Выбрать главу

Хаяр Макар хуларан таврăннă хыççăн виçĕ кун тăтăшах мунча хуттарчĕ, тĕрме пыйтисене мунча чулĕ çинче ăшаларĕ, хăй милĕкпе вирлĕн çапăнчĕ. Ял тăрăх тата сакăр тĕлте шăматкуна кĕтмесĕрех мунча тĕтĕмĕ йăсăрланчĕ. Ку эрнене вара ял çыннисем хăшĕ «мунча эрни», хăшĕ «кулак эрни» терĕç. Çĕнĕ сăмаха Тимĕркке сарчĕ:

— Камун эрни шăпланчĕ, кулак эрни пуçланчĕ. Миккапа Сахар вăрçа ăсанаççĕ, Таыюшпа Макар пыитă ăшалаççĕ. Замана!

Тимĕрккен хăйĕн шухăшне пĕлме хĕн. Вăл камунсене те, кулаксене те тăрăхлать. Хăй тĕрĕссипе мĕн шухăшлать-ши? Чехсем кайсан, вăл урама тухса ташларĕ. Кайран хăйĕн кăмăлне нимпе те палăртмарĕ. Пăлхавлă пуху вăхăтĕнче ниçта хутШăнмасăр юлчĕ.

Пĕррехинче Ахтем Макарĕ Тайман Сахарне ун пирки:

— Ку Заманаран самана çынни пулма пултарать вĕт, Захар Матвейчă. Ана хамăр енне çавăрсан, лайăх пулĕччĕ, — терĕ.

Ун чух Самана Тимĕрккине сăнама Сахарăн май пулмарĕ. Шатра Микка та питех ырламарĕ Макар шухăшне, «пуянсемпе пĕрле ĕçет» тесе иккĕленчĕ. Кайран Сахар тавçăра пуçланăччĕ. «Хăй пуян та мар, чухăн та мар. Вăтам. Унăн шӳтле сăмахне халăх кула-кулах тăнлать. Аслă çын. Хаçат вулать. Хăйпе тӳррĕнех калаçса пăхас». Çапла палăртса хунăччĕ вăл. Тăвасса ним туса та ĕлкĕреймерĕ…

Сахар туса пĕтермен ĕçе Радаевпа Арланов сасартăк туса хучĕç.

Çĕнĕ учителе, «катари чăваша», ял çыннисем кăмăлларĕç. Уçă кăмăллă çын, яланах шӳтлеме юратать, чăвашла мереккелле калаçать: «Çут тинче», «Чай иçме лар», — тет.

Сăрт çинче пурăнакан Тимĕркке яла аннă чух Мулла Анукĕн пӳрчĕ çумĕпе иртсе çӳрет. Кама та пулин тĕл пулсан, пĕр-ик сăмах каласа саламлать те «Замана!» тесе кăшкăрать.

Пĕррехинче Анук чӳречи уçăлчĕ. Чӳречерен шакла пуçлă учитель йăл кулса пăхса тăрать. Тимĕрккепе Арланов хальччен паллашманччĕ-ха. Халь паллашрĕç. Малтан сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрин çине ухмахсем пек шăл йĕрсе пăхса тăчĕç. Тимĕркке тӳсеймерĕ, сасартăк паян хаçатра вуланă сăмаха кăшкăрса ячĕ:

— Бролетарий — на коня! Учитель кăчăк туртрĕ те:

— Кил, бролетарий. Паллашмалла чай иçĕпĕр, — терĕ.

— Чай вырăссем ĕçеççĕ, чăваш чей ĕçет… кăмăшка çук чух, — терĕ Тимĕркке, пӳрте кĕрсен. Çавăнтах кăмăшкине вырăнсăр асăннăшăн ӳкĕнчĕ те урăхларах çавăрса хучĕ: — Ку пӳртре кăçал камунсем пурнаççĕ, кăмăшка ĕçмеççĕ. Ирĕксĕрех чей ĕçес пулать.

— Хаçат вулатăн, ху титтим чăваш пек хитре сăмаха пăсатăн. Ком-мунист тесе калама вирен, — тĕртсе хучĕ АрлаНов.

— Сансăрах пилэп, — терĕ Тимĕркке, сăмаха юриех учитель пек пăсса. — Шатра Микка тесен, камун пулать вăл. Евграф Архипович пулсан, ком-му-нист вара.

— Эпĕ коммунист мар-ха, Владимир Наумович, сан пекех сочувствующи çеç.

Хальччен калаçса паллашман пулин те, пĕр-пĕрин ятне çынран ыйтса пĕлнĕ-ха вĕсем. Иккĕшĕ те савăнчĕç халь: учитель — Чулçырма чăвашĕ ун ятне пăсмасăр каланăшăн. Тимĕркке — çĕнĕ учитель ăна та сочувствующисен шутне кĕртнĕшĕн. Камунсем ун çине тӳртĕн пăхнăшăн пăшăрханатчĕ вăл. Тен, Ахтем Макаре сĕннĕ пек, Сахарсем Тимĕрккепе калаçнă пулсан, вăл хальччен сочувствующинчен те ирттернĕ пулĕччĕ.

— Эс, мыскараçă, ман кăмăла ăçтан пĕлен вара? — хăй хĕпĕртенине пытарма тăрăшса ыйтрĕ Тимĕркке.

— Пилеп, — терĕ Арланов, пӳрнисене черетлĕн хутлатса. — Чехсем кайнă чух эсерсен лозунгне тăрăхланă? Пĕрре! Пролетарии всех стран, соединяйтесь тесе ташланă? Тепре! Халь кумушка иçме пăрахнă? Виççĕ…

Çапла паллашса туслашрĕ икĕ мыскараçă.

Хăйне хăй сочувствующий тесе, Арланов ахальтен мар каларĕ. Хальччен партие кĕме шухăшламанччĕ вăл. Халь Антонина Павловна унăн чĕрине те, пуçне те çавăра пуçларĕ.

«Халăха ытларах усă кӳрес тесен, партие кĕрес пулать», — терĕ вăл.

Радаев Сахар çырăвне илнĕ хыççăн тепĕр эрнерен тин Чулçырмана кайма ерçрĕ. Ялти ĕçсемпе паллашрĕ те вăхăтлăха икĕ Совета пĕрлештерме шут тытрĕ. Коммунистсен пухăвĕнче Фиронова Радаевпа труках килĕшмерĕ, партин наци политикине пăсатпăр капла, терĕ.

— Çук, ним чул та пăсмастпăр, — хулăн сасăпа кĕрлерĕ Радаев. — Каларăм-çке — вăхăтлăха! Хĕле кĕнĕ çĕре чăвашран икĕ-виçĕ коммуиист тупăр, каччуна та коммунист туса çитер, — Арланов пирки тĕртсе хучĕ вăл Тоньăна, — ху лайăхрах чăвашла калаçма вĕрен, Оля упăшкин çемйине пурăнма куçтăр… Вара Чулçырмара та уйрăм Совет тăвăпăр, тен, ун чух комячейка та уйрăм пулĕ. Халĕ чăваш ялне çаплипех хăварма пултараймастпăр, Тĕрмерен таврăннă кулаксем халлĕхе шăпăрт-ха, мунча кĕреççĕ, самогон ĕçеççĕ. Анчах кĕçех вĕсем яла хăйсене май пăтратма пуçлĕç. Тайманкин юлташ та çавăн пирки асăрхаттарать…

Радаев кăшт сывлăш çавăрса чарăнса тăчĕ те, кĕсйинчен Сахар çырăвне кăларса, Фироновăна пурте илтмелле вулаттарчĕ.