Выбрать главу

Чăваш мункунĕ ĕлĕк-авал хăрушă эрнери юнкун пуçланнă теççĕ. Оля ун пирки пĕлмест, анчах темшĕн мункун савăнăçĕ паян иртенех унăн чĕрпне кăтăкла пуçларĕ. Çывăхарса килекен телее сиснĕ-ши хĕр е çурхи тулăх шыв тулли ĕмĕт хускатать-ши ун чĕринче?

Пӳртре пĕчченех хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе, уçă чӳречерен пăхса ларать Оля. Чӳккукри еннелле пăхать вăл. Рамашăн çимĕк çулĕ те пĕтĕмпех шыв айне пулнă. Тарасăн йĕлтĕр çулĕ те ирĕлсе пĕтнĕ. Чулçырмапа çыхăнмалли çулсем пӳрте татăлчĕç. Çуркуннехи çул юратнă чĕрешĕн пуринчен кĕске, тӳп-тӳрĕ пулма пултарнине пĕлмест-ха вăл, çав тӳп-тӳрĕ çулпа унăн телейĕ çывăхарса килнине те курмасть.

Пăрутапăрĕпе Чӳккукри еннелле мар, кăшт сулахаялларах пăхсамччĕ, Оля! Ав, куратăн-и, Чулçырма варринчен çурхи тинĕсе темле туратлă каска юхса кĕчĕ. Каска мар вăл, Оля, туратлă йывăç та мар. Шыва майăн мар, шыва хирĕçрех, тӳрех сан хапхуна тĕллесе килет вăл. Акă вăл кимĕ пекех курăна пуçларĕ ĕнтĕ, çынсем те курăнаççĕ. Виççĕн вĕсем. Тин асăрхарăн та… урама чупса тухрăн. Урамĕ те ял урамĕ мар ĕнтĕ халь. Венеци урамĕ тейĕн. Пултăрах! Эс пурпĕрех Венецире пулман, ун пирки илтмен те. Илтнĕ пулсан та, хăвăн паянхи телейне нимле венецианка телейĕпе танлаштармăн…

Малалла мĕн пулнине эсĕ лайăх астумастăн та, Оля. Кайран, нумай вăхăт иртсен тин, эс çак ăшăта уяр куна, çак икĕ çул кĕтнĕ вăхăта кашни самант таран астуса илме тăрăшăн…

Оля хапха умне тухса тăчĕ. Шыва кĕрсе, кимме хирĕç утма та хатĕр вăл. Пĕри, пĕчĕкреххи, Тарас. Теприне те палларĕ Оля: Филька вăл. Виççĕмĕшĕ кам?! Спирка пулас çук ĕнтĕ. Илюша та мар… Оля теприн пирки йăнăшасран хăрать. Акă вăл, виççĕмĕшĕ, ура çине тăчĕ те карттусĕпе сулкалама тытăнчĕ. Тем кăшкăрать, уççăн илтĕнмест-ха. Акă Филька та, ишме пăрахса, ура çине тăчĕ, карттусне çӳлелле ывăтрĕ, анчах тытаймарĕ, шыва ӳкерчĕ. Виççĕшĕ те, пĕчĕк ачасем пек ахăрса, карттус тытма пикенчĕç…

Оля та те ĕсĕклесе, те ахăлтатса кулса ячĕ. Те макăрать вăл, те кулать. Кулать! Тути-çăварĕ те, куçĕсем те кулаççĕ, анчах куçĕнчен шултра куççуль тумламĕсем шăпăртатса юхаççĕ.

