Çимун, пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене пурне те янраттарса, ахăлтатса ячĕ.
— Нимле заданипе те пьеса çырса пулмасть манран, — терĕ вăл кулма чарăнсан. — Вырăсла çырнине чăвашла куçарма, тен, пултарăпăр. Юрĕ. Халь çывăрар-ха. Трашука кĕтсе илеймерĕмĕр. Аçта кайса çухалчĕ-ши сухаллă каччă?!
— Вăрманта çухалманнине хулара çухалмĕ… Чипер çывăрăр! — терĕ те Анук, анаслакаласа, хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Анук сăмахĕсем Çимуна лăплантараймарĕç. Анук — хĕрарăм. Вăл Çимунпа Трашук паян мĕн пирки тавлашнине маннă та пуль. Çимун манман. Шăп çав йĕкĕт çулĕсем пирки тавлашрĕç те вĕт. Кăнтăрла «юрату çук» тесе тавлашакан каччă çĕрле юрату çулĕпе кайса çухалнине ĕненес килмест. Ăçта çухалнă вара? Пĕр-пĕр инкек пулман-ши?
Нумайччен куç хупмасăр пăшăрханса выртрĕ Çимун, çапах тул çутăлнă çĕре унăн куçĕ те хупăнчĕ. Трашук кун çутипе тин таврăннине сисмерĕ вăл.
«Юрату çук… » тенĕччĕ Трашук
Имунпа Трашук хушшинчи туслăх, Мăрзабай хирĕнче ĕçленĕ чух пуçланнăскер, аталансах пычĕ. Ĕлĕкрех Çимун асличчĕ. Самарта пĕр шкулта вĕреннĕренпе вара вĕсем тантăшсем пекех пулчĕç. Еçпе илсен, халь Трашукĕ аслăраххи.
Пĕр пӳлĕмре пурăнакан икĕ тус хулари библиотекăна кĕнеке илме пĕрле çӳрет. Анчах тĕрлĕ кĕнеке вулаççĕ вĕсем. Трашук, марксист пуласах тесе, Воробьев çырса панă список тăрăх, Маркс, Энгельс, Ленин, Плеханов, Герцен, Чернышевский çырнă кĕнекесене вулать, Çимун — илемлĕ литература. Пуринчен ытла Тургенев тата Мопассан çырнисене юратать вăл. Трашук ун пек кĕнекесем çине пăхма та йĕрĕнет, ĕçсер çынсемшĕн ача вăййи вăл тет.
Çимун çĕнĕ роман вулăса тухмассерен яланах пĕр сăмах хускатать: юрату пирки. Калаçасса Çимун хăй çеç калаçать, Трашук итлесе ларать. Вăл ялан çапла шăпăрт итлесе ларнашăн Çимун тепĕр чухне вăрçма тытăнать:
— Эс, мĕн, арçын мар-им? Е марксиста юрату пирки сӳпĕлтетме килĕшмест тетĕн-и?..
Трашук, юрату пирки калаçма пĕлменшĕн айăпа кĕнĕ çын пек, йăвашшăн кулма тăрăшать вара.
Сухал ӳстернĕренпе Трашук та арçын шутне кĕчĕ пек ĕнтĕ. Хĕрарăмсем тепĕр чух сарă сухал еннелле кăмăллăн пăхса илеççĕ. Анчах пирĕн хăюсăр каччă кăмăлĕпе çав-çавах ним чухлĕ те улшăнман. Хĕрарăмсем çине пăхма та, тусĕпе юрату пирки калаçма та вăтанать вăл. Калаçас тесен те, мĕн калаçас?.. Хăй юратса курнăччĕ пек, ăна вара никам та юратман… Наçтук тутрине усрать-ха вăл. Тутрине усрать, туйăмне вара усраймарĕ курăнать. Халь Наçтука ăнсăртран аса нлсен те, вăл пĕр-пĕр çывăх хурăнташ пек çеç туйăнать ăна.
Ĕлĕкрех юрату тени Трашукшăн тутлă та хитре, кăмăлтан çеç килекен лăпкă туйăмччĕ. Халĕ çав туйăм сĕвĕрĕлсе пĕтрĕ. Юлашки вăхăтра темле вĕрилентерекен тĕлĕксем аптрата пуçларĕç йĕкĕте. Палламан хитре хĕр килсе çулăхать ăна тĕлĕкре. Вăрансанах, хĕр сăнĕ сирĕлсе каять. Сăнарсăр савни каçсерен аптратнипе Трашук тарăхса çитрĕ, «материалистла» шухăшласа çав çыпçăнчăк тĕлĕкĕн тымарне шыраса тупас терĕ.
Шухăшла-шухăшла пирĕн çамрăк материалист хăйĕншĕн пĕр открыти турĕ: «Сăнсăр-сăнарсăр хĕре юратрăм. Тамаша! Апла пулсан, юрату тени суя сăмах вăл. Юрату çук. Арлăх туртăмĕ çеç юна пăлхатать». Çак шухăш Трашук пуçĕнче яла кайма хатĕрленнĕ вăхăтра çуралчĕ. Çимун шăп çавăн чух çĕнĕ кĕнеке вуласа тухнăччĕ. Театра каяс умĕн килте иккĕшех юлнăччĕ вĕсем. Çимун яланхи пекех юрату пирки хăйĕн юррине юрларĕ. Трашук хальхинче Çимун сӳпĕлтетнине вĕçĕмсĕр итлесе ларасшăн пулмарĕ, аслăрах юлташне пӳлсе, тӳрех персе ячĕ:
— Нимле юрату та çук. Суя сăмах вăл.
— Ашак калаçа пуçларĕ! Пăхăр-ха çавна. Ну персе ятăн та, ача, — кула-кула, хирĕç тавăрчĕ Çимун. Анчах вăл кĕçех Трашук кăмăлсăрланнине сисрĕ те юлташне кунĕлетме васкарĕ:
— Ан çиллен, Трашук. Вырăсла кун пек чух «Валаамова Ослица заговорила» теççĕ. Çавăнпа çеç ашак пирки асăнтăм.
Çилленнипе çилленменнине палăртмарĕ Трашук, çапах юлташĕпе юрату пирки хирĕçсех тавлашса кайрĕ, ăна «идеалист» сăмахпа та кӳрентерме пăхрĕ. Тата тем вăхăт та тавлашатчĕç пуль тĕрлĕ кĕнеке вулакан юлташсем, Анук килсе кĕни кăна сасартăк сивĕтрĕ иккĕшне те.
… Спектакль курнă каç çухаласси Трашукăн çакăн пек пулса тухрĕ.
Пурте юнашар е пĕр ĕретре те пулин лармалли билетсем пулмарĕç кассăра. Те телее, те инкеке Трашукăн питĕ хитре майрапа юнашар ларма тиврĕ. Çакă, кĕтмен çĕртен, унăн паçăрхи шухăшне арпаштарса ячĕ, чун канлĕхне таçталла вĕçтерчĕ. Çынсем спектакль курнă чух Трашук хитре майран сулахай питçăмартине сăнаса ларчĕ…
Трашук малтан лăпланма тăрăшрĕ, хăйне хăй хистесе те пăхрĕ: лартăрах, маншăн пурпĕрех терĕ. Анчах хăй вара сцена çине тӳрĕ пăхса ларма тăрăшрĕ пулин те, куçĕпе пĕрмай сылтăмалла пăрăнчĕ.