Ывăлĕн канăçсăрланса пăшăрханакан кăмăлне сисеймерĕ çав вăл.
Марзабайсем
Павел Алексейччăн аслашшĕне пушкăртсемех Мăрзабай ят панă. Киселев помещикăн управляющийĕ шаннă ăна: чеелĕхĕ те пур, сăпайлăхĕ те, йĕркелĕхĕ те. Пĕр-пĕр ĕç тума ним çукранах мелне тупать. Помещик тыррине хулана лавĕ-лавĕпе турттарас ĕçе çавăн урлă тунă. Лава чупакансене вăл пушкăрт, чăваш, вырăс хушшинче тупнă. Тепĕр чух управляющи хулана хăй кайма ӳркеннĕ. Тырăшăн укçа илес, лавсемшĕн расчет тăвас ĕçе те çав Мурзабайкă ятлă чăвашах шаннă.
Хуларан харсăр чăваш час-часах пысăк укçапа таврăннă. Çавна сисекенсем пулнах пуль. Пĕррехинче çав пĕрремĕш Мăрзабай, хулана чиперех кайнăскер, килне таврăнман. Стражниксем ун виллине ялтан çирĕм çухрăмри Купăста варĕнче тупнă. Те такам çĕçĕпе пуснă ăна, те — хăйне хăй.
Пысăк та çивĕч хăйранă, юнпа вараланнă çĕçĕ çавăнтах, виле çумĕнче, выртнă.
Влаçсем сăлтавне те, айăплисене те тупайман. Мăрзабай çумĕнче укçа пулман курăнать: улпут таврашĕсем Мăрзабайсене кансĕрлемерĕç, укçа шыраса вĕсен хуçалăхне тĕкĕнмерĕç. Халăх хушшинче çеç тĕрлĕрен калаçса ирттерчĕç: хăшĕсем Мăрзабай Микулайĕ вилнĕшĕн пушкăртсене айăпларĕç, теприсем вăл хăех улпут укçине картла выляса янă та хăй çине хăй алă хунă терĕç. Вăхăтсăр вилнĕ Мăрзабайăн пысăк ăстăнлă та пуринчен ытла вĕреннĕ мăнукĕ Тимуш кайран çапла каланă: «Ырă пушкăртсем асаттене чаплă ят панă, усал пушкăртсем ун ĕмĕрне кĕскетнĕ… » — тепĕ, тет.
Çапла пулнă пулин те, çавăнтанпа Мăрзабай таврашĕсем пушкăртсемпе пĕлĕшленме пăрахнă. Мăрзабай Павăлĕ тесен, вăл ытларах вырăссемпе туслашнă. Чăвашăн авалхи йăлисене манман вăл, çав йăла-йĕркесене самаях хисепленĕ. Çапах хăй вырăс йăлисене те, вырăс культурине те пĕр иккĕленмесĕр йышăннă, весене чăваш хушшине сарма тăрăшнă.
Павăл хресчен ĕçĕнчен писмен, ашшĕ хăварнă самай хуçалăха упраса ӳстерме тăрăшнă. Лешеккинчи пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн хăй урăх вĕренесшĕн пулман, анчах шăллĕнĕ вĕрентме тăрăшнă. Вуласса вара Тимушран юлмасăр вуланă. «Ухмаха ернĕ» шăллĕ сасартăк вилсе кайнă хыççăн ун кĕнекисене тустарман, тустарма мар, çĕнĕ кĕнекесем туянса, Павăл Тимушăн асăнмалăх библиотекине пуянлатнă. Кĕнекисене хăй те юратса вуланă, хут вĕренекен çамрăксене те вулаттарма тăрăшнă.
Ашшĕн хуçалăхĕ самаях пулин те, Мăрзабайсем ялти ятлă пуянсен шутне кĕреймен. Анчах йĕкĕр те теветкел çамрăк Мăрзабай хресчен ĕçне тĕплĕн тума тăрăшнă, çав çĕр çинчех вăл Хаярсемпе Медведевсенчен ытларах тырпул пухса илнĕ. Вăл хулара «мерикансен» Мак Кормик компани агенчĕпе пуринчен малтан паллашнă та, кредитпа усă курса, тĕрлĕ машинăсем, молотилка таран, кĕтмелле туяннă.
Турра ĕненмен шăллĕн çылăхне çырлахтарасшăнах тенĕ пек, Павăл пупсемпе, тиечуксемпе туслашнă, чиркӳ валли укçа шеллесе тăман. Ун пек тараватлă çынна вара кĕçех чиркӳ старости туса хунă. Мăрзабайăн ырă ячĕ пĕтĕм тавралăха сарăлнă. Нумай та вăхăт иртмен, ăна (чăвашран пĕрремĕш хут) вулăс старшинине суйланă. Сакăр çул вăл вулăс пуçлăхĕ пулса пурăннă. Вăрçă пуçлансан тин, хуçалăхĕ юхăна пуçланине кура, аран-аран çак чаплă ĕçрен хăтăлнă.
Мăрзабай пĕр ывăл, икĕ хĕр тата шăллĕн ывăлне пăхса ӳстернĕ. Çимуна вăл тăван ывăлĕнчен хытăрах юратнă. Те лешĕ ачаллах тăлăха юлнăран (ун амăшĕ те çав вăхăтрах ашшĕ чирĕпех вилнĕ), те вĕсен кăмăлĕсем пĕр пекрех пулнăран. Çимун мучăш пекех хресчен ĕçне юратнă, ваттисене хисепленĕ, — уçă та ырă кăмăллă ача пулнă. Мăрзабайăн тăван ывăлĕ, амăш пек кăра çилĕллĕ, чурăс кăмăллă Назар, ашшĕне час-часах кӳрентернĕ. Хулари гимназие пĕтернĕ хыççăн вăл киле таврăнман, Самара кайнă та хăй ăссĕн çар шкулне вырнаçнă. Вăрçă пуçлансан, ăна офицер чинне кĕртнĕ. Халĕ Назар — темле генерал адъютанчĕ.
Назартан çыру сайра хутра килкелет. Çимунĕ, пĕлтĕр çеç вăрçа кайнă пулин те, час-часах çырса тăрать. Иккĕшĕ те темиçе хут çапăçура пулнă, анчах пĕри те суранланса курман-ха.
Наçтук — Мăрзабайăн иккĕмĕш хĕрĕ. Унăн аккăшĕ Кулине те качча кайман-ха. Кулинепе Наçтук иккĕш те пĕр калăппа тунă хĕрсем: пĕр сăнлă, пĕр кĕлеткеллĕ, кăмăлĕсем те, пĕрре пăхсан, пĕр пекрех курăнаççе. Анчах Наçтукăн сăнне те, кăмăлне те куçа курăнман темле çăлтăр çутатса тăнă пек туйăнать. Кулинен ун пек çăлтăр çук. Çавна ашшĕ те лайăх сисет пуль. Наçтука юратать вăл, Кулинешĕн пăшăрханать. Аслине епле вырнаçтарас-ши? Каччисене, аслăраххисене çеç мар, Кулине тантăшĕсене те вăрçа илсе пĕтереççĕ. Мăрзабай та хăйĕн хĕрне вырнаçтараймасан, ыттисем ăçта кайса кĕрĕç? Хĕрсене халех Таллă мăнастирне ăсатмалла-и? Çапах та Мăрзабай аслин шăпи пирки пĕр шухăш тытнă-ха, каччине те палăртса хунă вăл, анчах хăй шухăшне халлĕхе никама та пĕлтермест.