Выбрать главу

— Чипертерех пул. Эп саншăн алă пуснă. Ман сăмаха итлес пулать ĕнтĕ сан, — терĕ Трашук, мăнаçланса.

— Мĕне пелтерет вăл, алă пусни? Эп татах кăмăшка вĕретсен, сана тĕрмене лартаççĕ-и? Апла пулсан эпĕ мар, эс ман алла лекрĕн-ха, — йĕкĕлтерĕ каллех Праски.

Вара Трашукăн та хуйхăрма пĕлмен çамрăк хĕрарăмпа пĕрле кулмалла пулчĕ. Çавах вăл хĕрарăм кăмăлне тепĕр еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ, хăй ним пĕлмен пек, упăшки пирки ыйтса тĕпчерĕ.

— Упăшкапа пурăнаймарăм çав, — кăшт хурланнă пек пулчĕ Праски. — Хăй çут тĕнчере пурнасшăн пулмарĕ, таçта кайса чикрĕ пуçне. Аван мар хут килчĕ. Халь яла та тăруках таврăнмастăп ĕнтĕ, Самлейне кайса кăшт пурăнатăп. Елĕм-Чĕлĕм хуняçам: «… ĕçĕн… инĕм тĕрмере ларать», тесе макăртăрах пăртак.

Трашук халлĕхе хăйĕн хваттерне леçсе хăварчĕ Праские. Еçрен таврăнсан, Самлейсен хваттерне шыраса тупас тенĕччĕ вăл. Шухăшланă пек пулмарĕ. Хăй станцири клубра пулнипе килне ытла каçа юлса таврăнчĕ. Хăни кунтан ниçта та кайма шухăшламасть иккен. Урай çуса, хусах йĕкĕтĕн пӳлĕмне тирпейлесе, хăй мунча кĕрсе, апат пĕçерсе кун ирттернĕ вăл. Ыран Трашукăн кĕпи-йĕмне çума хатĕрленет-мĕн.

Пирвайхи каç хăнана кравать çине вырттарчĕ хуçа. Хăй валли урайне сарчĕ. Тепĕр каç аплах пулаймарĕ.

— Эс каллех урайĕнче йăваланса выртас тетĕн-и? Хăвăн вырăну çине хăвах вырт, эп урайне сарăп. Пĕр каç хăна пулни те çитĕ, — терĕ Праски, çывăрма вăхăт çитсен.

— Тух, эппин, эп выртам, — килĕшрĕ йĕкĕт.

Саланса утиял айне кĕрсе выртсан, Трашук хăлхине Праски коридорта такампа вырăсла калаçни илтĕнчĕ.

— Эс тĕрмере вырăсла пĕлместĕп тенĕччĕ. Халь такампа чиперех калаçрăн вĕт. Апла, лере суйрăн пулать? — терĕ вăл, Праски пӳлĕме таврăнсан.

Çамрăк хĕрарăм, лĕх-лĕх кулса, куçне вылятрĕ, Трашук çине çăтса ярас пек пăхса илчĕ. Пăртак вăхăт иртсен, темшĕн:

— Эп Самлей хĕрĕ вĕт, — тесе хучĕ.

«Ма апла кăларĕ-ха ку? Мĕне пĕлтерет вăл? Ялта Самлей хĕрĕсем ясар тенине илтнĕччĕ, çавăнпа калать-ши? Вырăн сармасть-ха. Манпа юнашар выртма шухăшламасть-и вăл? Тепĕр тесен тата мĕнех вара? Ялти хĕрсемпе яшсем улахсенче пĕр вырăн çинех выртаççĕ. Калаçса выртаççĕ те нимсĕрех çывăрса каяççĕ… Анчах унта темиçе мăшăр юнашар сарса выртаççĕ çав, кунта вара эпир иккĕнех… Эй, ухмах, мĕнрен хăраса ӳкрĕм-ха тата? Каччи эпĕ-ха, вăл мар… »

Çапла шухăшласа выртнă май Трашукăн куçĕсем те хупăннăччĕ пулмалла — вăл çутта хăçан сӳнтернине те сисмерĕ. Вырăн сарни те илтĕнмерĕ. Праски çывăхра пăшăлтатни çеç илтĕнчĕ…

Ирхине вĕсем пĕр вырăн çинче, пĕр вăхăтра вăранчĕç.

