Çĕнĕ кӳршĕсем пурте кĕçех камунран хăрами пулчĕç. Кашнийĕнех арçын туса пĕтермен ĕç тупăнчĕ. Сахар хăшне кăмака туса, хăшне чӳрече лартса пулăшрĕ.
Пӳрт куçарма кайичченех Сахар тăваткал лаптăка вĕрлĕк тытрĕ. Унтан çыран хĕрринче, тарăн шăтăк алтса, хăма çапса, темле хӳшĕ пекрех япала туса лартрĕ. Ятне чăвашла калама намăс. Çавăнпа вырăсла «нушник» терĕç ăна. Хальччен ялта пулман япала.
Лисукпа Тарас çав вăхăтра çыран аяккине кунĕн-çĕрĕн чаврĕç. Тарас малтанах мĕншĕн чавмаллине тавçăраймарĕ. Тепĕр еннелле те чавма тытăнсан, вăл пушшех тĕлĕнчĕ.
— Мĕн пулать капла, анне, ма тепĕр еннелле чава пуçларăмăр? — ыйтрĕ вăл аптраса.
— Аçу çапла чавма хушрĕ, сичсак пултăр, терĕ.
— Мĕнле çичĕ сак? Ларса канма сак тăватпăр-и?
— Кукăр-макăр çула вырăсла çапла калаççĕ, тет. Сичсак тусан, хăпарма çăмăлтарах пулать.
— А-а, зигзаг! — тавçăрса илчĕ Тарас.
— Эпĕ те çаплах калап-çке, сичсак теп.
Çав кукăр-макăр пусмаллă çула кайран пурте сичсак тесе калакан пулчĕç. Ашшĕ те: «Тарас, сичсакпа кайса, пĕр наччас шыв ăсса кил-ха», тесе калатчĕ. Шыва кайма кунтан виçĕ çул пур: пĕри — Çимунпа Трашук тунă анлă сĕвек çул, вăл çулпа çӳреме инçерех; тепри — Малтикасри çăл патне илсе каякан çул, вăл тата инçерех. Чи çывăххи — сичсак. Çулĕ мĕнле кукăрăлса хуçлансан та, — чăнкăрах çав. Анчах, çывăх тесен, çывăх ĕнтĕ, кăмака кукринченех пуçланать.
Кăмака кукри тесе юптарса каламарăмăр-ха. Çыран хĕрринче Сахар, чăнах та, пĕчĕк кăмака туса лартрĕ, Кăмакин çӳллĕш аршăн та çук, çавах унăн труби те пур. Кăмака тӳпинче чугун лартма йăвасем тунă. Тулта ларакан кăмака тул ăшăтма мар ĕнтĕ, çуллахи вăхăтра апат пĕçерме кирлĕ.
Мулла Анукĕ, çав кăмакана курсан, каçса кайрĕ.
— Сахар пичче, ку вăл сан натуральнăй кăмака пулса тăнă-ха. Яшка пĕçерме те, улма ăшалама та, икерчĕ пĕçерме те пулать унта, — терĕ вăл, хулара вĕреннĕ «культурлă» сăмаха вырăнлă тĕртсе хурса.
Хулари чăвашсем Чулçырмана пырса çитнĕ çĕре Сахар пӳртпе кĕлет хушшинче сарай туса çитернĕччĕ. Тата пӳртре те кăмака купаласа лартнăччĕ. Виçĕ «комиссарпа» пĕр учитель Сахар ĕçне пĕр-пĕр авторитетлă комисси пек тĕрĕслерĕç. Кил-çуртне тиркемерĕç, анчах мухтама та васкамарĕç.
— Эс, Захар Матвеевич, хăвăн йăвуна чăвашла та мар, вырăсла та мар çавăратăн. Пушкăртла теме те май килмест, — терĕ Çимун.
— Нимĕçле! — кирлĕ сăмах тупнăшăн савăнса кăшкăрчĕ Анук. — Тата пӳрт тавра çеçкеллĕ тĕмĕсем лартсан, шăпах нимĕçле пулать. Эп нимĕç колонийĕсенче пулса курнă. Çавсен — хуралтă тăтăш, килкартинче çуллахи пĕчĕк кăмака пур, юнашарах — анкарти.
— Сахар пиччен анкартийĕ гонашар та мар, килкартинчех, — сăмах хушрĕ Трашук та.
Чăнах та, Сахар çакăнтах, пӳртрен пĕр çирĕм-вăтăр утăмра, йĕтем туса хатĕрленĕ.
Пӳрт тăррипе пӳртри кăмака уйрăмах калаçтарчĕç «комиссие». Пӳрт витме хăма çук, шăвăç пирки, саманине кура, калаçма та кирлĕ мар. Çавах улăм витмен Сахар. Çавра кӳлĕре ӳсекен хăмăшран вĕтĕ кĕлте çыхса витнĕ, çиелтен тăм шăлнă.
— Кун пек виткич тинчере урăх çук, — терĕ Арланов, çынран юлас мар тесе.
Анука тулти кăмакана курнă хыççăн пӳртри кăмака пушшех савăнтарчĕ:
— Çав кирпĕчренех купаланă вĕт кăмакине, — терĕ вăл, хавасланса, — анчах кăмака аяккисем яп-яка та тип-тикĕс, шăратса тунă пек. Тайман Сахарĕ ăста шорник тенине илтнĕччĕ эп, вăл ăстаран ăста кăмакаçă та иккен тата.
— Мĕн кăна тума пĕлместĕн-ши эс, Захар Матвеевич? — терĕ «комисси» пуçлăхĕ Çимун. — Шорник, атăç, платник, столяр, кăмакаçă… тата мĕн калас?
— Тата музыкант! — тере те Арланов, стена çумĕнче çакăнса тăракан тăмрана ярса тытрĕ, пĕли-пĕлми тĕнкĕлтеттерсе илчĕ.
— Çынсем канмалла тапак туртаççĕ, эп тăмра калап. Тараса ташлама вĕрентеп. Рамаш пек герой пуласшăн, хăй ун пек ташлаймасть, — терĕ Сахар, шăпăрт тăракан ачана вăтантарса. Хăй çавăнтах тăмрине, Арланов аллинчен илсе, кăшт ĕнеркелерĕ те сасартăк ташă кĕвви янратса ячĕ.
— Эх, Тимĕркке пичче каларăшле, замана! Арçынсăр пурăнма пултарап, ташă кĕвви илтсен, ташламасăр тӳсейместĕп, — терĕ те Анук, çавăнтах арçын пек тапăртатса ташлама тытăнчĕ. Арланов пăхрĕ-пăхрĕ те хĕрарăм пек якăштатма пуçларĕ.
— Çынсем ĕçлеççĕ, камунсем ташлаççĕ, — сивлесе мăкăртатрĕ пӳрт аяккипе анкартине хăпаракан хĕрарăм.
Тепĕр икĕ кунтан камунсем ташласа кăна мар, ĕçлесе те халăха тĕлĕнтерчĕç. Хуларан кнлнисем çумне тата лешеккисем килсе хутшăнчĕç — Ольăпа Антонина Павловна. Сахар хăй валли те, Анук валли те тырă акса хăварнăччĕ. Ун чух ĕçлессе хирте Тарас ытларах куккăшсемпе пĕрле ĕçлерĕ. Халь, тырă вырнă чух, Тарас ĕçленипе çырлахайман. Камунсен эртелĕнче вунă çын, виçĕ лаша. Эрне хушшинче вĕсем, савăк юрласа, хастар ĕçлесе, акнă тырра вырса илме те, авăн çапма та ĕлкĕрчĕç.