Альбомне вулаттарчĕ Сафо. «Тен, эсĕ те мана пĕр-пĕр сăвă çырса парăн», — терĕ.
Трашук ассăн сывласа ячĕ.
— Поэт мар çав эпĕ, Сафо, сăвă çырма пĕлместĕп. Сăвă мар, пĕр-пĕр Половиикин пек, хитре çыру çырма та пултараймастăп, — терĕ вăл сасăпа.
Сафо куçне чакăртрĕ.
— Половинкин! Мĕнле Половинкина асăнан эс, комиссар? — пăшăрханса ӳкрĕ вăл.
Ана-кăна сисеймерĕ Трашук, ытахальтен кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан çын пек:
— Мĕнле Половинкнн пултăр, Виктор Половинкин, — терĕ.
Çак сăмахсене каланă чух каччă алăри альбома уçкаласа ларатчĕ. Анчах вăл сасартăк хăй те хĕр пекех пăшăрханса ӳкрĕ, куçне те чакăртрĕ.
— Сана та сăвă çырса панă-ха вăл, Сафо! Тен, сан патна та «Писать красиво не умею», тесе çыру та çырнă пуль?! Çавăнтах йĕкĕт сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Виçĕмçул Сафо хăш алăкран ун умне пырса тухнине аса илчĕ вăл.
«Комиссар» Половинкин ятне асăнсан, пирвайхи самантра хытă пăшăрханса ӳкнĕччĕ Улькин хĕрĕ: «Камран илтнĕ-ши?!» Анчах хăйне хăй тыткалама пĕлет-çке чее хĕр.
— Кĕвĕçетним, кавалерăм? — ним пулман пек йăл кулчĕ вăл. — Кăшт кĕвĕçни килĕшет сана, анчах ытлашши ан пултăр. Çук, Половинкин ман кавалер пулман. Гимназире вĕреннĕ чух пирĕн пĕр-пĕрне альбома сăвă çыртарас йăла пурччĕ. Çавăн чух çырнăскер вăл. Пĕлтĕртенпе Половинкинсем хулара çук ĕнтĕ. Ашшĕ хĕрлисем таврăнсан тарчĕ, ывăлĕ унчченех çухалнăччĕ.
Пĕлтĕртенпе тĕнчере çук Половинкин пирки калаçу çур сехете пычĕ. Айван каччă хăй Половицкин пирки мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сафо лăпланчĕ, анчах Наташа Черникова ятне илтсен, каллех пăлханса ӳкрĕ, тĕпче пуçларĕ. Виктор ун патне çыру хăш вăхăтра çырнине пĕлесшĕн пулчĕ.
Усал кăмăлпа ахăлтатса кулас килнине хăйне хăй тыткалама пĕлекен хĕр пĕртте палăртмарĕ. Унăн пирвайхи «демонĕ» Половинкин пулнă çав. Анчах вăл «демон» мар, мемме çеç иккен авă. Çакна вăхăтра сисейменшĕн мăн кăмăллă хĕр халĕ питĕ тарăхса кайре.
Половинкин пирки урăх калаçас килмерĕ. Вара Сафо сăмах пуçламăшне аса илчĕ.
— Альбома сăвă çырса пама поэт пулма кирлĕ мар, — терĕ вăл, кĕнеке çӳлĕкĕнче тем ухтарма пуçласа. — Сăвă çырса, поэт хăйĕн туйăмне çеç мар, ытти çынсен туйăмне те палăртать. Кашни çын, поэзи чĕлхипе калаçас килнĕ чух, хăй сăвă çырмасть, пĕр-пĕр поэт çырнипе усă курать. Сана эп Блок кĕнекине парса ярасшăн. Вула. Блокăн хăш сăвви ытларах кăмăлна каять, çавна çырса парăн.
Сафо тимĕр пек хытă хуплашкаллă чылай хулăн кĕнеке тупса Трашука тыттарчĕ:
— Ак сана — юрату палли. Емĕр сыхла. Куншăн тав туса чуптăвас пулать.
Трашук, аллисене сарса, хĕре ыталама тăнăччĕ, Сафо пӳрнепе юнарĕ.
— Çук, çук! Апла мар. Çамкаран чупту.
«Ну, Сафо! Пулать те-мĕн çакăн пек хĕрарăм тĕнчере, Мĕн шухăшлать вăл — нихçан та пĕлеймĕн. Чуптунă чух çамкине хĕрес хумалла мар-и тата?»
Хĕр çамкине чуптуса çапла шухăшланă вăхăтра йĕкĕт сасартăк Кĕтерие аса илчĕ.
«Вăл, пăртак вĕреннĕ пулсан, Сафоран та ирттеретчĕ, халь те мĕн хăтланать! Хам пек лăпкă та сăпайлă хĕр юратмарĕ мана: ялта — «качака таки», хулара — «Сафо». Тĕрĕссипе каласан, çур Наçтукшăн иккĕшне те парăттăм… »
Сафо, хулăн хут тупса, сетел çине хучĕ, хăй кăранташ шĕвĕртнĕ хушăра качча сасартăк урăх шухăша ячĕ:
— Кам ĕçлемест, çав çимест тесе кам каланă? — мăрăлтатса илчĕ вăл ачаш сасăпа. — Большевиксем каланă,комиссарсем каланă. Каласса калаççĕ, хăйсем вара вĕреннĕ çынна ĕç çывăхне те ямаççĕ.
Трашук ăнланчĕ: ахальтен мар ку.
— Тӳрех кала, Сафо. Эс ху пирки калаçатни? — ыйтрĕ вăл.
— Сана çын кăмăлне хăвăрт ăнланма пĕлнĕшĕн комиссар тунă пуль çав, сухаллă Русланăм, — терĕ Сафо; качча пуçĕнчен пырса ачашларĕ те ăна хирĕç ларчĕ. Çавăнтах вара, сассине улăштарса, кĕтмен сăмахсем каласа, Трашука каллех тĕлĕнтерчĕ: — Тухса тар халех: эп — буржуйка, Петров юлташ. Сана манпа çыхланнăшăн айăплама пултараççĕ. Буржуйка тесе, ĕçе йышăнмарĕç мана…
Хурланма та пĕлет иккен Сафо. Хура куçĕ ялтăртатми пулсан, вăл сасартăк ватă сăнлă курăнса кайрĕ.
— Ман пĕр тус пур, — терĕ Трашук, — Илюша Чугунов. Вăл чăн та комиссар пек халь. Чухăнран чухăн çемьерен хăй. Çавăн амăшĕ, тетя Маша, сан аннӳпе пĕртăван пек туйăнать мана. Пĕр сăнлă. Вĕсем хурăнташ мар-и тесе, виçĕмçулах шухăшланăччĕ эп.
— Пулĕ те, — терĕ Сафо, Чугунов пирки пĕртте интересленмесĕр. — Ман атте-анне çамрăк чухнех Сухоречкăран хулана пурăнма куçнă. Атте извозчик пулнă, анне — прачка. Мана вĕрентсе çын тăвасшăн тертленнĕ вĕсем. Патша влаçĕ вăхăтĕнче гимназн пĕтертĕм те, Совет влаçĕ вăхăтĕнче извозчик хĕрне ĕçе илмеççĕ, буржуйка тесе хăртаççĕ…