Выбрать главу

Юлашки сăмахĕсене Ильин сассине пусарса, пăшăлтатса каларĕ. Хăй вара кăкăрне тьиса, кахлатса ӳсĕрме пуçларĕ.

Ун «секречĕ» тĕлĕнтерчĕ Трашука. Уком секретарĕ Тихон Ильич çамрăксем валли кĕнеке çырать иккен. Çавăнпа вăл çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр кабинетра пĕччен ĕçлесе ларать. Унăн тепĕр вăрттăнлăхне Трашук урăх çынран пĕлчĕ.

«Ильин юлташ нумай пурăнаймасть пуль. Упке чирĕ çиет ăна», — терĕ Безрукова Трашукпа ĕç пирки калаçнă чух.

Ильин паян пушшех Горький санлă куранчĕ Трашука: пичĕ путăк, сăнĕ салхуллă.

«Пурăнас кунĕсем пĕтсе килеççĕ пулин те, хăй çавах çыншăн, халăх малашлăхĕшĕн çунать… » Трашукăн пур ĕçре те ун пек пуласси килчĕ.

Йĕкĕт йĕрĕхĕсем

Хăйне курман чух Сафошăн тунсăхламасть Трашук. Хăй астутармасан, чĕнмесен — ун патне кайма кăмăлĕ те ытлах туртмасть. Хĕре курсан çеç унăн вылянчăк ялтăркка куçĕсен тыткăнне лекет.

Сафона: «Юратап», — тесе тĕрĕснех калать Трашук. Курман чух вара юратнипе юратманнине хăй те пĕлмест. Аптранă енне, йĕкĕт ăна Наçтукпа танлаштарса пăхать. Наçтук сăнпа Трашукшăн çеç хитреччĕ. Вăл енчен Наçтука хула хĕрĕпе танлаштарма май.çук. Сафона Çимун та «хитре майрасен» шутне кĕртет. Вĕренни енчен пăхсан, ялти пуян хĕрĕ хулари мещен хĕрне парăнсах каймĕ: улт-çичĕ çул вĕреннĕ, гимназире те вĕренсе курнă, кĕнеке те нумай вуланă. Астăн енчен илсен, Мăрзабай хĕрĕ темле Сафоран та ирттерĕ.

Наçтука мĕншĕн юратнине пĕлмест Трашук, анчах ăна юратмаллах юратнăччĕ вăл. Курман чух — тунсăхласа касăлнă, курнă чух — ăна пырса тĕкĕнме мар, сăмах чĕнме те именнĕ.

«Пуçпа та, юнпа та мар, хĕре чĕрепе, кăмăлпа юратни çеç юрату пулать пуль вăл», — тесе шухăшлакан пулчĕ Трашук. Çак шухăш Çимунсем кайсан тин çирĕплене пуçларĕ. Çимун сăмахĕ те пăртак пулăшрĕ пуль аптранă йĕкĕте.

Малинин килсен, Çимуна систермесĕрех, Трашук Улькин хĕрне ĕçе вырнаçтарчĕ.

Çимунпа Анук вăл мĕн хăтланнине сиснĕ ĕнтĕ, çапах шарламан, хăй каласса кĕтсе пурăннă. Кĕтсе илеймен. Уйрăлас умĕн çеç вăрттăнлă-кĕрттĕнлĕ хăтланакан йĕкĕтпе ятарласах калаçрĕ вара Çимун.

