Выбрать главу

— Çывăрса кайрĕ пулас, мĕскĕн, — терĕ вара Сăпани пĕр хушă шăпăрт ларнă хыççăн.

Çак кунтан Трашук пурнăç çине самаях савăк куçпа пăха пуçларĕ.

Пĕррехинче вăл Мăрзабай килне Наçтукпа Кĕтери кĕрсе кайнине курса юлчĕ те каллех канăçне çухатрĕ. Куçминккарах çырнă çырăвне Трашук халĕ те çурса тăкман-ха, тепĕр хут çырса кăшт çĕнетнĕ кăна…

Тепĕр кунне Трашук урампа Кĕтери йăмăкĕ, вуникĕ çулхи Анук, Мăрзабай çурчĕ еннелле йăпăртатса пынине курчĕ.

Пĕчĕк Анук та аккăшĕпе пĕрле Наçтук патне çӳрет. Хĕрачи шкулта лайăх вĕренет теççĕ. Трашук пекех, Мăрзабай арчинчен кĕнеке иле-иле вулать. Çав Анука чĕнсе илчĕ Трашук, çырăвне Анук урлă парса ярас шухăш тытрĕ. Анчах хĕрача ун умне пырса тăрсан, хăюсăр каччă хĕремесленсе кайрĕ, çыру пирки сăмах хускатмарĕ. «Тен, Мăрзабай патĕнче тарçăра ĕçлемелле пулса тăрĕ?» — шухăшларĕ вăл, вара Анукпа кĕнеке пирки сăмах пуçларĕ.

«Ĕмĕр сакки сăрлака», — терĕ-çке асламăшĕ пĕркун. Халăх сăмахĕ тĕрĕс çав. Анчах çак чăвашла тĕрĕс те хитре çавăрса хунă сăмаха вырăсла куçарсан, кулăшларах тухать. Вырăсăн ун пек сăмах çук-шим вара? Тен, пур та пуль…

Çав каç Трашук тĕлĕк курчĕ. Хупах, мăян, вĕлтĕрен пусса кайнă вĕçĕ-хĕррисĕр хир. Çав хир урлă утса-чупса каçас тесе тĕрмешет Трашук, шăтăк-путăксене кĕрсе ӳкет, ĕселенсе ура çине тăрать те малалла чупать, темле лачакана путса ларать. Асламăшĕ хăй курăнмасть, ун сасси çеç илтĕнет. Ахăлтатса кулать вăл, Трашука йĕрлет, çа-вăнтах вырăсла çавăрса хурать: «Век прожить — не поле перейти».

Трашук лачакаран тухма тапалана-тапалана вăранса кайрĕ. Кăшт уçă тăна кĕрсен, кулса ячĕ те шухăшларĕ: «Сăмахне вырăсла пĕлмен асанне тупса пачĕ иккен. Ха-мах илтнĕ ĕнтĕ, илтнĕ те манса кайнă, тĕлĕкре тин аса илнĕ. Тĕлĕнмелле япала: ăстăн тĕлĕкре пăтраннă хушăра та тепĕр чух тĕрĕс ĕçлет… »

Тата тепĕр эрне иртсе кайрĕ. Трашук çаплах ниçта та ĕçе вырнаçаймарĕ. Амăшĕ çав хушăра Мăрзабайпа калаçса пăхнă.

— Эпĕ хам та сирĕн пирки шухăшламан мар, — тенĕ ăна Мăрзабай Павăлĕ. — Çав çăткăн Хаярпа ан çыхланăр. Пулман парăмшăнах ачан чунне кăларĕ вăл, эсремет. Хăвах пĕлетĕн, пĕр тарçă пекки пур ман, Тимук. Анчах Çимун салтака кайнăранпа эпĕ те ал çитменнипе аптракан пултăм. Хам вăйран тайăла пуçланă ĕнтĕ. Кăмăлăр пулсан, Трашука хам пата илĕп. Тимук ăна хресчен ĕçне вĕрентсе хăнăхтарĕ. Эпĕ те сире выçă хăвармăп, пулăшма тăрăшăп. Макарĕ вара парăм пирки манпа калаçтăр.

