Выбрать главу

— Хут çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма пĕлместĕн, — тĕксе илмесĕр тӳсеймерĕ Кĕтери. — Ман валли шкул уçăлмасть-и унта? Эпĕ те вĕренме пырăттăм.

— Эсĕ те вĕренесшĕн-и?! — тĕлĕнчĕ Трашук.

— Мулла Анукĕ вĕреннине эп вĕренеймĕп-и вара! — çĕтĕлсе тавăрчĕ Кĕтери.

Кĕтери камшăн, мĕншĕн кунта килнине Трашук тавçăра пуçларĕ. Елĕкхи пек хăраса ӳкмерĕ вăл «качака такинчен», Кĕтери ачине Анукран илчĕ те сиктерсе ахăлтаттарчĕ. Ачи аслашшĕ вырăнне йышăнчĕ пуль йĕкĕте, икĕ пĕчĕк аллипе сухалне çавăрса тытрĕ.

— Тăпăлтар, хытăрах тăпăлтар Трашук мучин сухалне, асăнмалăх пултăр, — ачаран хытăрах йăпанчĕ амăшĕ.

Трашук кĕтмен хăнасене ăсатма тухрĕ. Анук, ача йăтса, маларах тухса утрĕ. Çенĕкре Кĕтери чарăнса тăчĕ.

— Чим-ха, эпĕ те тăпăлтарам, — терĕ те вăл, чăнах та, Трашука сухалран ярса тытрĕ. — Хăмăшларан ухмахла çыру çырса эс манран хăтăлтăм терĕн-им, пушмак каччи! Ухмах упăшкапа, вăл салтакран таврăнсан та, пурăнмастăп урăх. Халь Совет влаçĕ… Ача кăшт аталансанах хулана пыратăп. Кĕт. Е ăçта та пулин тĕнче хĕррине тар, яла ан кил вара урăх!

Çапла каларĕ те чăрсăр хĕрарăм тĕлĕннипе хытса кайнă йĕкĕте тутине татса илес пек чуптурĕ. Унтан, Трашук сăмах чĕнессе кĕтсе тăмасăр, Анук хыççăн тухса чупрĕ.

Трашукăн малтан куласси килчĕ:

«Ку таранччен мана никам чуптуса курманччĕ. Халĕ акă хĕрсем те, хĕрарăмсем те тăруках… Тĕнче пĕтет пуль, тамаша!»

Трашук кулмарĕ, шухăша кайрĕ.

Хулана таврăннăранпа эрне иртсен, вăл почтăпа çыру илчĕ. Сафо тӳрех уком адресĕпе çырнă. Упкелешет, хăй патне хăнана чĕнет. Хĕр çырăвĕ ытлашши хумхантармарĕ йĕкĕте.

«Юратап», терĕм. Каясах пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл.

Кайса килчĕ Трашук чĕннĕ çĕре. Лере çуран кайрĕ, киле çунатпа вĕçсе таврăнчĕ. Хул хушшине çунат хушакан кĕнеке хĕстерсе килчĕ.

Çимунпа Трашук ялтан таврăннăранпа тавлашса курманччĕ-ха. Калаçасса та ытлашшиех калаçман темелле. Трашук сăмах хускатма хăраса пурăнчĕ, Çимун вара ерçмест: кĕнеке çине пăхса, пĕрмай тем çырать…

Паян Трашук тӳсеймерĕ.

— Эс Блок ятне илтнĕ-и, Семен Тимофеевич? Унăн хитре сăввисене вуласа курнă-и? — чăрмантарчĕ вăл юлташне.

Çимун çырма чарăнчĕ, алчăранă куçне маччана тĕллесе, мăкăртатса илчĕ:

— Блок… Блок… Чим-ха, чим! Илтнĕ, илтнĕ. Ятне илт-нĕ, сăввисене вуламан. Ытарайми хитре хĕрарăмсен поэчĕ вăл, Блок!