… Катаран Рамаша палларĕ Оля, çывăхра паллаймарĕ, сасартăк ютшăнса ӳкрĕ. Çапах та икĕ çула яхăн иртнĕ çав. Çамрăк чуншăн икĕ çул тепĕр чух çур ĕмĕр пек туйăнать, тепĕр чух тата пĕр вырăнта тăрать. Савнă каччине кĕтсе пурăннă чух Ольăшăн виçĕмçулхи асран кайми çимĕк кунĕсем те иртсе кайман пек туйăнатчĕç. Яланах асра тăракан Рамаш сăнĕ те икĕ çул хушшинче пĕртте улшăнмарĕ. Анчах вăхăчĕ чылай иртнĕ çав. Çывăхра Оля паллаймарĕ те Рамаша. Урăх çын: çӳллĕрех, сарлакарах, тути усси йĕрĕпе хуралнă. Тумĕ те урăх, сăнĕ те улшăннă. Çук, çук, сăнĕ улшăнман. Ак йĕкĕт тутине чалăштарса йăл кулчĕ. «Оля, Ульга!» — тесе хĕре ыталарĕ…

Кимĕ Ольăсен хапхи патне çывхарнă çĕре шыв илнĕ хушлăха халăх пухăннăччĕ. Çынсем мĕн каласса пăхмарĕ Оля, каччине хăй те ыталарĕ, куçне хупса, хăй те чуптурĕ.

Хĕрпе каччă пӳрте кĕчеç. Чӳрече хупăнчĕ, чаршавĕ карăнчĕ, Тарас, ача пулсан та, ăнланчĕ, пиччĕш хыççăн пӳрте кĕмерĕ. Филька пурне те пӳрт çумĕнчи типĕ сукмакпа аяккарах ертсе кайрĕ, вĕçĕмсĕр юмахласа, карма çă-варсене йăпатрĕ.

— Юлташун кăкри çинче мĕн вăл? Хĕрес те мар, медаль те мар, — ыйтрĕç унран йĕкĕтсем.

— Орден! Хĕрлĕ Ялав орденĕ, — терĕ Филька. — Ун пек орден урăх никамăн та çук.

Вара Филька, Рамаша мĕншĕн орден панине хăй те тĕплĕн пĕлменскер, Шатра Микка пек çавăнтах майлаштарса юмахлама пуçларĕ. Анчах ăна хĕрарăмсем килсе чăрмантарчĕç. Спирка амăшне курсан, вăл сасартăках шăп пулчĕ, пуçне усрĕ. Унтан хăй амăшĕ çывхарнине курчĕ те, халăх хушшинчен тухса, ăна хирĕç чупрĕ.

Филька тĕнчере пĕччен пурăнма пултараймасть. Ана тĕрек — çирĕп, шанчăклă юлташ кирлĕ. Ялта çавăн пек тĕрек уншăн Илюшăччĕ. Отрядра, Илюшăпа уйрăлсан, вăл Спирка мĕлки пулса тăчĕ. Спиркăна çухатнă хыççăн вара Филька хăйне хăй те пĕлми-туйми пулчĕ. Кутяков бригади Урал фронтне куçсан, Рамаш ял çыннисене шыраса тупрĕ, Филькăна хăй патне куçарчĕ. Çĕнĕрен чĕрĕлчĕ вара йĕкĕт. Çакăн хыççăн ытти юлташ-янташсенчен пачах уйрăлчĕ Филимон Лапшин. Чапаев дивизине Хĕвелтухăç фронтне куçарчĕç, Колчака хирĕç ячĕç, лешсем урăх дивизире, Урал фронтĕнче, Уральск хулине сыхлама юлчĕç.

Çурхи шыв пĕр чикĕре вăрах тăмасть: е тулать вăл, е чакать. Ольăн çурхи шыв пек тулса кайнă телейĕ те вăраха пымарĕ…

Лешеккинче Рамаш пĕр каç кăна ирттерчĕ. Ольăн амăшĕ кăмăлларĕ кĕрӳшне. Рамаш, паллашнă чух, тӳрех: «Эп Оля упăшки», — терĕ, анчах хăрушă эрне иртмен-ха — туй тума юрамасть. Туйсăр арлă-арăмлă пурăнма çынсем умĕнче ырă мар. Çапла калаçкаларĕ ват çын.