Выбрать главу

Упăшкинчен çыру килми пулнăшăн Праски хуйхăрсах ӳкмерĕ. Пĕлтĕрсенче те нумай вăхăт çырусăр пурăнчĕ-ха вăл. Кайран çырăвĕ те килчĕ, Кĕркури хăй те тупăнчĕ. Тупăнчĕ те — каллех çухалчĕ. Пытанмалла вылянă пек. Халĕ хут татăлни ытлашши кулянтармарĕ Праские. Кĕркурирен кăна мар, пĕрле кайнисенчен пуринчен те сасартăк çыру килми пулнă. «Пурте пĕр самантра харăс вилсе выртман пуль-ха», — тет Праски.

«Туппир мĕн пулсан та, эп айăплă мар, хăй айăплă, — сивлет вăл упăшкине. — Çынсем салтакран таврăнсан, çулталăк ытла килте пурăнчĕç, тĕп килрен уйрăлса тухса, хăйсем валли çурт-йĕр çавăрчĕç. Вăл пур, киле таврăннăшăн та савăнмарĕ, виç-тăватă уйăх пурăнчĕ те вăрмана тарчĕ. Тартăр! Эп хам та тарма пултарап… »

Праскин çăмăлттай пуçĕнче çакăн пек çил вĕркеле пуçларĕ. Куншăн Мулла Анукĕ айăплă мар-ши?

Еç вăхăтĕнче пулин те, Анук çамрăк хĕрарăмсене хăй патне пухса калаçрĕ. Йăлтах салтак арăмĕсем пухăнчĕç. Калаçнинчен усси те нумаях пулмарĕ ахăр. Анук Совет влаçĕ хĕрарăма ирĕке кăларнă пирки сăмахларĕ, халь хĕрарăм арçынпа тан, терĕ. Лешсен урăх хуйхă: «Хăçан упăшкасене киле яраççĕ? Хăçан вăрçă пĕтет?»

Пухуран салансанах манчĕç пуль Анук сăмахĕсене, Праски вара асра çирĕп тытса юлчĕ. Вăл, «арçынпа тан» пулса, хуняшшĕне те, инкĕшне те итлеми пулчĕ, хăй пĕчченех мунчара кăмăшка вĕрете пуçларĕ. Вĕретнĕ кăмăшкине Праски хăех «арçынпа тан» ĕçет.

— Ухмах! — тет хуняшшĕ, — власть чарман чух… ăмăшка вĕретмерĕн, халь, мĕн, тĕрмене ларас терĕн-им?

— Лартчăр… ăрамастăп… ăмăшка ĕçсе те пулин чуна… антарам, — тет Праски, хуняшшĕне тӳррĕнех витлесе.

Вунтăххăрмĕш çул çамрăк Совет çĕршывне çăмăллăх кӳреймерĕ. Вăл пĕр енчен йывăртарах та пулчĕ. Ют патшалăхсем, Совет влаçне пĕтерес тесе, тата хытăрах вăй хура пуçларĕç.

Вăраха кайнă граждан вăрçин йывăрлăхĕсем, çĕршыв тăрăх тинĕс хумĕ пек сарăлса, Чулçырмана çĕнĕрен килсе çапăнчĕç. Çуркунне вунтăххăр тултарса çирĕме кайнисене Херлĕ Çара чĕнтерчĕç. Шăп тырă çине тухас умĕн вунтăххăра пуснисем те, Рамаш тантăшĕсем, салтак юрри юрласа, Тук кĕперĕ урлă каçса, хулана ăсанчĕç.

Арçын ялта каллех сахалланчĕ. Тайман Сахарĕ те хуларан таврăнмарĕ. Кĕçех Шатра Микка та хула еннелле тухса кайрĕ.

«Камунсене пурне те вăрçа илеççĕ. Совет влаçĕн пăкки шаннă», — тесе калаçа пуçларĕç ялта пĕрисем. Теприсем урăхла калаçрĕç: «Камунсем хăйсем ирĕкпе вăрçа каяççĕ. Ялта халăхшăн укçасăр ĕçлерĕç, халь халăхшăн вилме кайрĕç», — теççĕ. Кусем çапла халăх хушшинче нимрен хăрамасăр калаçаççĕ, лешсем шикленерех, вăрттăн чашкăраççĕ.

Шатра Микка та ялтан кайнипе ял Совечĕ пуçсăр тăрса юлчĕ. Çитменнине тата, шăпах çав вăхăтра яла çуркунне Колчакран укçа шыраса илме кайнă куштансем таврăнчĕç.

Тĕрмере ларакан тăхăр чăваш пирки уесри влаçсем ним тума аптранă. Çуркунне Кутяков Тоцкинчен кунти трибунала ăсатнă вĕсене. Хут çырман. Мĕншĕн вĕсене суд тумаллине никам та пĕлмест.

Хăйсем кăтартнă тăрăх пурте кулак мар имĕш: чухăн та, батрак та пур вĕсем хушшинче. Чухăнĕ: «Мана свидетель пулма Пуян Танюш чĕнчĕ», — тет; батракĕ: «Мана хуçа хăй вырăнне ăсатрĕ», — тесе ĕнентересшĕн. Пĕр енчен — кулă, тепĕр енчен — хуйхă. Хăйсене ĕненме çук (Колчак патне укçа шырама кайнă!), анчах вĕсен айăпне кăтартакан хут та çук…

Çав сăлтавпа чĕнтернĕ пулнă-мĕн Сахара. Тайманкинăн хăйĕнех çăлмалла пулнă вара путсĕр янташĕсене. Ревком хучĕ пирки те, çуркуннехи пăлхавлă пуху пирки те асăнмарĕ вăл кунта. Сахар хистенипе, вĕсене тĕрмерен кăларса ячĕç, ăна хăйне, поручитель пулса, алă пусма хушрĕç.

Пĕр иккĕленмесĕр алă пусрĕ Сахар, алă пусрĕ те икĕ çыру çырчĕ: пĕрне — Куракхăвине, Радаев патне, теприне — яла, Тарас ячĕпе: Радаева яла таврăнакан куштансем пирки асăрхаттарчĕ, Тараса хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайни çинчен пĕлтерчĕ, сунтăх тĕпĕнчи ревком хутне Шатра Миккана кайса пама хушрĕ.

Çыру илсен, Тарас макăрмарĕ. Ашшĕ хыпарне пĕлтерсе, амăшне макăртрĕ вара. Сунтăх уççине ашшĕ, хулана кайнă чухнех, Тараса парса хăварнăччĕ. Ревком приговорне тупса, Шатра Микка патие кайрĕ ача. Анчах лешĕ хутне илмерĕ. «Эп хам та парти чĕннипе Хĕрлĕ Çара каятăп, ревком приговорне хăвах усра», — терĕ.

Микка пичче килĕнче Паçук инке йĕрет, килте — амăшĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ Тарасăн? Ревком хучĕ те пăшăрхантарать ачаиа. Епле усрам ăна? Тарас Лешеккине инкĕш патне чупрĕ. Оля ревком приговорне вуласа пăхрĕ те, унта Фальшина та асăннăшăн хĕпĕртесе:

— Юрĕ, Тараска, ку питĕ хаклă хут. Эп ăна хамах усрăп, — терĕ.

Хуняшшĕ таврăнманни Ольăна тĕлĕнтермерĕ, коммунистсене Хĕрлĕ Çара чĕнекен хут кунта та килсе çитнĕ…