Выбрать главу

Селĕп Кириле, эртел пуçлăхĕ, ана пуçне пырса тăчĕ те, хĕвелтухăçнелле пăхса, виçĕ хут сăхсăхса илчĕ. Лере çапăçу пуçланнă вăхăтра кунта çураки пуçланчĕ вара.

Оля та кунĕпех тупă сассине итлесе, вырăн çинче пуçне çĕклемесĕр выртрĕ. Каç енне амăш патне таврăнас терĕ вăл. Сахар ăна хăй кимĕпе леçсе хăварчĕ. Çул тăршшĕпе пĕрне-пĕри сăмах чĕнмерĕç вĕсем. Çулĕ те кĕскелнĕ ĕнтĕ. Çурхи шыв нумай чакнă, çырана ларса пырать…

Тулли шыв вăхăтĕнче тулли телей курса юлчĕ Оля. Вăл малашне чакса, типсе ларĕ-ши е, юханшыв пек çырана кĕрсе, ĕмĕр тăршшĕие лăпкăн юхса выртĕ-ши?

Кам пĕлет?

Хулари чăвашсем

Хула хĕрринчи урамра, икĕ хутлă хĕрлĕ чул çурт таврашĕнче, ирĕн-каçăн чăвашла калаçаççĕ. Тепĕр чух кунта чăвашла юрланине те илтме пулать.

Урамĕ ял урамĕ евĕрлĕрех: чул сарман, шăлтăр-шалтăр хăма тротуарсем… Урам тăршшĕпе икĕ рет пĕр пекрех йывăç пӳртсем ларса тухнă. Пӳрт тавра — хăма хӳмеллĕ килкарти, пӳрт çумĕнче — сăрланă хапха. Тимĕр витнĕ пӳртсем хушшинче хăма витнисем те пур, улăм витни çеç курăнмасть. Ирхине, ялти пекех, кашни хапхаран ĕне, качака хăваласа кăлараççĕ. Кĕтӳ хула вĕçне тухичченех урам тăршшĕпе тусан йăсăрланать вара.

Мĕн тесен те, хула сĕмĕ çук çак урамра. Мочалов купцан икĕ хутлă хĕрлĕ çурчĕ çеç пăртак хулана асилтерет. Урам ячĕ ĕлĕк «Выгонная» пулнă, халь улăштарнă, «Пролетарская» теççĕ. Мăрзабай Çимунĕ килĕшмест çак ятпа. «Ана «Пролетарская» мар, «Мещанская» темеллеччĕ, кунта тĕп мещенсем пурăнаççĕ», — тет.

Çимун ятне ахальтен асăнмарăмăр. Çак хĕрлĕ çуртра виççĕн пурăнаççĕ вĕсем. Çимунпа Трашук тата Мулла Анукĕ. Ялта çапла чĕнетчĕç вĕсене. Хулара вĕсем пĕрне-пĕри урăхла чĕнекен пулнă. Самартан политшкул пĕтерсе килчĕç вĕсем. Уисполком пайĕсем йĕркеленнĕ хыççăн Ятрус Хрулккине ĕçрен кăпăр-капăрах хăтармарĕç. Çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулмалли çын тупăнчĕ. Тата чăваш шкулĕсен инспекторĕ кирлĕ. Ватă учитель Самартан Николаевпа Петров вĕренсе таврăнасса кĕтсе пурăнчĕ.

Çăва тухнă çĕре Ятрус аран кĕтсе илчĕ вĕсене. Анчах икĕ «Самар çыннипе» пĕрле тата хăйĕн хĕрĕ те килессе кĕтменччĕ вăл.

— Парти мана укомра хĕрарăмсемхушшинче ĕçлеме ячĕ, — терĕ Анук.

Хрулкка питех тĕлĕнмерĕ. Кам та пулин çак ĕçе те пуçармалла. Çавах тăван хĕрне тăрăхламасăр та тӳсеймерĕ старик.

— Парти сана киле таврăнса тырă акма хушмарĕ-и? Тен, усси ытларах пулĕччĕ. Çăкăр çиекенсем хулара пирĕнсĕр те нумай.

