Выбрать главу

Хĕрĕн сулахай питçăмарти çинче хура тур палли пур. Кам вăл? Аçта, хăçан курнăччĕ-ши ăна? Ниепле те астăваймарĕ каччă.

Антрактсем вăхăтĕнче хитре майра уçăлма тухса çӳрерĕ, Трашук та пĕр вырăнта лармарĕ, халăх хушшине пытанса, ăна сăнарĕ. Акă ун кӳрши пĕр хĕре тĕл пулчĕ, унпа калаçа пуçларĕ. Лешĕ ăна ятпа чĕнчĕ. Сафо! Çĕр çăттăрах, Улькин хĕрĕ вĕт ку!

«Паллатăп вĕт. Тата мĕн кирлĕ мана? Ма куç каллех сылтăмалла чалăшать? Шуйттан пĕлет-и… »

Юлашки акт вăхăтĕнче çапла шухăшланăччĕ кăна Трашук — хитре хĕр, те юриех, те ăнсăртран, унран пăшăлтатса:

— Каçарăр, эсир çак актрисăн хушаматне пĕлместĕр-и? — тесе ыйтрĕ.

— Пĕлместĕп. Эп хула çынни мар, — васкаса тавăрчĕ Трашук.

Хĕр, ун енне пăртак тайăлса, ăна вут пек куçĕпе тинкерчĕ.

Хумханнă, вăтаннă Трашук çунса каяс патне çитрĕ. Хăрушă. Гимнази пĕтернĕ. Унпа калаçма та пĕлеймĕн. Гимнази тени Трашукшăн университет тенинчен те чаплăрах янăрать. Çак çумри хитре хĕр тĕлĕкри ĕмĕт пек. Актриса хушамачĕ пирки ыйтрĕ. Хушаматне мар, сăмахне те хальччен илтсе курман Трашук. «Артистка» вырăнне вĕреннĕреххисем çапла калаççĕ пулĕ-ха. Хитререн хитре сăмах тупать вĕреннĕ çын. Çук, сцена çинчи актрисăсене кураймарĕ Трашук. Спектакль пĕтичченех пĕр хĕрнĕ тимĕр пек хĕрелчĕ, пĕр шуратнă пир пек шуралчĕ. Чаршав хупăнсанах тухсэ тарать вăл. Анчах тарма та хĕн иккен.

Çынсем шавласа алă çупнă чух хĕр:

— Паллашар, эппин. Мана Сафо тесе чĕнеççĕ, — терĕ.

Алă пачĕ, хытă чăмăртарĕ. Хăюсăр каччă ирĕксĕрех хăюлланса хăй те хытă чăмăртарĕ вара. Тем-тем калама чухлаймарĕ, çапах алă панă чух: «Петров», — терĕ.

Тарма çул хупăнчĕ ĕнтĕ. Театртан тухсан, Трашук аяккинелле пăрăнаймарĕ, сылтăм енне тăрса, хĕрпе юнашар утрĕ.

— Ман кавалер пулса, мана ăсатас тетĕр-и? Сулахай хулран тытăр, эппин, — терĕ хула хĕрĕ. Хăй çав вăхăтра шлепке тăрринчи хура чĕнтĕрне пичĕ çине сулса антарчĕ. (Хăйне çын ан паллатăр терĕ-ши?) Пĕр-ик минутран Трашук акă мĕн асăрхарĕ: çынсем сад хапхи еннелле утаççĕ, вĕсем улах аллейăпа тепĕр еннелле çул тытрĕç.

Уйăх çутинчен те пытанас терĕ пуль майра. Вăл тĕттĕмрех кĕтесре пĕр сак тупрĕ те çавăнта пăртак калаçса ларасшăн пулчĕ.

— Эсир, Петров юлташ, Мольер япалисене пурне те лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ, «Тартюфне» Самарта темиçе хут та курнă пуль. Сцена çине пăхмарăр та, — терĕ вăл ларнă-ларманах.

Трашук хăй пуçласа калаçма çеç пĕлмест иккен. Сăмах пуçлакан пулсан, ачи чиперех калаçать. Хăюллă çынпа хăй те хăюллă.

— Курнăран та, пĕлнĕрен те мар. Сцена çине пăхма вăхăт пулмарĕ ман… Тĕрĕссипе калам-ха сире. Эп гимназире вĕренмен, Мольерне вуламан, «Тартюфне» курман. Ялтан эпĕ, батрак…

— Халăхран тухнă çын! — васкаса пӳлчĕ ăна Сафо. — Халь çав темрен те хаклă. Батрак мар ентĕ эсир — комиссар, çĕнĕ власть! Комиссар паллине театра кайнă чух та хăвармастăр, — те тăрăхласа, те мухтаса, вăл аллипе наган йĕннине тĕкĕнчĕ. — Анчах сцена çине мĕншĕн пăхманнине каламарăр-ха. Тем юптарса, вăхăт пулмарĕ терĕр. Мĕн ĕçлесе лартăр вара театрта?

— Ĕçлесе мар, савăнса лартăм. Савăнса та… хăраса, — терĕ хăюсăр каччă. — Сирĕнпе юнашар ларакан арçын спектакль курма ерçеймест пуль.

— О-о! Эсир комплимент калама та пĕлетĕр-ха, ман кĕçĕрхи ăнсăртран тупăннă кавалерăм…

Çапла пуçланчĕ çĕрлехи улах кĕтесри калаçу. Трашук ăçта ĕçленине пĕлсен, Сафо пушшех те хавасланчĕ:

— О-о, чăнах та, пысăк комиссар иккен эсир. Тен, мана пĕр ĕçре пулăшма та пултарăр-ха. Юрĕ-çке, ун пирки кайран калаçасса шанатăп, халь çак тӳлек каçпа киленер.

Кĕçех Сафо «кавалер» мĕнле сăвăсем юратнине пĕлесшĕн пулчĕ. Мĕнле сăвăсем? Шкулта вĕреннĕ сăвăсене çеç пĕлет Трашук.

— Блок сăввисене пĕлместĕр-и? — ыйтрĕ хĕр.

Блок? Шуйттан пĕлет-и ăна. Унăн:

— Пĕлместĕп, кăшт вуланăччĕ, астуса юлаймарăм, — темелле пулчĕ.

Эх, Трашук! Хитре майра пăса пуçларĕ сана, нихçан суйманнине суйрăн вĕт. Хĕр сисмерĕ-ха, Блок сăввисене хăех вула пуçларĕ.

— Итлĕр, эппин. Кĕçĕрхи каç пирки каламан-и çак сăмахсене ытарайми поэт:

Земля пустынна, ночь бледка, Недвижно лунное сиянье, В звездах немая тишина — Обитель страха и молчанья, Я знаю твой победный лик, Призывный голос слышу ясно. Душе понятен твой язык, Но… Ты зовешь меня напрасно.

Юлашки йĕркене вăл тăстарарах каларĕ, пуçне каччă умне çывхартрĕ.

Хальччен илтмен, вуламан, тĕлĕнмелле кĕске хушаматлă поэт сăввисем Трашук чунне çӳçентерчĕç. «Но ты зовешь меня напрасно» тени хурлантарчĕ вара.