Выбрать главу

Илюша сăмахĕсене аса илсе, тарăхса, аптраса выртать ыйхă çухатнă Оля.

«Ма апла калаçрĕ-ши Илюша? Кевĕçет-шн е… чăнахах Рамаш телейне ăмеанать-ши? Е тата, чăнах та, Рамаш пирки усал хыпар пĕлет-ши?..»

Шурăмпуç палăрнă çĕре Лисук Анук ĕнине сума тăчĕ.

Ма савăк туйăмпа вăранчĕ-ха вăл паян? Çавăнтах астуса илчĕ: Оля пурăнмалла килчĕ. Тата вăл часах асанне пулать! Тарас кравачĕ патне пырса, вăл хальтерех çывăрса кайнă çамрăк кинĕ çине пăхса тăчĕ. Унтан ăна тепĕр утиялпа витрĕ те, урай хăми чĕриклетесреи асăрханса утса, пӳртрен тухрĕ.

«Тарас аппăшĕ патĕнче уйăх пурăнсан та аптрамăп ĕнтĕ, халь пĕччен мар», — шухăшларĕ Лисук «çичсакпа» витре йăтса аннă май.

Анчах Тарас Якалĕнче уйăх пурăнмарĕ. Уйăх мар, эрне те тăмарĕ. Çутăлса çитессе кĕтмесĕрех, вăл килне, вуникĕ çухрăма, çуранах тухса чупрĕ. Тахçан-тахçан хĕвеле вупăр çинĕ чух ун ашшĕ çак çулпах макăрса чупнăччĕ, Тарас макăрмасть. Хушăран куççуль шăпăртатса тухнине те сисмест вăл. Кăшт чарăнса, питне çаннипе шăлса илет те татах чупать.

Тул çутăлса çитрĕ ĕнтĕ. Те ывăнса ӳкнипе, те пуç кăшт йĕркене кĕре пуçланипе, Тарас чупма чарăнчĕ. Пĕр самант шухăшласа тăчĕ:

«Аппана та каламарăм. Каялла таврăнас мар-и? Выртмари ачасем калĕç-ха, кукка лашисене те çавăтса таврăнĕç. Хут киличчен пырса çитесчĕ: Антонина Павловна урлă почтальона систерес: Олк ячĕпе хут килсен, ан патăр хутне. Хам ятпа килнине хамах илĕп».

Пĕр чупса, пĕр утса васкать Тарас. Мĕн пулнă-ши ăна? Хĕвеле те, уйăха та мар, Тарасăн хальччен хура-шур курман чĕрине вупăр çиет халь. Çуркунне, Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче тупăсем кĕрленĕ чух, пĕчĕк ача пек кунĕпех макăрчĕ вăл. Халь макăрма та пĕлмест. Унăн чĕри типĕ хуйхăпа касăлакан пулнă.

Якалĕнче Тарас аппăш патĕнче мар, Темен куккăш патĕнче пурăнчĕ, куккăшне вăрçтарчĕ, Марье кинемее савăнтарчĕ. Каçсерен куккăшĕн икĕ лашипе выртмана çӳрерĕ вăл.

Тĕрĕссипе каласан, чăн-чăн куккăшĕ Тарасăн çук та. Амăшĕ унăн тăлăх-турат пулнă. Чулçырмари куккăшсем — амаçури енчен, Темен куккăш — асламăш енчен. Ашшĕ енчен тачă хурăнташ çук. Тарас çавна пĕлмест мар, лайăх пĕлет. Пĕррехинче вăл таврари хурăнташсене пурне те хут çине çырса илчĕ. Кам хăш енчен, мĕн таран хурăнташ пулнине ашшĕне тĕпчесе тĕрĕслерĕ. Мĕн тесен те, Темен куккăш чи çывăх хурăнташ пулса тухать.

