Выбрать главу

— Эсĕ революцишĕн çеç кулянатăн, манăн контрреволюцишĕн те кулянма тивет. Ялта нĕр куштан юлмарĕ. Тăхăр куштан пĕр самантра çухалчĕç. Вĕсем пирки халĕ те ним сас-чĕв çук вĕт.

— Тупрăн хуйхă, — кулса ячĕ Сахар. — Пуянсем сана пăрахса кайнипе ял илемĕ çухалчĕ тетĕн-им?

— Хуйхă çав, — терĕ Микка, ĕнснне хыçкаласа. — Хăйсем кайнă та, килйышĕсем юлнă. Çавсем пырса аптратаççĕ мана.

Сахар кулмарĕ урăх, хăй те шухăша кайрĕ.

— Ял пуçлăхне аптратаççĕ пуль çав, — терĕ вăл кăшт шухăшланă хыççăн. — Эп хам, тĕрĕссипе каласан, мансах кайнăччĕ вĕсем çинчен. Манма юрамасть. Мĕн тесен те — ял çыннисем, Чулçырма гражданĕсем. Юрĕ, пăртак ерçсен, хулана кайса, вĕсен шăпине пĕлсе килĕп эпĕ.

— Ху каймасан та пырĕ. Хут çыр, — терĕ Микка. Сахар хут çырса ĕлкĕреймерĕ. Кĕçех яла хулари чăвашсем килсе çитрĕç, вĕсемне пĕрле хулана Сахарăн та каймалла пулчĕ.

Çурт куçарас умĕн Сахар ялта вырăн пăхса çӳрерĕ. Сăрт çинчи кĕлетсен хыçĕнче анкартисем пуçланаççĕ. Анкартисемпе Чулçырма çыранĕ хушшинче вĕтĕ хăвалăх ӳсет. Çавăнта çурт лартма ĕлĕк никам та шухăшламанччĕ. Виçĕмçул Мăрзабай Çимунĕ çул кăтартса пачĕ. Пĕлтĕр кунта тата виç-тăватă кил шăтса ларнă.

Çимунпа юнашарах летчик-Микка куçса ларнă. Каçăр Натали, çамрăк хитре хĕрарăм, Самлей чăвашне хăй çумне вĕренпе кăкарса хучĕ тейĕн. Нихçан путлĕ ĕçлесе курман çăмăлттай тар кăларсах ĕçлекен пулнăччĕ. Халĕ летчикĕ те Хĕрлĕ Çарта ĕнтĕ. Патша çарĕнчен тарса çӳренĕскер, Хĕрлĕ Çартан тарма шухăшламан курăнать.

Çимун кил-çурчĕпе юнашар, ял енче, чылай пысăк пĕр тăваткал лаптăк пур. Çак вырăна пурте тиркенĕ. Чулçырма çыранĕ ытла çӳллĕ те чăнкă кунта. Шыв ăсма тавра çулпа çӳреме тивет. Сахар, вырăн шыраса, çак тĕлте чарăнса тăнăччĕ. Çав вăхăтра ăна такам: «Атте» тесе чĕнчĕ. Çамрăк хĕрарăм сасси. Сахар, тĕлĕнсе, çаврăнса пăхрĕ те тин астурĕ: Каçăр Натали туйĕнче хăйматлăх пулнăччĕ вĕт. Пăх-ха эс ăна, тăван хĕрĕ пекех чĕнет…

— Сан летчик упăшкуна пĕр-ик хутчен эпĕ те курса юлтăм, — терĕ Сахар, сăмах чĕнес майпа. — Мĕнле, летчик тĕкне тăкса çитерчĕ-и?

— Тăктартăм, — кулса ячĕ Натали. — Пĕрне-пĕри питĕ килĕшрĕмĕр. Салтакран таврăнсан, çӳçне тăпăлтарап-ха… Пĕрре трюмашăн тăпăлтарнăччĕ.

