Выбрать главу

Тарас калаçакан çыннине палларĕ те, тĕлĕнсе, сăмах чĕнейми пулса кайрĕ. Лаши çинчен анни çав хушăра ачасен хутаççисене тустарса тухрĕ, ачасем çисе ярайман улмана кĕсйине пуçтарса чикрĕ.

— Санька! Мĕн туса çӳретĕр эсир кунта? Хĕрлĕ Çарта апат памаççи сире? — çывхарчĕ Тарас юланут патне. — Кăнтăрла яла килĕр. Çăкăр, аш, кĕрпе парса ярăп.

— Спасибо, Тарас, — палларĕ Санька та Тараса. — Кăн-тăрла çӳреме юрамасть пире. Эпир вăрттăн отрядра. — Вăл темшĕн кулкаласа илчĕ. — Эс ма Якальне килтĕн? Асту, ялта мана курннне никама та ан кала. Хăвăртрах, Васька, мĕн мĕшĕлтететĕн унта? — юлташне васкатрĕ Санька.

«Васька. Фальшин вăл! Ун пирки Оля вăрмана тарнă тесе каланăччĕ. Санька та унпа пĕрле. Акă мĕнле вăрттăн отряд вĕсен», — тавçăрса илчĕ Тарас. Вăл сасартăк вырăнтан хускалчĕ те тапраннă юланутсем хыççăн чупрĕ.

— Санька-а! Чим-ха, — тарăхса кăшкăрчĕ Тарас. — Эс дезертир вĕт. Таврăн. Пурпĕрех тытаççĕ сире, персе вĕлереççĕ. — Ку сăмахсене Тарас, Васька ан ăнлантăр тесе, юриех чăвашла каларĕ. Санька чарăнса тăчĕ, юлташне чарăнма хушмарĕ; вăл, чеерехскер, вăрманти вăрттăн пурнăçра пуян ачине хăйне пăхăнтарма та пĕлнĕ.

— Эх ты, Тарас! Аçта маларах вĕлереççĕ, çавна пĕлместĕн çав эс. Молокосос! Сана кзлас мар тенĕччĕ. Мана дезертир тесе хăртнăшăн калам, эппин. Сан пиччӳ крышка, капут пулнă. Çук пиччӳ. Был и нет. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут пулнă. Чапай тоже капут, был и нет. Кĕçех сире те, камунсене…

Юлашкинчен Санька намăс сăмах каласа ихĕрчĕ те лашине Васька хыççăн сиктерчĕ.

Тарас сасартăк вăйсăрланса кайрĕ, вăрахчен вырăнтан та хускалаймарĕ. Кăвайт патне таврăнсан, Тарас çĕрĕпе чăлăм куç хупмарĕ:

«Тĕрĕс каларĕ-ши Санька е хăйне дезертир тенĕшĕн çеç вĕчĕрхенсе суйрĕчпи? Эп ăна хĕрхенее каларăм… Усал çын вăл Санька. Суйма ăста. Суйрĕ пуль. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут темен пулсан, ĕненме те пулĕччĕ. Суять».

Тем те шухăшларĕ Тарас çĕр хута. Шухăшĕ вара çаплах пиччĕш тавра явăнчĕ.

Пиччĕшĕ хăйпе хăçан мĕн калаçнисем, Пасарлă ялти савăк кунсем аса килеççĕ. Тарас кăшт çеç астăвать: Наполеона çĕнтернĕренпе çĕр çул тултарнă кун уяв пулчĕ. Яп-яка, вăрăм-вăрăм юпа тăррине никам та хăпараймарĕ. Рамаш хăпарчĕ, юпа тăрринчен çап-çутă пушмак илсе анчĕ. Кустăрма пек кусса çӳренĕшĕн пурçăн тутăр пачĕç.