Çимун калаçнă чух Трашукăн хăлхисем те хĕрелсе кайрĕç. Ашкăнчăк ача пек шăпăрт кăна итлесе ларчĕ вăл. — Ватăлнă хĕрсем халь такама çаклатма та хатĕр, — терĕ çавăн чух Çимун. — Улькин хĕрне юриех хурласа каламастăп. Хурлас тесен, хурлама та пулать. Сăн пирки мар. Хитре хĕр ĕнтĕ, пупĕрех пĕрне-пĕри юрăхлă çынсем мар эсир. Вăл, буржуйка мар пулин те, мещанка. Ун йăлисем сана килĕшмĕç, сан хăтланчăкусем ăна кӳрентерĕç. Халлĕхе пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсене курмастăр, каярах йăл сана «некультурный, деревенщина, мужик» тесе хăрта пуçлĕ. Вăл кăна мар. Хĕрарăм арçынран пăртак çамрăкрах пулмалла. Сан мăшăру пулас хĕр çитĕнмен-ха, таçта ашшĕ килĕнче ӳсет халь…

Трашук шарламарĕ. Çимун кăшт шăпланса утса çӳрерĕ, унтан, çамрăк тусĕ çине пăхмасăр, хăй тĕллĕн калаçнă пек, малалла сăмахларĕ:

— Çамрăкрах пулмин — тантăш пултăр. Ку вăл санран нумай аслă. Эп каччă чухнех çитĕннĕ хĕрччĕ вăл. Ăна Чулçырмара такам та пĕлет. Сана ирĕксĕрлеместĕп. Асăрхаттарап çеç, хам тивĕçе тăватăп. Халь хулара пĕччен юлатăн. Пиччӳ вырăнне калатăп. Хулари пурнăçшăн ытла çамрăк эс…

Мулла Анукĕ те уйрăлас умĕн хăй сăмахне вăрттăн каларĕ. Урапа çине ларсан, Трашука тепĕр хут чĕнсе илчĕ те хăлхаран пăшăлтатрĕ:

— Арлăх туртăмĕсене майрапа пусарсан та пырĕ, авланас тесен вара — чăваш хĕрне савăнтар. — Çапла каларĕ те, туртари лашана шартах сиктерсе, ахăлтатса кулса ячĕ.

Тата пĕр сăмах каларĕ Çимун Трашука:

«Асту, ылтăн çĕрĕ вырăнне йĕс çĕрĕ ан туян. Хулара ял çыннисене улталакан хитре япаласем нумай. Хитрелĕхĕ те, пахалăхĕ те суя вĕсен», — терĕ.

Сисрĕ Трашук: ку сăмаха та Çимун Сафо пиркиех юптарса каларĕ.

Пĕччен юлсан, хытă шухăшларĕ йĕкĕт Çимун сăмахĕсем пирки. Сафо унран чылай аслă пулнине вăл хăй те сисе пуçланăччĕ. Анчах уншăн кулянмарĕ вăл. Культура тĕлĕшĕнчен вĕсем хушшинче пысăк уйрăмлăх пулни те ăна аптратмарĕ. Вăл енчен Сафопа кайран та танлашма пулать. Суя хитрелĕхпе пахалăх пирки калани вара шăп тĕле лекрĕ.

Унччен хушăран кăна тапранкаланă шухăш халь йĕкĕт пуçне пĕтĕмпех çавăрса илчĕ.

Сафо хăй те илемлĕ, тумĕ те хăтлă. Ун таврашĕнчи япаласем те хитре. Янравлă сăвăсем вулать, йăпатакан юмах ярать. Анчах темле суялăх пур çав хитрелĕхре. Мĕн вăл? Хитрелĕхе пысăклатни, çука пур тума тăрăшни мар-и? Ятне кăна илер-ха. Хăй Софья ятлă. Ачашшăн калас тесен, Соня темелле. Темшĕн хăй валли вал суя ят тупнă. Тата каччин чăн ятне те пăсрĕ.

Пĕррехинче тата: «Вĕт-шакăр ачасене юратмастăп», — тесе тĕлĕнтерчĕ. Хĕрарăм хĕр чухне те ача-пăчана юратать. Ача тени тĕнче илемĕ вăл. Хитре япалана юратать, хитре тавралăха юратать, хитре сăвă юратать, чăн хитре чĕрчуна вара — юратмасть. Трашука «юратап» тенĕ чух та суймасть-ши вăл? Тен, ниме те мар, хăйне кăна юратать пуль…