Выбрать главу

Çанталăк çапла ашкăннă вăхăтра ял тăруках лăпланчĕ.

Колчак çарĕсем те çурхи шыв пек сарăлса килеççĕ. Енер вĕсем Таллăран аллă çухрăмра тесе калаçатчĕç, паян Таллăра теççĕ. Ялта кулаксем те, коммунистсем те çук тейĕн. Пĕрисем Сахар кĕсйинчи приговор пирки шухăшлаççĕ курăнать, теприсем пăлхавлă пуху çинчен манман пулмалла. Ялти ĕçсем таçта шала кĕрсе кайрĕç, куçа курăнми пулчĕç. Сахар Куракхăвипе çыхăну татăлнăранпа яла тухса çӳремест, Тен, каллех, чехсем вăхăтĕнчи пек, пытанса пурăнмалла пулĕ…

Кăçалхи мункун шăпах çураки тĕлне килет. Хăрушă эрне пуçланчĕ. Эрни ĕлĕк этем ывăлĕшĕн хăрушă пулманччĕ-ха, тахçан-тахçан турă ывăлешĕн хăрушă пулнă теççĕ. Кăçал вăл кунта хăшпĕр этем ывăлĕшĕн те хăрушă пек курăнать.

Чулçырмасем «Колчак килет» темеççĕ ĕнтĕ, «Колчак килчĕ» теççĕ. Чăнах та, Колчак çарĕ кӳршĕри яла çитнĕ, — Чулçырмаран мĕнпурĕ те çичĕ çухрăмра. Кӳрше ялта пулни пырĕччĕ-ха, — паян «колчаксем» Чулçырманах килсе кĕчĕç…

Юнкун ирхине яла сăрт çинчен пĕр çирĕм юланут анчĕ. Çурçĕр енчен килнĕ разведчиксене пуянсем «колчак» вырăнне йышăннă. Лешсем те вара: «Эпир колчаксем», — тенĕ, пуянсемпе вăлтса калаçнă.

Тайман Сахарĕ коммунистсене Лешеккине кимĕпе ăсатрĕ. Хăй çапах та Колчак çарĕ кунта çитессе кĕтмест, Чапаев дивизине шанать. Анчах сăрт çинчен юланутсем аннине курсан, вăл та пытанчĕ. Тараса ачасемпе чупса çӳренĕ чух ялти ĕçсене сăнама хушрĕ.

Ревком приговорĕ Хаяр Макарсене те, Вăрăм Ваçилисене те ăс кĕртсе çитереймен иккен.

Хаяр Макар «колчаксемпе» калаçнă чух контрибуци пирки питĕ çĕтĕлнĕ. «Совет влаçĕ пире çаратрĕ, тырăсăр, укçасăр хăварчĕ, мана вунă пин тенкĕ контрибуци тӳлеттерчĕ», — тенĕ. «Колчаксен» командирĕ «мĕскĕн хресченсене» хĕрхенсе калаçнă, кӳршĕ ялта Колчак пуянсене контрибуци укçине тавăрса пачĕ, тенĕ. Вара Хаяр Макар «колчаксен» командирне ял ячĕпе пăлăннă, контрибуци укçине тавăрса пама ыйтнă. Командирĕ килĕшнĕ, «Совет влаçне йышăнмастпăр, Колчака патша вырăнне хурса кĕтетпĕр тесе, хут çырса алă пусăр. Алă пуснисем халех пирĕнпе пырăр. Паян каçченех укçа илсе киле таврăнатăр», тенĕ.

Çапла пулнă тесе калаçрĕç кайран. Мĕнле пулсан та, пуянсем чылайăшĕ, «колчаксемпе» калаçнă хыççăн, чăнах та, хут туса, алă пусса, Колчакран укçа илме кайма хатĕрлене пуçларĕç.

