Выбрать главу

Вĕсене кура ял çыннисем те хастарлăрах ĕçлеме тытăнчĕç пек.

Çынсем, халь ĕнтĕ пĕр сивлемесĕр, тăрăхламасăр, çак кунсене «камун эрни» терĕç.

Сахар та, Çимун арăмĕ те тырă нумаях акайман. Камун эртелĕ Чулçырмара кăна мар, Лешеккинче те ĕçлесе курчĕ, вырăссене те «камун эрни» пирки калаçтарчĕ.

Хĕрарăмла ташлакан Арланов та юлташĕсенчен юлмарĕ ĕнтĕ, анчах ĕçре Тараспа хĕрарăмсенчен ирттереймерĕ. Кула-кула, Ольăпа Тоня ăна кĕлте çыхма вĕрентрĕç.

Тарас çуркунне куккăшсен эртелĕпе ĕçленĕ хирте камунсем тырă вырнă чух Селĕп Кириле вĕсен пĕрлешӳллĕ ĕçĕнчен тĕлĕнмерĕ.

— Камунсемпе хăратаççĕ халăха. Ним хăрамалли те çук. Чăваш ĕлĕкренех камунла ĕçлеме юратать. Тырă акма эпир яланах, хамăр вĕçсем, эртелпе тухатпăр, арçынсăр хĕрарăмсене арçын тумалли ĕçре пулăшатпăр. Ниме туни те камун ĕçĕ евĕрлĕрех, — терĕ вăл Сахарпа калаçнă чух.

— Чăн каларĕ вĕт хунчăкам! — тĕлĕнчĕ Сахар. — Чăваш, чăнах та, час-часах пĕрлешсе эртелпе ĕçлет. Ниме туни те коммунизмла субботник тунă евĕрлĕ мар-и? — Çапла каларĕ те Сахар канма пухăннă çынсене Куракхăвинчи коммунарсен ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл унта пĕркун, Трашук амăшне йывăç пӳрте кĕме пулăшас тесе, кĕленче илме кайса килнĕччĕ.

Камун эртелĕ юлашкинчен Лешеккинчен шкул валли çурт куçарса пачĕ. Куншăн пуринчен ытла Антонина Павловнăпа Евграф Архипович савăнчĕç. Кĕркуннерен пĕр шкулта ĕçлеме пуçлаççĕ вĕсем.

Килнĕренпе вунă кун иртнĕ çĕре хулари чăвашсем хулана таврăнма хатĕрлене пусларĕç. Арланова Анук хăйĕн пӳртĕнче пурăнма хушрĕ. «Лаша пăхма пĕлместĕн, ăна Тарас пăхĕ», — терĕ.

Ĕни те пур-ха Анукăн. Ĕне пирки вăл Лисукпа калаçса татăлчĕ.

Çимун та каллех çемйине пăрахса кайма хатĕрленет иккен. Çимун арăмĕ Пăлаки виçĕмçул пĕр эрнене ăсатнă упăшкине кăçал аран кĕтсе илнĕччĕ. Ывăл ачи те ашшĕне кĕтсе илчĕ, анчах «Атте» теме часах вĕренеймерĕ. Çимун хурланчĕ уншăн. Виççĕмĕш кунне пилĕк çулхи Ваççа «Атте!» тенине илтсен, ашшĕ савăнсах кайрĕ. Ывăлĕ сасартăк паян тин çут тĕнчене килсе кĕнĕ пек туйăнчĕ ăна.

Çак самантран пуçласа Çимун чĕри ывăлĕшĕн те, кулянакан арăмĕшĕн те уçăлчĕ.

Пăлаки Çимун улшăннине сисрĕ, анчах темшĕн савăнмарĕ. Упăшки ыран хулана каяс тенĕ кун ача сăнлă хĕрарăм кĕлете кĕрсе макăрчĕ те, питне-куçне чĕрçиттипе типĕтсе, пӳрте кĕчĕ. Çимун ача валли, çĕçĕпе каскаласа, вылямалли пăшал туса ларатчĕ.

— Çимун, итле-ха ман сăмаха, — терĕ Пăлаки. — Хальччен эпĕ сана хирĕçсе те, кĕвĕçсе те пĕр усал сăмах каламанччĕ. Халь те каламăп. Вăрçса-кĕвĕçсе мар, йăлăнса калас теп…

Çимун, каскалама пăрахса, хăлхине тăратрĕ, арăмĕ çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.

«Нюра пирки кăна сивĕнтĕм пуль арăмран. Сивĕнтĕм мар, малтанах унăн ăшшипе ăшăиасшăн пулмарăм, ахăр. Пит ырă чун вĕт Пăлаки, ман юратнă ывăлăн амăшĕ. Хăй халĕ те ача чунлă», — вĕркерĕç шухăшсем ун пуçĕнче; унăн арăмне ачашлас килсе кайрĕ.

Упăшкинчен сăмах илтес тесе, сăмахлама чарăннăччĕ Пăлаки. Çимунăн хальхи туйăмĕсене сисеймерĕ вăл. Упăшки сăмах чĕиессе те кĕтсе илеймерĕ. Каларĕ вара калас тенĕ сăмахне:

— Эс майра хĕрне юратнине эп. тахçантанпах пĕлетĕп. Халь хулара пĕрле пурăнатăр пуль ĕнтĕ. Пурăнăрах. Эп сан кăмăлна хальччен çавăрайманнине халь тин çавăраймăп. Анчах, тархасшăн, хулара майрупа хамăр ял çыннисене курăнса ан çӳрĕр. Ялта сăмах ан сарăлтăрччĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Ывăл пур вĕт, ăна ӳстерсе çын тăвас пулать. Пĕчĕк ача, ашшĕ пур çĕртех, çынран илтсе, пĕчĕк чĕлхипе «Атте çук» тесе каламалла ан пултăрччĕ…

— Ахалех калаçан, Пăлаки. Нимле майра хĕрĕ те çук тĕнчере, — терĕ Çимун хурлăхлă сасăпа.

Пăлаки урăх сăмах чĕнмерĕ, сĕтел çине кукăр тура, майра турй, кăларса хучĕ. «Нюра тури, сан кĕсйӳнте тупрăм», — тесе каласшăнччĕ, çавна та калаймарĕ хăй.

Çимун ăнланчĕ вара, пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те çаплах хурлăхлăн:

— Тĕрĕс, — терĕ. — Нюра тури вăл. Çавах ман сăмах та тĕрĕс. Нюра çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Асăнмалăх çак тури кăна юлнă. Вăл та Нюра вилнĕ кун Анук пуçĕ çинче пулнипе çес юлнă…

Те Пăлакипе çывăхрах пулас тесе, те хальччен никампа калаçмасăр пĕччен кăна йывăр хуйхă тӳснĕрен Çимун чарăнмасăр калаçрĕ. Мĕскĕн юратăвăн историне йĕркипе каласа пачĕ, Нюра ăна ăсатма Куçминккана пынине те асăнчĕ. Нюра вăрманта Пăлакипе Ваççана шеллесе мĕн каланине асăнсан, Пăлаки тӳсеймерĕ, шăппăн куççуль юхтарчĕ.

— Нюра çук ĕнтĕ, — терĕ Çимун юлашкинчен, — пытарма кĕлеткине те тупайман юлташсем. Суранланнă Пăликана пульăсем айĕнчен сĕтĕрсе кăларнă вăхтра шăп çав тĕлте снаряд çурăлнă. Иккĕшĕ те нихçан тĕнчере пулман пек пĕтнĕ, çухалнă…