Çимун сасартăк калаçма чарăнчĕ те, пӳртрен тухса, Чулçырма çыранĕпе Кивçурт еннелле пуçне чиксе утрĕ. Пăлаки вăл киле таврăничченех ĕсĕклесе макăрчĕ. Пĕчĕк Ваççа туса пĕтермен пăшалпа йăпанатчĕ, анчах амăш макăрнине курсан, ăна çепĕç чĕлхипе йăпатма пăхрĕ:
— Ан макăр, анне! Атте килчĕ, атте татах килет, тетте илсе килет, — терĕ.
Амăшĕ куççуль витĕр кулма тăрăшрĕ, анчах кулаймарĕ, татах хытăрах макăрса ячĕ.
… Тăлăх пурнăçра касăлса пĕтнĕ чунне куççулĕпе çуса сиплерĕ пуль çĕркаç Пăлаки. Паян ирхине вăл хулари чăвашсене ăсатнă чух савăк сăнлă курăнчĕ.
Хулари чăвашсемпе пĕрле хулана Сахар хăй те каять иккен. Унта чĕнтерессе кĕтсех пурăнатчĕ-ха Сахар. Анчах хăй мĕн пирки шухăшланине халь Лисука каламарĕ, Тараспа вара унран вăрттăн калаçрĕ, çул майăн Оля патне те кĕрсе тухас терĕ. Хулана каякансемпе пĕрле Тарасна Арланов та Лешеккине çити ларса кайрĕç.
Икĕ лав анаталла хăвăрт кустарса анчĕ, Чулçырма урлă çӳлти кĕперпе каçса, куçран çухалчĕ.
«Ашшĕне» ăсатма Натали те килнĕччĕ.
— Акă камун эрни иртсе те кайрĕ, — терĕ вăл куляннă пек. — Савăк эрне пулчĕ. Емĕр асăнмалăх.
— Камун эрни иртмест вăл. Камун ĕмĕрĕ пуçланчĕ ĕнтĕ, — терĕ Сахара ăсатма килнĕ Шатра Микка.
— Емĕрĕ те çак эрне пек пултăрччĕ çав, — кăшт пăшăрханчăк кăмăлпа сăмах хушрĕ Лисук.
Сахар киле таврăнас çуккине снсрĕ пуль вăл…
— Ара, вăл хамăртан килет-ха, — терĕ самана тутине сисе пуçланă Пăлаки.
— Тĕрĕс. Хамăртан çеç килет, — хулăн сасăпа çирĕплетрĕ Шатра Микка.
Сăрт айккинче анаталла пăхса тăракан çынсем тăруках шăпланчĕç те пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕрлĕ еннелле саланчĕç.
Наталипе Пăлаки пĕрле тăвалла утрĕç.
— Пирĕн касра аттерен урăх арçын çук. Вăл вăрçа ан кайтăрччĕ тата, — терĕ Натали.
— Кайсан та ним тăваймăн, — сас пачĕ Пăлаки те. — Хĕрарăмсен хăйсен пĕрлешсе эртелпе ĕçлеме вĕренес пулать ĕнтĕ. Пĕрлешӳллĕ ĕç тухăçлăрах. Малашне хамăрах, кирлĕ пулсан, камун эрни тăвăпăр.
Натали те çак шухăшпа килĕшрĕ пулас. Самлейле «Ий-я!» терĕ çеç вăл Пăлакипе уйрăлнă чух.
Хулара çав вăхăтра чăнахах «камун эрни» пуçланнă. Уком, пĕр енчен, уесри коммунистсене Хĕрлĕ Çара хăйсен ирĕкĕпе кайма чĕннĕ, тепĕр енчен, вăл рабочисем хушшинче парти йышне ӳстерес ĕçе вăйлăлатнă.
Сахара хулана урăх ĕçпе чĕннĕ пулнă-мĕн. Анчах вăл, уесри парторганизаци мĕн пирки пăшăрханнине пĕлсен, фронта хăй ирĕкĕпе кайма пуринчен малтан çырăнчĕ.
Уком секретарĕ Сахарпа уйрăм калаçнă чух ăна ӳкĕтлесе пăхрĕ.
— Сан çулхисене чĕнместпĕр, анчах ху çине тăрса каясах тесен, чарма пултараймастпăр. Çырăниччен малтан лайăхрах шухăшласа пăх, — терĕ.
— Революцишĕн çапăçса вилме пӳрнĕ пулсан, пĕлтĕрех вилмеллеччĕ ман, — терĕ Сахар. — Халь, ывăл çул çитмесĕрех икĕ çул хăй ирĕкĕпе çапăçнă вăхăтра, ман, çул иртнĕ тесе, килте-ларас-и? Çамрăксем хăйсен телейĕшĕн çапăçнă чух ашшĕсене тылра ларни килĕшмест. Ывăлсен телейшĕн çеç пурăнатпăр ĕнтĕ халь. Ывăлран каярах вилес марччĕ.
Секретарь урăх сăмах каламарĕ, Сахар аллине хыттăн чăмăртарĕ çеç.
Пĕрремĕш сеанс
Трашук хулари садран ирхине тин таврăннăранпа Çимунран пăрăнса çӳрерĕ, лешĕ ăна тăрăхласран хăрарĕ. Çимунĕ вĕсем юрату пирки тавлашнине йăлтах маннă тейĕн, пĕрре те асăнмарĕ, юлташĕн «каскăн каçĕ» пирки те тĕпчемерĕ.
Тĕрĕссипе, Трашук, яла çитсен, ăнсăртран тĕл пулнă шлепкеллĕ майра çинчен хăй те мана пуçларĕ. Ялта ун чĕринче авалхи туйăмсем вăранчĕç…
Вăл амăшĕнчен Наçтук пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Лешĕ ашшĕ килне çӳремест тет иккен. Ача туса курман-ха, анчах йывăр çын тет. Темшĕн хурланчĕ вара Трашук. Мăрзабай патне кĕрсе курас килсе кайрĕ. Кĕме те сăлтав пур: çухатнă ăйăр пирки Хуçипе калаçмаллах ентĕ. Анчах Мăрзабай килте çук-мĕн, çу каçах, киле таврăнмасăр, Хăмăшлара пурăнать терĕç.
Юлашки каç, Трашук амăшпе калаçса ларнă вăхăтра, вĕсем патне икĕ хĕрарăм пырса кĕчĕ. Пĕрин аллинче — чĕчĕ ачи. Трашук ачасăррине палларĕ: Кĕтери вăл. Палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Елĕк Кĕтери Трашука çулçă тăкнă катăркас пек курăнатчĕ, халĕ вăл саркаланса çеçкене ларнă улмуççи пек курăнчĕ: ӳт-пĕвĕ кăпăшкаланнă, тути те кӳпшекрех пек…
Теприне тăруках паллаймарĕ Трашук. Анук пулчĕ-ха вăл, Кĕтерин йăмăкĕ. Епле хĕр пек çитĕнсе кайнă! Хăй ача амăшĕ тейĕн.
Анукăн малашлăхĕ пирки калаçма килнĕ пулать Кĕтери. Иăмăкне, хăй вĕренейменнине кура, хулана ярса вĕрентесшĕн.
— Воробьев чухăн чăваш ачисем валли Самарта гимнази пек шкул уçма ĕмĕтленет. Çав шкул уçăлсанах, хут çырса пĕлтеретĕп, — терĕ Трашук.