Анук аптраса ӳкмерĕ, ашшĕ евĕрлĕрех лахлатса кулчĕ те çапла тавăрса хучĕ:

— Тайман Сахарĕ ĕçлеме яла таврăннă темерĕн-и? Ман ула лашана кӳлнĕ-тĕк, ĕçлетĕр. Тырă акса ӳстертĕр. Кĕркунне ун патне çăкăр илме кайăпăр. Коммуна пулать вара. Вăл ватăлсан, тырă акма эпир таврăнăпăр.

Ашшĕ, пӳрнепе юнаса, тем каласшăнччĕ, вара каламасăрах алă сулчĕ. Çапах, кăшт тăрсан, каламасăр та тӳсеймерĕ:

— Хăтланăр. Сиртен коммуна туса пулмасть пуль. Эсир, Арланов пек, хулана делопроизводитель пулма çеç килмен пулсан, пырĕччĕ, — тесе, нимрен тĕлĕнмен хĕрне кăшт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.

— Мĕнле Арланов? Мĕн дела… Мĕн мурĕпе хăрататăн эс пире? — терĕ Анук, вăрăм сăмахне çавăрса калаймасăр.

Ашшĕпе хĕрĕ революци çулĕсемпе çӳресе, ăнсăртран пĕрне-пĕри тĕл пулса, хăйсен хушшинче калаçни çакă çеç пулчĕ.

Ятрус учитель Мăрзабай Çимунне ĕçпе паллаштарчĕ те хăй Весуккана таврăнма васкарĕ.

Ватă инспектор çак хĕрлĕ çуртра пĕр пĕчĕк пӳлĕмре пурăнатчĕ. Халь ун пӳлĕмне Анук йышăнчĕ. Арçынсем те çав çуртрах пысăк пӳлĕме вырнаçрĕç. Хуçа хирĕçме мар, хăех çапла тума сĕнчĕ. Мочалов купца влаçпа тулăксăр хирĕçекен çын мар.

«Власть улшăнсан, хăйсемех тухса тарĕç, улшăнмасан — коммунсемпе лайăх пурăнни те пăсмасть», — тесе шутлакан çын вăл.

Трашука халь ял çыннисем курсан та паллаймĕç, палласан та — Трашук тесе чĕнме хăяймĕç. Ак хăçан, Наçтук сăмахне чăна кăларса, «Трашук мучи» пулса тăчĕ вăл.

Самарта пурăннă чух хăюсăр каччăн ытарайми хитре сухал шăтса тухнă. Малтанах унăн хырăнма май пулман ахăр. Каярахпа вара ал сулнă.

ПĕррехиНче чăваш курсантсем пурăнакан общежитие Воробьев юлташ хăй пырса кĕчĕ. Курсантсем вăл вăхăтра шăпах Петров сухалĕ пирки тавлашатчĕç. Тилечер чăвашĕн бритва пур иккен. Вăл Трашукăн хитре сухалне хырса пăрахма хатĕрленнĕ. Николаев — Мăрзабай Çимунĕ — иккĕшне те вăрçать, хитре сарă сухала пĕтерме парасшăн мар. Пысăк пӳлĕмре пурăнакан вăтăр чăваш икĕ ушкăна уйрăлнă: пĕрисем «Долой кĕреçе сухал!» — тесе шавлаççĕ, теприсем «Да здравствует ылтăн сухал!» — тесе кăшкăраççĕ.

Воробьев пырса кĕрсен, пурте шăпланчĕç. Самарти вак халăхсен пуçлăхĕ алăк патĕнче куçпа çеç кулса тăрать. Ку пĕчĕк те ăслă чăваша Мăрзабай Çимунĕ халь ĕнтĕ лайăхрах пĕлсе çитрĕ. Елĕкрех пăртак хăратчĕ вăл унран. Ялан ĕçре, нихçан та кулмасть, парти ĕçĕшĕн хăйне те, çынна та шеллемест. Еçрен урăх унпа ним пирки те калаçаймăн, тесе шутлатчĕ Çимун. Анчах Иван Васильевич кулма та, тăрăхлама та, нимсĕр шӳтлеме те, çынсем пекех савăнма та пĕлет иккен. Ак халĕ те, куçĕпе кулса, кăмăлĕпе савăнса, сăмах чĕнмесĕр пăхса тăрать вăл.