура усăллă пулчĕç. Тарас никам кĕтмен çĕртен: «Пирĕн килте пилĕк винтовка пур. Патронсем те лăках», — терĕ. Хуларан илсе килнĕ винтовкăсене çуррине хăйпе илсе кайнăччĕ Сахар, çуррине килте пытарса хăварнăччĕ. Арăмĕнчен те вăрттăн пытарчĕ вăл, анчах Тараса шанчĕ.

— Шарлак тĕлте каçас та, чăвашсем вăрман касма çӳрекен çул çине тухас, — терĕ Оля.

Çапла вара Радаев Чулçырмана пĕчĕк отряд ертсе каçрĕ. Хĕрарăмсене илмерĕ.

— Кунта юлăр. Эпир те пăлхавçăсен аллине лексен, Тараска сире систерĕ. Вара лаша кӳлĕр те тӳрех Ключевкăна вĕçтерĕр, — терĕ вăл.

Яла кĕрсен, Радаев юлташĕсене, Тараспа пĕрле, хĕçпăшалланма чуптарчĕ, хăй халăх пухăннă çĕре пĕчченех утрĕ. Урамра «Разойдись!» тесе çӳлелле персе янă хыççăн вăл, маузерне тытса, пӳрте кĕчĕ.

Çапла, Тарас сăнавлă та тавçăруллă пулнăран, халь кăна хуларан килнĕ Радаев чăваш «туйне» вăхăтра ĕлкĕрчĕ.

Кулаксен телейне, Шатра Микка пăртакран самайланчĕ. Пăлхав пуçлакансене — Хаяр Макара, Пуян Танюша, Смолякова, Вăрăм Ваçилие, Мирски Тимука — Куракхăвине ăсатрĕç. Халĕ Куçминкка вулăсĕн центрĕ те çавăнта ĕнтĕ.

Куракхăвинче хăшпĕрисем ку пăлхав пирки малтан кулкалама пăхрĕç, ку вăл «шыв куркинчи çил-тăвăл», текелерĕç, кайран вара, райком пухăнсан, апла калаçакан тупăнмарĕ.

Çав кунах, Колчак çывхарнине кура, кашни вулăсра каллех ревком турĕç. Куçминкка ревкомне тунă чух Тайманкин халлĕхе ялтах юлтăр, ревком пуçлăхĕ Радаев пулĕ терĕç. Пăлхавçăсен шăпине татса иама ревкома хăйне хушрĕç.