Выбрать главу

Çакăн çинчен пĕлсен, Иван Васильевич пĕли-пĕлмн учительница тупнăшăн Самарина — шкул пуçлăхне — хытă вăрçрĕ тет. Лешĕ учительница та пулман иккен, паек илесшĕн çеç, «Эпĕ учительница» тесе, Самарина улталанă.

Воробьев Николаева хăйне кăшт тĕрĕслерĕ те географи-космографи ыйтăвĕсемпе хăй мĕн пĕлнине курсантсене вĕрентме хушрĕ.

Çимун, ĕлĕкех учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн учитель пулас ĕмĕтне те, пултарулăхне те кунта лайăх палăртрĕ. Самартан тăван хулана ăсатнă чух Воробьев ăна çутĕç пайĕнчен учитель иулма право паракан хут туса пачĕ.

Çавăнпа Çимуна кунта пĕр иккĕленмесĕр чăваш шкулĕсен инспекторĕ турĕç.

Мулла Анукĕ хăйĕн ялти ятне халь мана та пуçларĕ ĕнтĕ. Халь вăл — Ятросова юлташ. Анчах, отрядпа Чапаев патне çитнĕскер, епле Самара килсе лекнĕ-ха вăл? Хăйĕнчен ыйтсан, «Чапая» вырăнтан кăларнипе килĕшмерĕм», тет кăна.

Чăнах та, Чапаева Мускава, академие вĕренме ăсатнă хыççăн чапаевецсем нумайăшĕ: «Пирĕн юратнă командира штабри офицерсем курайманнипе вырăнтан кăларчĕç», — тесе калаçкаланă. Анук политотделра кăшт урăхларах каларĕ: «Чапая вĕренме ăсатрăр, мана та вĕренме ярăр», терĕ. Санитарка пулса ĕçленĕ хĕрарăма вара медсестрана вĕренме ăсатрĕç. Губкомра ăна Воробьев тĕл пулчĕ. Çапла Ятросова вак халăх çыннисен политшкулĕнче вĕренекен пĕртен-пĕр хĕрарăм пулса тăчĕ.

Анчах Анук Самара кайма ăнтăлнăшăн Чапай мар, урăххи айăплă пулнă-ха. Политотделра ĕçлекен Осокина фронт штабĕ Самара чĕнсе илнĕ. Самартан каялла, дивизие, таврăнман вăл. Çук, кунта та тупаймарĕ ăна Анук. Бригада комиссарĕ туса, таçта ăсатнă терĕç Мишша-салтака. Хĕрарăм ăнланчĕ вара: вăрçă вăхăтĕнче арçын хӳри пулса çӳреймĕн. Лăпланса, вăрçă пĕтессе кĕтсе ларас пулать.

Çапах та пĕр вырăнта лармасть-ха Анук. Хулара пурăнать пулин те, вăхăтне ытларах тĕрлĕ чăваш ялĕсенче ирттерет. Ялта, халăх пухăнсан, Анук тĕнчери лару-тăру çинчен доклад туса парать. Политшкулта мĕн вĕренни доклад тума нумаях пулăшаймарĕ ăна. Темтепĕр вĕрентрĕç унта. Аçта пĕтĕмпех астуса çитерĕн! Малинин юлташ вăрманта тунката çине тăрса каланă лекцисене лайăхрах пуçа хывнă вăл. Çавăнпа унăн докладĕнче тем те пур: çĕр чăмăрĕн историйĕ те, революци юхăмĕ те, шурă чехсемпе учредилкă историйĕ те. Чапайăн чаплă ĕçĕсене те асăнмасăр хăвармасть Анук. Ара, унта хăй пулнă-çке-ха вăл.

Сахара килентерекен виçĕ улăплă Ула çуртра ĕçлеме пӳрнĕшĕн пушшех савăнать Анук. Вĕсем киличчен кăшт маларах кунта Чапаев штабĕ пулнă. «Тăшмана Чапайсăр çĕнтереймĕç, Мускавран чĕнсе илсе, каллех дивизи командирĕ турĕç ăна. Пирĕн Чапай пек паттăр командир урăх çук», текелесе, час-часах мухтанать Анук.

Хулари чăвашсем ялсене пĕрерĕн кашни хăй ĕçĕпе тухса çӳреççĕ. Виççĕшĕ вăтăр яла çитнĕ ĕнтĕ, анчах тăван яла пĕри те кайса курман-ха. Пурте пĕрле кайма ĕмĕтленеççĕ.

Кĕçех хулари чăвашсем çумне тата Арланов килсе хутшăнчĕ. Тайман Сахарне панă сăмаха асра тытса, Чулçырмана куçас шутпа килчĕ вăл. Хулари чăвашсем хапăл туса йышăнчĕç ăна. Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ вăл та ыттисемпе пĕрле хĕрлĕ çуртрах назначени кĕтсе пурăнать.

Çĕнĕ инспектор Тайман Сахарĕ пуçланă ĕçе аран туса çитерчĕ. Иккĕмĕш учитель пирки те, Лешеккинчен Чулçырмана çурт куçарас пирки те ĕçсене исполкомра майлаштарнă хыççăн Арланова:

— Ну, граф, хатĕрлен, çак кунсенче пурте Чулçырмана каятпăр, — терĕ (Çимун Арланова, лешĕ Евграф ятлă пулнăран, çапла чĕнет).

Чулçырмана каяс умĕн пĕр-ик кун маларах хулари чăвашсем каçхине хула садне, çуллахи театра, спектакль курма кайрĕç. Тăваттăн кайрĕç те… виççĕн таврăнчĕç. Трашука таçта çухатса хăварчĕç вĕсем. Театрта пурте уйрăм ларнăччĕ. Киле таврăнсан тин юлташĕ пирки пăшăрханса ӳкрĕç. Çавăнпа, çур çĕр иртнĕ пулсан та, çывăрма тăруках выртмарĕç, Трашука кĕтсе, калаçса ларчĕç.

«Тартюф» ятлă спектакль курчĕç вĕсем кĕçĕр. Анук спектакльте кăтартнă пурнăçа тиркесе çĕтĕле пуçларĕ:

— Мĕне кирлĕ пире çав анкă-минкĕ терттюхсен пурăнăçĕ? Хамăр пурăнăçа, революцишĕн кĕрешекен паттăрсене спектакльте кăтартас пулать.

Ку шухăш Арланова та килĕшрĕ. Тăван халăха чăвашла спектакль лартса кăтартас пирки хаваслансах калаçрĕ вăл.

— Ял çыннисем каçса кайĕччĕç, — татах хĕтĕртет Анук арçынсене. — Эпир хамăрах артистсем пулма пултараймастпăр-и вара? Мĕнле пек? Çутĕç пайĕ мĕн шухăшлать кун пирки?

— Чăвашла пьесăсем çук, — терĕ Çимун. — Иван Васильевич патне çырса пăхас мар-и? Тен, вăл пире пĕр-пĕр чăвашла пьеса ярса парĕ.

— Ху пьеса çыр, — сасартăк инспектора хупăрларĕ хĕрарăмсен пуçлăхĕ. — Чулçырмара мĕн тĕрлĕ ĕçсем пулса иртрĕç! Виçĕ Якур тăватă чехпа çанăçни кăна мĕне тăрать… Сан чул вĕреннĕ пулсан, хам çырăттăм. Çыр. Еçĕ те пĕтнĕ. Пьеса çырма уком ячĕпе партийнăй задани паратăп сана.