— Вуламан пулсан, ăçтан пĕлен вара?

— Пĕр ухмах майра каланăччĕ, — терĕ те Çимун, каллех тем çырма тытăнчĕ.

Трашук «ухмах майран» ятне пĕлесшĕн пулчĕ. Татах чăрмантарчĕ вăл пикенсе ĕçлекен юлташне. Вара Çимун, ĕçне пăрахсах, хăй виçĕмçул халăх «Интериационал» юрланине пĕрремĕш хут илтсе савăнни çинчен каласа пачĕ. йĕркипе каланă чух сăмах майăн виçĕ хитре майрана асăнчĕ вăл. Пĕри улпут хĕрĕ пулнă тет, тепри — купца хĕрĕ, виççĕмĕшне — Улькин хĕрне — мещен хĕрĕ терĕ Çимун.

— Хăшне ухмах майра терĕн вара эсĕ? — пăшăрханса ӳкрĕ Трашук.

Çимун çав вăхăтра Трашук илсе килнĕ кĕнекене курчĕ те ăна уçса пăхрĕ, сасăпа вуларĕ: «Александр Блок. Стихи о Прекрасной даме».

— Акă вăл хитре хĕрарăмсен ухмаха ертекен кĕнеке, — терĕ вара, — хулари ытла хитре хĕрсем пурте кăшт ухмахрах вĕсем. Кун пек кĕнеке вуласан, пушшех ухмаха ереççĕ… Асту, Хитре сăвăсем вуласа, эс ху та ухмаха ан ер е идеалист пулса ан кай, — тинех сăмах майăн тĕртсе хучĕ Çимун пĕркунхи тавлашу пирки.

Тепĕр чухне пулсан, вĕсем, тен, тавлашсах та каятчĕç-и, анчах халь апла пулмарĕ. Çимун, Островский пьесине куçарма тытăннăскер, каллех сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ те çавăнтах Трашук пирки манса кайрĕ.

Чăнах та, Сафо кăшт ухмахрах мар-и? Ячĕ те ун Сафо мар — Софья. Софья Платоновна. Хăйĕн ятне пăсни пырĕччĕ, — халь тата Трашук та Руслан пулса тăчĕ. Е комиссар, е Руслан тесе чĕнет ăна Сафо. Хăтланкаларăшсем те хăш чух килĕшсех каймаççĕ: е пĕчĕк ача пек, е ытла ăслă çын пек калаçать. Паян йăлтах урăхчĕ вăл, пĕркунхи пек марччĕ.

Трашук пырса кĕрсен, вăл хĕпĕртерĕ: «Ах, сухаллă Русланăм», — тесе мăйран уртăнчĕ. Унтан ӳпкелешме тытăнчĕ, çавăнтах, ялти хĕрсене асăнсан, Трашука тăрăхларĕ те, кӳлешрĕ те.

Тунсăхласах кĕтнĕ пуль çав хитре хĕр театрта тупнă «кавалерне», Трашук гимнази пирки юратса калаçнине манман вăл, гимназисткăлла тумланнă. Килте пĕчченех хăй. Малтан каччине горницăра чей ĕçтерчĕ, кайран хăй пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Хăй Трашукпа, ăна курăк çине ларса чуптунăранпа, «эсир» тесе калаçмасть ĕнтĕ, «эс» тет. Каччине те чей ĕçнĕ хушăра çапла калаçма хăнăхтарчĕ.

Хула хĕрĕ хăйĕн пӳлĕмне те капăрлатма пĕлет иккен. Кун пек хăтлăха Трашук тĕлĕкре те тĕлленмен. Хальччен курман тĕлĕнмелле япаласен ячĕсем те хитре: темиçе сунтăхлă шкап пеккине комод теççĕ, темиçе хутлă кĕнеке çӳлĕкĕ — этажерка, сăвă çырмалли кĕнеке — альбом пулать.