Выбрать главу

— Илтрĕр-и? Пирĕн коммунист поручитель пулса алă пуснă, — янăрарĕ малалла вăйлă сасă. — Хăй вăл яла таврăнмарĕ. Унăн тивĕçне эпир тумалла. Совет ĕçĕ Чулçырмара пĕтĕмпех сӳнсе ларнă. Вăхăтлăха сирĕн пурин те чăваш енче ытларах ĕçлес пулать. Пĕр ял Совечĕ пулмасан, ун пек ĕçлени килĕшмĕ. «Пирĕн хамăрăн Совет пур, сирĕн ĕç мар», — тесе хăваласа ярĕç сире. Çавăн чух вара, чăнахах та, партин политикине пăсни пулса тăрĕ. Ан пăшăрханăр, эп ку ыйтăва райкомра та, хулара та килĕштерсе майлаштарăп. Халь ĕçе тытăнар. Продразверстка ĕçĕ кĕтмест, самогон вĕретекенсене те халех чармалла. Чухăнсене ӳкĕтлĕр, пуянраххисене тӳрех хулана тытса ăсатăр…

Оля куккăш калаçнă чух ун çине пăртак хурланса, ăна шеллесе пăхса ларчĕ. Епле савăк, уçă сăнлă çынччĕ, пурнăç сĕткенĕ пĕрĕхсе тăратчĕ унран. Халь куç айĕсем хуралнă, тĕттĕмленнĕ. Кулма-ахăрма пĕлмен çын тейĕн. Сывлăхĕ начар. Суранĕсем аптратаççĕ, тепĕр чух темле чир тытса пăрахать ăна. Шăлне шатăртаттарса йăваланать вара, мĕскĕн. Рамаш та фронтран çавăн пек хуралса, пăсăлса таврăнĕ-ши?! Мĕн пулсан та, чĕрĕ таврăнтăрччĕ…

Çапла шухăшласа ларнă çĕрте Оля сăнĕ сасартăк çуталса кайрĕ. Ашра тем калт! тĕртсе йăшаланчĕ пек. Мĕскĕн куккăшне те манса кайрĕ вара çамрăк хĕрарăм.

«Рамаш ачи йăшăлтата пуçларĕ!» — савăнса шухăшларĕ вăл.

Юлашкинчен Радаев сăмахĕпе пурте килĕшрĕç. Совет ĕçĕсене халлĕхе туса пыма уполномоченнăй кирлĕ терĕç. Пĕр çын пирки шантарса хĕрӳ калаçрĕ Антонина Павловна. Ун сăмахне шанса, ун урлă Арланов сăмахне итлесе, уполномоченнăй тума Тимерккене палăртса хучĕç.

Тата икĕ кун иртсен, Арланов, хăй питĕ ăслă та мăнаçлă çын пек, Тимĕрккене ăс вĕрентсе калаçрĕ:

— Асту, Владимир Наумович! Эс халь Замана Тимĕркки мар ĕнтĕ, Осокин юлташ, у-пол-номо-ченный! Глав-но-ко-ман-дующий тенĕ пекех илтĕнет. Нимсĕрех «Замана!» тесе кăшкăрма пăрах. «Бролетарий — на коня» тесе те вырăнлă кăçкăрас пулать.

— Сансăрах пĕлетĕп, — терĕ Тимĕркке, шăл йĕрсе. — Сана та йĕркене кĕртĕп, чăвашла тĕрĕс калаçма вĕрентĕп. Кашнп пăснă сăмахшăн штраф тӳлеттерĕп сана: «çут тинче» тенĕшĕн — вунă тенкĕ, «кăçкăр» тенĕшĕн — вунпилĕк тенкĕ, «чай иçме» тенĕшĕн — çирĕм тенкĕ.

Иккĕшĕ вĕсем, çӳлти кĕпер урлă каçса, каçа хирĕçех Малтикаса çул тытнăччĕ. Арланов Мирски Тимук çыран айне чăмнине курса юлчĕ те юлташне асăрхаттарчĕ.

— Ку батрак ми… мэнле? — халех чĕлхине юсама тытăнчĕ Арланов. — Совет влаçĕн юпи пулма пултарать-и?

— Ку батрак анчахрах тĕрмерен таврăнчĕ, — тавăрчĕ Тимĕркке. — Юпа пулас е «На коня» ларас вырăнне вăл кĕçех Мăрзабай çине утланса ларать ак. Халь Хаяр Макар валли кăмăшка шăршласа çӳрет пуль. Хăйсем вĕретме хăраççĕ.

Мирски Тимук, чăнах та, Чулçырма çыранĕ айне кăмăшка шăршипе аннă. Яла таврăнсан, тĕлĕнсе кайрĕ Тимук: пуянсем кăмăшка вĕретме хăраççĕ иккен. Ялĕпе те пĕр Чахрун Мишшипе Елĕм-Чĕлĕм кинĕ çеç иикамран хăрамасăр вĕретеççĕ-мĕн. Чахрун Мишшипе урăх çыхланас мар, терĕ Мирски Тимук, Праски патне çул тупрĕ.

Шупка тĕтĕм кăларакан турпас çунтарать Праски. Кăмăшка лайăх сăрхăна пуçланă вăхăта мунчана Тимук пырса кĕчĕ. Праски куркана малтан юхнине сăрăхтарса ĕçме хатĕрленнĕччĕ.

— Ытла час килтĕн, Тимук пичче. Хатĕр мар-ха, кăшт уçăлса çӳре, — терĕ Праски, каялла çаврăнса пăхмасăрах.

Тимук хирĕç чĕнмерĕ, мунча алăкне тачă хупса, юнашар ларчĕ.

Праски куркари шĕвеке сыиса ячĕ те:

— Санăн та ĕçес килет пуль, ярса парас-и? — тесе ыйтрĕ.

Мунчара тĕттĕм. Хĕрарăм кăмăшка сыпса ларать. Тимук алли хĕрарăм çурăмĕ çине шăппăн пырса выртрĕ. Праски çуçенсе илчĕ, çавах туртăнмарĕ те, шарламарĕ те. Вара Тимук хĕрарăма вăйпа урайне йăвантарчĕ те ăна çăхан сăхнă пек чуптума тытăнчĕ.

Кăмăшкапа вĕриленнĕ Праски малтанах парăнчĕ пек, анчах тепĕр самантран питне пăркаларĕ те ачаш сасăпа: «Чим-ха, Тимук, малтан эсĕ те сып-ха», — терĕ. Килĕшес пулчĕ Тимукăн, вăл, ĕçме хатĕрленсе, урайĕнче ура тăсса ларчĕ. Праски, ура çине тăрса, курка тулгарчĕ. Унтан вăл мунча алăкне тапса уçрĕ те сасартăк:

— Эс, тĕрме пыйти, мана автан пек таптас терĕн-им! Ав, Емпĕлти Альтука кайса тапта! — терĕ; хăй Тимука куркари сивĕнсе çитмен шĕвекпе питрен сапрĕ.

Ун пек-кун пек пуласса кĕтмен «автан» питне шăлса та ĕлкĕреймерĕ — Праски мунчаран чупса та тухрĕ.

— Тĕрĕс каланă çав Мирски Тимук тесе! Пăх-ха ăна! Мана та килсе çулăхрĕ. Эп Емпĕлти Альтук мар. Кирлĕ пулсан, çамрăккине тупăп…  — мăкăртатрĕ самаях ӳсĕрĕлепуçланă Праски.

Сăрхăнакан кăмăшкипе антăхнă «автанне» çаплипех пăрахса хăварчĕ вăл, хăй Кĕтери патне кайса мухтанас терĕ.