Выбрать главу

— Авалхи йăлапа чăваш мункунĕ юнкун пуçланать, — терĕ Рамаш. — Кунта туй тума юрамасан, пирĕн енче тăвăпăр. Венчет кирлĕ мар пире. Ман атте патша чухне те вунă çул венчетсĕрех пурăннă. Эпир халь Совет вăхăтĕнче çĕр çул пурăнăпăр…

Рамаш халь шыв урлă пĕчченех каçас терĕ, Филькăпа Ольăна ыран каçма хушрĕ. Кимĕ çӳретме Тараса хăйпе илсе кайрĕ. Кĕçнерникун Рамаш çутăлнă-çутăлман Тоцкине вĕçтерчĕ. Тата тăват-пилĕк кун килте пурăнма ирĕк пачĕç ăна. Тен, Тоцкине таврăнмалла та пулмĕ, пĕр-ик кунтан полк Чулçырмана пырса позици йышăнмалла пек калаçрĕç.

Рамашпа Ольăн туйе эрнекун пуçланчĕ.

Туйра ĕçкĕ пулмарĕ. Филькăна «кĕçĕн кĕрӳ» туса ташлаттарчĕ Рамаш. Кайран хăй пĕччен те, Ольăпа пĕрле те ташларĕ. Шатра Микка шăпăр каларĕ. Кăмăшка тавраш ĕçмерĕç «камун туйĕнче», анчах Лисук пиччĕшсем патĕнчен сăра тупса килчĕ. Халь ĕнтĕ сăрине Сахар та кăшт ĕçрĕ.

Нимрен ытла туй çыннисене Филька тĕлĕнтерчĕ: кимĕ тĕпне шăп Тарас пысăкăш çуйăн хурса килнĕ вăл. Унăн çуйăнĕ те мар, сăмахĕ ытларах тĕлĕнтерчĕ. «Çенĕкре, пĕр хатĕрсĕрех тытрăм», терĕ вăл. Çынсем йĕкĕт шӳт тăвать тесе ĕненмерĕç. Рамаш хăй те ĕненмерĕ: «Эс, Лапша, кăшт ĕненмеллерех тыттар», тесе кулчĕ…

Шăматкун каç енне Стенька Разин ячĕпе хисепленекен полк яла килсе кĕчĕ. Рамаш хăйĕн эскадронне Çырмапуçĕнче вырнаçтарчĕ. Командир авланнине пĕлсен, хĕрлĕ армеецсем çĕнĕрен туй тума пуçларĕç, Стенька Разин çинчен юрă юрларĕç, «Эй, ты, Филька, черт, спляши!» тесе Филькăна ташлаттарчĕç. Ташлама сасартăк юрă кĕввине те улăштарчĕç, сăмахĕсене те тупрĕç:

Тетка, тетка, Лизавета, Я люблю тебя за это, И за это и за то… Во! И боле ничего.

— Сана та асăнаççĕ, Лисук. Эсĕ те ташласа кăтарт, — терĕ Сахар арăмне. — Катари вырăссене тĕлĕнтерсе, чăвашла якăштатса кăтарт-ха…

Тĕн йăлисене пĕтĕмпех йышăнса çитмен чăвашсем «камунсене» хăрушă эрнере туй тунăшăн сивлемерĕç. Халăх туй курма ялĕпе пухăнчĕ.

Вырсарникун, мункун чанĕсем тĕнкĕлтеттерме тытăнсан, «туй халăхĕ», темиçе кимĕ тупса, шыв çинче ярăнса туй турĕ тата. Каллех чапаевец-разинецсен юратнă юрри кĕрлерĕ:

Из-за острова на стрежень, На простор речной волны Выплывают расписные Стеньки Разина челны…

Тунтикунпа ытларикуна Рамашпа Оля ытларах чуччу ярăнса ирттерчĕç. Пĕлĕте вĕçсе каяс пек ярăнчĕç. Хĕçлĕ, шпорăллă туй халăхĕ кăнтăрла кунĕпе çамрăк мăшăр тавра явăнчĕ. Каç енне вĕсене Филька хăваласа яма пикенчĕ. Хăй авланса курман пулин те, авланнă командирĕн кăмăлне сисрĕ пулас…

Юнкун нрхине полк ялтан кайичченех чулçырмасем çуракине тухрĕç, анчах пурте мар. Иĕнерлĕ Ту еннелле никама та ямарĕç, унта çапăçу пулмалла.

Ирхине Тарас та, ула лашана кӳлсе, куккăшсен эртелĕпе пĕрле пушкăрт енне çуракине кайма хатĕрленчĕ. Вăл ĕнтĕ, тилхепе тытса, вăрлăх миххнсем çине хăпарса та ларнăччĕ. Çав вăхăтра пӳртрен Рамаш чупса тухрĕ.

— Чим-ха, Тарас, ан тапрат лашуна, — кăшкăрчĕ вăл. — Хире илсе кайма çăмарта пĕçертĕмĕр, çуйăн ăшаларăмăр. Инкӳ юриех сан валли çуйăн хӳрине хăварнă.

Юлашкинчен Тараса пиччĕшĕ ыталаса хытă чуптурĕ. Ача малтан тĕлĕнсе кайрĕ. Нихçан та Рамаш чуптуманччĕ ăна. Çав самантрах хĕç аври аяк тĕлне пулса ыраттапчĕ. Ачан чунĕ те ыратса кайрĕ. Иртенпех Рамашсем те кайма хатĕрленеççĕ вĕт, Хĕç çакнă. Мĕне кирлĕ вăл? Çын пуçне касма кирлĕ. Рамаш пуçне те çаплах касма пултараççĕ. Çакăн пек шухăшсем тăвăнтарчĕç ачана. Макăрса ярас марччĕ тесе, аран тӳсрĕ Тарас, пиччĕш çине пăхмасăр, тилхепене карт туртса, лашине тапратрĕ.

Акă, сăрт çине хăпарса Кивçурта çитсен, Хушка Ту енчен пăшал пĕрре персе янине илтрĕ вăл! Хайхи сигнал! Ял çине каялла çаврăнса пăхрĕ Тарас. Ял кăткă йăви пек хĕвĕшме пуçланă. Кĕçех Çырмапуçĕнчен юланутсем сиктерсе тухрĕç те тăвайккинчи çул çине пухăнчĕç. Пĕри мала иртрĕ. Рамаш вăл, пĕрремĕш эскадрон командирĕ. Кунтанах палларĕ ăна Тарас. Акă, Рамаш хĕç туртса кăларчĕ, темĕскер кăшкăрчĕ те лашине юртăпа ячĕ. Ун хыççăн пĕтĕм эскадрон, эскадрон хыççăн пĕтĕм полк тăвайккипе Йĕнерлĕ Ту еннелле кустарчĕ. Юлашки юланутсем курăнми пуличченех лашине чарса пăхса тăчĕ Тарас.

Катари хире пĕр эрне киле таврăнмасăр ĕçлеме тухса каять вăл паян. Куккăшсĕм унта çитнĕ те пуль ĕнтĕ. Тарас та çитрĕ унта, анчах вăл паян лаша хыççăн ана тăрăх çӳремерĕ, кунĕпе урапа айĕнче макăрса, таçта Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче аслати кĕрленĕ пек тупăсем кĕрленине итлесе выртрĕ. Селĕп Кириле ачана йăпатса ĕçе чĕнесшĕнччĕ, ăна услап упăшки вырăнне тырă акма килнĕ Кĕтери чăрмантарчĕ.

— Ан тив, макăрса лăплантăр. Тăван пиччĕшĕ вĕт, — терĕ.