Мĕнле «трюмашăн» тăпăлтарнине пĕлсен, çамрăк чухнехи пек каçса кайсах кулчĕ Сахар.

— Халь мĕншĕн тăпăлтарасшăн тата? — ыйтрĕ юлашкинчен.

Каçăр пуçлă, яштака пӳллĕ хитре «хĕрĕ» çине савăнса пăхса тăчĕ «ашше». Натали пек хитре пике Чулçырмара урăх çук, тенĕччĕ вăл туйра. Халĕ те çаплах шухăшларĕ.

— Улталарĕ мана шуйттан летчикĕ, — çĕтĕлчĕ Натали. — Ывăл ачан ятне пăсса хунă. Хветĕр ятлă пултăр терĕм эпĕ. Вăл манран вăрттăн урăхла çыртарнă. Çур çул ачана Хветĕр, Хветĕр тесе сиктереп. Пĕркун Шатра Микка çавна илтрĕ те: «Мĕн аташан, Натали, Хветĕр мар вăл, Лев ятлă», тет. Çĕр çăттăр!.. Сахар каллех кула пуçларĕ.

— Куншăн çӳçне тăпăлтарма мар, упăшкуна чуптăвас пулать, — терĕ вăл. — Ытарайми хитре ят. Вырăс хушшинче питĕ пысăк çын Лев ятлă пулнă. Лев Толстой. Вăл вилсен, пĕтĕм халăх кулянчĕ.

— Вырăса пырать вăл, атте, чăваша çĕвер ячĕ килĕшмест. Хушамачĕ Медведюх пулмасан, ятне питех тиркемĕттĕм. Упа çури арăслан тенĕ пек тухать вĕт-ха, çав хăртать.

«Лев Медведев! Чаплă янăрать. Маншăн хитре, уншăн «çĕвер». Упа кĕтессинчи тĕттĕм чăваш ялне те килсе хускатрĕ вĕт революци. Тĕрлĕ «летчиксем» те ирĕксĕрех яла çĕнĕ сывлăш кĕртеççĕ, хăйсем мĕн хăтлансан та — халăха хирĕçтерсен те, майăн калаçтарсан та — ăна малаллах туртаççĕ. Самана сывлăшĕ ĕнтĕ вăл. Натали те «тăпăлтарап» тет, анчах хăй «çĕвер» ячĕпе килĕше пуçланă ĕнтĕ, кăмăллăн çĕтĕлет. Пĕрĕннĕ тути вăрçнă çĕртех кулма хатĕр», — шухăшларĕ Сахар.

— Вырăса килĕшни чăваша та килĕшĕ, Натали, — терĕ вăл. — Ывăлу ӳссе çитнĕ çĕре Лев тени чăваш хушшинче те хитре пулать. Арăслан пек паттăр, хăюллă пултăр тенĕ пуль Микка. Ан ятла уншăн упăшкуна. Вăл хăй те Хĕрлĕ Çартан чаплă герой пулса таврăнĕ ак.

Унччен кулма-тăрăхлама хатĕр хĕрарăмăн куçĕ сасартăк шывланчĕ.

— Спаççипă сана, атте, ырă сăмахшăн, — терĕ вăл, чĕрçиттипе куçне шăлса. — Микка пирки никамран ырă сăмах илтменччĕ. Пурте летчика киле кĕртнĕшĕн сивлерĕç мана. Тăлăх пуриăçран анчах çыхлантăм çав каскăнпа. Хăвах пĕлен, тăван атте çук, упăшка çухалчĕ, хĕрачана ӳстермелле, вăл çичче пусрĕ ĕнтĕ халь. Тиркесе тăма килмерĕ… Эс халь маншăн тăван атте вырăннех ĕнтĕ. Çынсем камун тесе сивлеççĕ, эпĕ «Атте камун пулсан, камунсенчен хăрамалли çук» тетĕп. Эсир çакăнта пӳрт лартсан, маншăн та лайăх пулĕччĕ…