Çак савăнăçлă хыпарпа таврăичĕ киле Сăпани. Çапах Трашук ытлашши хавасланса ӳкмерĕ.

— Питех ан шантар, анне, Павăл мучие. Ан васка. Мĕн тăвассине. хамах тăвăп, — терĕ ывăлĕ.

Эх, Наçтук пулмасан, пĕртте иккеленмĕччĕ Трашук. Мăрзабай килĕнчен лайăх вырăн тупаймăн. Йĕкĕт Рамашран çыру кĕтет-ха. Хăйĕн хуйхи-суйхи пирки пĕтĕмпех çырса пĕлтерчĕ вăл ача чухнехи тусне. Иккĕленсе, шухăша кайса кĕтет çырăвне: «Астăвать-ши вара мана Рамаш? Урăх туссем лăках пуль халь унăн. Ашшĕпе пĕрле пĕрре те яла килсе курмарĕ. Чулçырмашăн тунсăхламасть-ши?»

Çук, Рамаш манман авалхи тусне. Хуравлă çыру час килсе çитрĕ.

«Эпир те аттесĕр пурăнатпăр, — çырать Рамаш. — Пĕл-тĕр ăна та, хĕрĕхе çитсе пыраканскере, вăрçа илсе кайрĕç. Икĕ пĕчĕк шăллăм вилсе кайнă хыççăн та, аттене шутламасан, пиллĕкĕн эпир. Еçлекенни эпĕ пĕчченех. Эпĕ те, сан пек вĕренме пăрахса, ĕçлеме кĕтĕм. Пĕр лавккаçă патне приказчике вырнаçрăм. Хресчен ĕçĕнче хирте тар юхтарни мар. Эсĕ те приказчике кĕр. Унта вырнаçаймасан, кунта кил. Эпĕ сана лайăх вырăн тупса парăп… »

«Аçта унта Пасарлăяла çити каясси! Якале те ярасшăн мар анне», — шухăшларĕ йĕкĕт, хăй çапах çак çырăва илнĕ хыççăн Санька ашшĕпе калаçса пăхрĕ. «Приказчик мана кирлĕ мар, — терĕ чăлах алăллă чее вырăс, — анчах ĕçлес тесен, ĕç тупăнĕ. Ак халь хулана икĕ лашапа тавар илме каймалла. Çын кирлĕ пулать».

Трашук килĕшрĕ.

Хулана кайма хатĕрленнĕ кун ирхине Санька та кил-картине тухрĕ. Ашшĕ курман чух вăл Трашукран:

— Мэн чул дӳлеме булчи? — тесе ыйтрĕ.

— Калаçман. Тӳлет пуль-ха мĕн чухлĕ те пулин, — хуравларĕ Трашук.

— Лартать выл сана. Хыт куккар выл.

Чăнахах та виçĕ кун хулана кайса кӳтсе çӳренĕшĕн лавккаçă Трашука çирĕм пус кăна тӳлерĕ. «Приказчикре ĕçлесе çитĕ», — терĕ вара Трашук хăй ăшĕнче.

Халь ĕнтĕ Трашукшăн тиркешсе тăмалли юлмарĕ: е Хаяп Макар патне кĕрĕш, е Мăрзабай патне.

Пĕррехинче Трашук каç енне киле таврăнчĕ те Наçтук патне çырнă çырăвне çурса вакласа тăкрĕ, вак татăкĕсене тула тухса çилпе вĕçтерчĕ.

— Юрĕ! — терĕ вăл амăшне. — Ыран Мăрзабай патне пурăнма куçатăп.

— Юрать, юрать, ачам, пит лайăх! — савăнса кайрĕ амăшĕ.