Выбрать главу

«Иртсе кайни каялла таврăнмасть çав», — хурланса шухăшларĕ вăл.

Мĕн иртсе кайнăшăн хурланнине вăл хăй те путлĕн чухласа илеймерĕ.

Кĕрхи каç

Сахар таврăнмарĕ. Лисук, çамрăк хĕрарăм пек, каллех салтак арăмĕ пулса тăчĕ. Халь килте, туса пĕтермен кил-çуртра, тăр-пĕччен юлчĕ вăл. Верук хăнана килнĕччĕ. Вăл ашшĕне курса юлаймарĕ, пăртак пурăнчĕ те Тараса хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.

— Марье кинемей тунсăхлаиă, Тараса илсе килме хушрĕ, — терĕ.

Кăнтăрла ĕç нумай. Хĕл каçма лайăхрах хатĕрленес пулать. Пир пĕветсе, Тарас валлн кĕпе-йĕм çĕлемелле, пусма тавар лавккана килет пулсан та — илме укçа çук. Лисук кунĕпе е килкартинче, е пӳртре мĕшĕлтетет, каçсенче вара, хăй çутмасăр, пĕчченех куççуль юхтарса, сасăсăр хӳхлесе ларать. Лешеккинче ватăлнă хĕрсем хурланса юрлани илтĕнет. Майра хĕрĕсем улах ларсах каймаççĕ, кĕркунне те урама тухаççĕ. Каччисем çук вĕсен, вăрçăра.

«Мăнтарăн хĕрĕсем! — вĕсене те шеллесе хуйхăрать Лисук. — Качча каймасăрах талăха юлтар. Эх, самани-самани! Арçын юн тăкать, хĕрарăм куççуль юхтарать… Йăпанма пĕчĕк ача пулинччĕ, — каллех хăй пирки шухăшлать вăл. — Юлашки хĕрача та пулин пурăнмарĕ… Юлашки пулчĕ çав вăл. Усрав ача тупса илес мар-ши пĕрех хут?..»

Хĕрарăмăн иксĕлсе пĕтмен туйăмĕ тăлăх чĕрен суранне пушшех араслантарать. Тарас кайсан, Лисук чĕри тата хытăрах касăла пуçларĕ.

Пĕрре çапла каçхине Лисук, хăй çутмасăр, хуйхăрса, хӳхлесе ларнă чух пӳрте такам килсе кĕчĕ, чăвашла:

— Ман килес, анне! — терĕ.

Лисук çанçурăмĕ çӳçенсе илчĕ, вăл сăмах чĕнейми пулса кайрĕ.

— Пĕчченех-и, анне? Тараска таврăнмарĕ-и? — халь сасă тĕпелтех илтĕнчĕ, урай хăми те чĕриклетрĕ. Лисук тинех тавçăрса илчĕ: Оля! Хĕрарăм чĕрине чăвашла та, вырăсла та каланă «анне» сăмах çемçетсе ячĕ.

Оля хăй çутма хушмарĕ. Вăл Рамашăн тăван мар амăшĕ çумне юнашар пырса ларчĕ.

— Пурăнмаллах килтĕм… Рамаш çулĕие тӳрех каçрăм. Ыран япаласене лашапа илсе килеççс. Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Тахçанах каçмаллаччĕ те, анне ямасăр тăчĕ. Халь хăех ăсатрĕ. «Кай, эппин, тăхлачă пĕчченех юлнă, эпир хуть сансăр та виççĕн юлатпăр килте», — терс.

Оля вырăсла калаçать. Лисук — чăвашла. Çапах вĕсем пĕрне-пĕри лайăх ăнланаççĕ.

Автансем авăтичченех калаçса ларчĕç çамрăк салтак арăмĕпе ватă салтак арăмĕ. Çывăрма выртас умĕн Оля Лисук аллине тытса хăйĕн хырăмĕ çине хучĕ.

— Раштавсем иртсен асанне пулатăн, — терĕ вăл.

Пурнăçра хуйхăпа пĕрле савăнăçĕ те çӳрет çав. Текех анне пулаймĕ Лисук, асанне пулма тивĕçех вара. Усрав ача шырама та кирлĕ мар иккен.

Оля çĕнĕ çĕрте выртсан та тӳрех çывăрса каяймарĕ. Савăнăçне çеç каларĕ-ха вăл хунямăшне, хуйхине каламарĕ. Хуйхи те пур çав: Рамашран çыру килми пулчĕ.

Паян яла çул ман Илюша кĕрсе тухрĕ. Вăл ялта çулталăк ытла пулмаи, хăй çава. х таçта васкать. Дезертирсене тытма хушнă иккен ăна. Улшăннă Илюша, хаярланса кайнă. Кăнтăр фронтне Деникиппа çапăçма каясшăн пулнă вăл, анчах унта ăна яман. «Эс партизан пулса вăрманта пурăннă. Халь вăрманта дезертирсем тарса пурăнаççĕ, Совет çыннисене вĕлереççĕ. Çав усалсен йăвине шыраса туп», — тенĕ штабра. «Тупатăп, пĕрне те чĕрĕ хăвармастăп. Персе вĕлеретĕп», — тенĕ Илюша.

— Сана хăвна пеме право паман пуль-ха? — ыйтрĕ унран Оля.

— «Только в перестрелке», терĕç штабра. Перестрелка тăвап эп вĕсене! Пурне те хирсе тăкăп. Кам мана пырса тĕрĕслĕ унта, — терĕ Чугунов, шăлне шатăртаттарса.

Хаярланнă Илюша. Оля Рамаш пирки пăшăрханса калаçнине илтсен, кăмăлпа пăртак çемçелчĕ пек. Оля çумне пырса ларчĕ, шӳтлеме пăхрĕ.

— Мана юратмаллаччĕ сан, Олюша, — терĕ вăл. — Сывлăх енчен ăраскаллă эп, пульăсем тивмеççĕ мана, тивсен те вĕлермеççĕ, ӳте шăтараççĕ кăна. Виç хутчен суранлантăм — аптрамарăм. Рамаш темле паттăр ĕçре, темле хăрушлăхра пулсан та, пуля лекменччĕ, хĕç касманччĕ ăна. Орденоносец вăл. Пуля шăйăрмасть ăна, лексен — е чĕрине, е пуçне шăтарать. Мĕншĕн тесен телейлĕ вăл, юратура телейлĕ. Телейлĕ çын иурнăçĕ вăрăм пулмасть. Ман пек ăраскалсăррисем çĕр çул пурăнаççĕ…

— Эс ма апла калатăн? Пĕр-пĕр начар хыпар пĕлместĕн-и, Илюша? — шуралса кайрĕ Оля.

Илюша каллех те шӳт турĕ, те кĕвĕçрĕ:

— Хыпар? Мĕнле хыпар? Сана курнипе ăсран кайрăм пуль? Рамаш пулмасан, Оля мана юратма пултаратчĕ, тесе шухăшланăччĕ… Хыпар пĕлекен çын мар эп, Оля. Штабсем хыпар каламаççĕ мана, приказ пама çеç пĕлеççĕ.