— Чи çывăх хурăнташу сан вырăсра ĕнтĕ халь. Ольăран çывăххине тупаймăн. Çӳлти сыпăкра мар, аялти сыпăкра шыра хурăнташна. Ольăн ачи сан чи çывăх хурăнташу пулать ак, — терĕ ашшĕ, Тарас списокĕнчен кулса.

Оля пирки ашшĕсĕрех пĕлет-ха Тарас. Вăл унпа ашшĕнчен маларах паллашнă та, туслашнă та. Халĕ ашшĕ-амăшĕ енĕпе хурăнташ çукки хăртать ăна. Асатте енĕпе те çук, асанне енĕпе кăна. Çавăнпа Тарас Темен куккăшне курасшăнах пулчĕ. Ана юратма та тăрăшрĕ вăл, икĕ кун кунĕпех юратса пурăнчĕ, виççĕмĕш кунне пиччĕшĕн сăмахне ирĕксĕрех аса илчĕ: «Чăнахах та, Тĕве кукка иккен», — терĕ. Куккăшĕнчен писрĕ Тарас, уншăн выртмана та çӳремĕччĕ, анчах Марье кинемей пур вĕт-ха. Шухăшласа пăхсан, тăванлăх енчен ют çын вăл. Асаннен кинĕ çеç, хăй çапах темле тăванран та тăванрах.

Рамаш Темен куккăшне мĕнле «арестлени» çинчен те каласа култарчĕ Тараса ырă карчăк. Ялта пĕлтĕр пулса иртнĕ ĕçсем пирки те ачапа мăн.çынпа калаçнă пек калаçрĕ. Çав Марье кинемейшĕнех Якалĕнче тем чул пурăнĕччĕ Тарас, пурăнмалла пулмарĕ çав.

Тарас Якаль ачисемпе хăвăрт наллашрĕ. Кĕлеткепе вунвиççĕри ача вӳнпиллĕкри пек курăнать. Якаль ачисем, чăвашсем те, вырăссем те, хавас йышăнчĕç ăна. Нумайăш пĕлтĕр ун пиччĕшне курса юлнă. Рамаш пирки пĕр-пĕрин умĕнче ăмăртсах тĕрлĕ легендăсем каласа пачĕç, Тараса хăйне «Трибунал шăллĕ» тесе чĕне пуçларĕç.

Кĕçех Тарас выртмана çӳрекеи «кавалеристсем» хушшинче «командир» пулса тăчĕ.

Самлей енчи вăрманти Вăрăм уçланкăна Якаль ачисем выртмана çӳреми пулнăччĕ. Унта выртмари ачасене çĕрле темле усал çынсем пырса тапăнаççĕ, тет.

Тарас те ĕненмерĕ, те хăйĕн паттăрлăхне кăтартас терĕ, — хăй пек харсăр юлташĕсене çавăнта ертсе кайрĕ.

Лашисене тăлласа ячĕç ачасем, хăйсем, кăвайт хурса, улма пĕçерчĕç те вут тавра юмахласа ларчĕç. Тарас темиçе хут та лашасене кайса тĕрĕслесе килчĕ. Уçланкăрах сиккелеççĕ-ха вĕсем, таçта вăрмана кĕрсе каймаççĕ, уçланкăри курăк тутлăраххине хăйсем те пĕлеççĕ.

Ачасем çывăрса кайрĕç. Тарас, çывăрма хатĕрленнĕскер, вут сӳнсе ларасса кĕтсе выртрĕ.

Çав самантра Самлей енчи вăрман хĕрринче сасă илтĕнчĕ. Тарас ура çине сиксе тăчĕ. Вут умне икĕ юланут çывхарчĕç. Пĕри лаша çинчен анчĕ. Тепри, пĕр ача çывăрманнине курсан, йăвашшăн:

— Ан кăшкăр, ан хăра гшртен, — терĕ. — Сире тивместпĕр, пире лаша мар, апат кирлĕ. Юлташусене ан вăрат. Апат пур-и?