Çав вăхăтра юланутсем ял тăрăх кустарса çӳрерĕç. Тăвăрхушлăхра Вăрăм Ваçили ӳсĕр пуçпавырăсла «Я — Колчак» тесе кăшкăрать. Пĕр «колчакĕ» çавна илтсен, ăна нухайккапа ăс кĕртме тăрăшрĕ. Кĕртеймерĕ. Леш пурĕпĕрех «Я — Колчак» тесе мĕкĕрет (Сахар ăна «эсĕ Колчак сĕмлĕ» тенине аса илнĕ пуль). Çавна курса юлнă Тарас ашшĕ патне чупрĕ. Ывăлĕн хыпарĕсене пĕлсен Сахар: «Пирĕннисем ашкăнаççĕ», — терĕ те вăрттăн хӳтлĕхрен тухрĕ.

Тăхăр çын, хăйсен лашисене утланса, «колчаксемпе» пĕрле сăрт çине хăпарса кайнă.

Вĕсем Колчакран укçа шырама кайнине Мăрзабай чӳречерен сăнаса тăнă тет. Çав айвансен хушшинче Мирски Тимук та юланутпа лĕнчĕртетнине курсан, йăвалансах кулнă тет.

Смоляков, укçа хакне лайăхрах пĕлекенскер, Колчакран укçа шырама кайман. Вăл кайма мар, «колчаксенчен» пытаннă тет.

Çак тĕлĕнмелле, камшăн инкеклĕ, камшăн кулăшла япала хăвăрт пулса иртрĕ. Тен, сăрт çине хăпарнă-хăпарманах сисе пуçларĕç пуль айван куштансем. Анчах каялла вĕсем тепĕр кун та, эрнерен те, уйăхран та таврăнма-рĕç…

Тепĕр сехетрен Чулçырмана Тоцки енчен тăвайккипе тата икĕ юланут пырса кĕчĕ. Пĕри, сăрт еннелле кăтартса, йĕнер çинчен ӳкес пек ахăлтатса кулать. Тепри тутине çеç чалăштарса:

— Сан ĕç вăл, Лапша! — тет. — Эсех ман ачасене пăсрăн пуль, çапла тума вĕрентсе ятăн пуль.

— Эп мар, командир юлташ. Карттус çинчи хĕрлĕ çăлтăрсене пытарма çеç хушрăм эп. Кулаксене Кутяков патне ертсе кайма вĕрентмен вĕсене. Хăйсем тавçăрнă. Беляков ĕçĕ вăл.

— Кутяков хăй кăна пулсан пырĕччĕ-ха. Паян Чапаева кĕтеççĕ. Лекетех пуль сана, Лапша, куншăн.

— Чапайран лекмест. Кулаксене вăлтса, вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикне тавăрса кăтартнăшăн Чапай орден парать мана.

— Эс Чапайпа, тен, туслă та пуль, пĕлместĕп. Анчах пĕччен çӳремест вăл халь. Унпа пĕрле комиссар та килет, Фурманов юлташ. Вăл мĕн калĕ?

— Хăрамастăп, кăмандир юлташ. Эс мана пур инкекрен те çăласса шанатăп.

Командир тени, илтмĕш пулса, лашине шпорăпа пăталарĕ. Икĕ юланут вара тӳрех Селĕп Кириле çурчĕ еннелле юрттарчĕ.

Лешеккинче пирĕн паллакан хушлăха та манса хăварман çурхи шыв. Илюшăсен пӳртне шыв илнĕ. Илюша амăшĕ вăхăтлăха Радаевсем патне пурăнма куçнă. Ольăсен пĕтĕмпех куçмалла пулмарĕ. Шыв хапха патне çитсе чарăнчĕ. Çапах та Оля амăшĕ выльăх-чĕрлĕхе, кирлĕрех япаласене ял варрине, шанчăклă çĕре, куçарчĕ. Хăй те ытти ачисемпе кунта çывăрмасть. Оля килте пĕчченех юлнă.