— Тăма та вăхăт çитнĕ. Эс куçна хупса вырт, эп тăрам, — терĕ Трашук именчĕк сасăпа.

— Хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕринчен унччен вăтанаççĕ, кайран вара кун çутипе те вăтанмаççĕ, — терĕ Праски, йĕкĕте чуптуса. — Летчик-Миккаран Кĕтери хăтарчĕ мана, Мирски Тимука хам парăнмарăм. Санран турă амăшĕ те хăтараймарĕ. Эп сан çумна кĕрсе выртиччен малтан турă амăшне кĕлтуса пăхрăм. Пулăшмарĕ…

«Сана манран мар, мана санран хăтараймарĕ çав», — шухăшларĕ йĕкĕт хăйне хăй тăрăхласа та, сивлесе те.

Сафо та аса килчĕ:

«Хайхи сăлтав тупăнчĕ ĕнтĕ. Текех ăна куçран пăхаймăп. Сăмах татнă кун килте пулманшăн çилленсе пурнать пулĕ ĕнтĕ халь… »

Çапла шухăшларĕ Трашук. Ентĕ лăплана та пуçланă-ччĕ, анчах пĕр кĕтмен çĕртен ăна хуçа майри сехĕрлентерсе пăрахрĕ. Каччă Праские ăсатса таврăнсан, вăл:

— Арăмăр сирĕн хитре те ĕçчен, савăк кăмăллă, — терĕ.

Тĕлĕнсе кайнă «комиссар» хирĕç чĕнессе кĕтсе тăмасăр, вăл анратса яракан хыпар пĕлтерчĕ:

— Халь кăна пĕр хĕрарăм килсе кайрĕ, сирĕн пирки ыйтрĕ. Арăмне ăсатма кайрĕ, терĕм…

— Мĕнле хĕрарăм, кам? — чĕлхине аран çавăрса ыйтрĕ Трашук.

— Паллаймарăм. Вуальне çĕклемерĕ…

Мăнтăр купца майри суя тĕнчене çапла пĕр сăмахпа пĕтерсе лартрĕ. Иртнине халь тавăрас тесен те тавăраймăн.

Кĕçĕр Трашук Сафо патне пысăк çыру çырчĕ. Çырăвĕнче: «Ман арăм çук. Хуçа майри, пĕлменнипе, ирĕксĕрех суйнă», — терĕ вăл унта. Çав вăхăтрах çырăвне ĕмĕрлĕхе уйрăлакан çын пек çырчĕ. Суя илемлĕхе юратакан хитре хĕрĕн кăмăлне майлăрах пултăр тесе, çырăвне çаила вĕçлерĕ.

«Паллашнă чух эсир мана пĕр сăввăн варринчи пайне çеç каларăр. Эп сире Блок сăввин пуçламăшĕпе пĕтмĕшне астутарам:

Не призывай и не сули Душе былого вдохновенья. Я — одинокий сын земли, Ты лучезарное виденье. Земля недвижна, ночь бледна. Не жди былого обаянья: В моей душе отражена Обитель страха и молчанья».

Çырнă çырăвĕ темиçе кун сстел çинче тусанланса выртрĕ. Ирĕксĕрех Кĕтери сăмахĕсем аса килчĕç: «Çыру çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма иĕлместĕн». Наçтук патне çырнă та çурнă хутсем те аса килчĕç. Укĕнчĕ халь йĕкĕт хăйĕн туйăмне хĕре вăхăтра систерменшĕн. Халĕ ним тума та çук ĕнтĕ.