Шăна пуçланипе Тарас çĕнĕрен вут чĕртсе ячĕ, пиччĕш хăçан мĕн çырнисене йĕркипе аса илме тăрăшрĕ…

Рамаш çыру çырсах тăчĕ — Лешеккине те, Чулçырмана та. Киле Тарас ячĕпе çырать: пурпĕр атте килте нумаях пурăнаймĕ тенĕ пуль çав…

Оля, çыру илсен, Чулçырмана каçать. Анчах вуламасть вăл Рамаш çырăвне, хыпарсене сăмахпа çеç кĕскен каласа парать. Тарас тĕлĕнет. Çырăвĕ пысăк, темиçе листа, хыпарĕ виç сăмахран ытла мар.

«Мĕн çырнă-ши пичче инке патне çавăн чул хут хуратса? Ма инке пичче çырăвне пĕтĕмпех вуламасть?» — шухăшлать Тарас.

Инкĕшĕнчен çавăн пирки ыйтма хăяймасть вăл, ашшĕнчен ыйтса пăхрĕ. Ашшĕ йăл кулчĕ те:

— Тата виç-тăват çултан хăвах пĕлекен пулăн ăна, — терĕ.

… Хĕвĕшеççĕ, вĕреççĕ шухăшсем ача пуçĕнче, анчах ăçталла пăрăнсан та каллех дезертнрăн усал сăмахĕсене аса илтереççĕ.

«Сан пиччӳ крышка, капут пулнă… »

Выртмаран таврăнсанах, киле кайма шухăш тытрĕ Тарас. Тен, унта çыру килмен-ши?..

Кĕрхи каç вăрăм, çавах вртсе кая пуçларĕ вăл. Вĕчĕрхенсе, ывăнса çитнĕ ача кăшт выртса тĕлĕрес терĕ. Çук, кĕрхи хура каç иртмен иккен-ха…

Шурăмпуç палăрнă çĕре Тарас вута юлашки вут-шанкă пăрахнăччĕ, çулăм çĕнĕрен ялкăша пуçланăччĕ. Çав вăхăтра ял енчен тепĕр юланут кустарса килчĕ. Вут умне çитсен тин, юланутçă хура урхамахне, сасартăк чарса, чĕвен тăратрĕ. Тарас вĕриленнĕ лаша айĕнчен аран пăрăнса ĕлкĕрчĕ.

— Асăрхан, ухмах! Ачасене ан тапта! — кăшкăрчĕ вăл.

— Таптамастăп, Тарас, ан хăра. Сана выртмасем тăрăх шыраса килтĕм çакăнта. Эс мана курмастăн, эп сире кăвайт çутинче пурне те курап. Ухмах тенĕшĕн таптасан та юратчĕ пуль те, юрĕ ĕнтĕ, — терĕ юланутçă; çăварлăха кăшласа тулхăракан лашана лăплантарма тăрăшрĕ.

Вут çывăхĕнче хура урхамах та, шĕвĕр çĕлĕклĕ юланутçă та куçа лайăх курăнакан пулчĕç.

— Илюша! Эсĕ вĕт?! — макăрса ярас пек хавасланса кăшкăрчĕ ача.

— Эпĕ, Тараска, эпĕ. Атя-ха, пăрăнар аяккалла. Атту сан кавалеристсем вăрана пуçларĕç, ав, — терĕ те Илюша, хура урхамахне каялла çавăрчĕ.

— Эс, мĕн, Тарас, часовой пултăн-им, тутлă ыйхă вă-хăтĕнче те çывăрмастăн? — терĕ вăл, пăртак аяккалла кайса, лаши çинчен ансан.

Тарас ăна çĕрлехи юланутсĕм çинчен каласа пачĕ. Васькăпа Санька ячĕсене илтсенех, Илюша тарăхса кайрĕ.

— Эх, ухмах, тăм пуç! — çилĕллĕн кăшкăрчĕ вăл. — Якалĕнче канма кирлĕ марччĕ пирĕн, сана та ирхине мар, каçранах шырамаллаччĕ. Ухмах çав эс, Чугунок!