Тарас Илюшăна Санька пĕлтернĕ хăрушă хыпара та, Рамашран çыру килменни пирки те, хăй пăшăрханнипе çĕрĕпе çывăрманни çинчен те каласа пачĕ. Лешĕ вара пушшех хĕрсе кайрĕ, ачаран вăтанмасăрах, Санькăран та ирттерсе, пӳтсĕр сăмахсем каласа кăшкăрашрĕ.
— Кăтартăп эп вĕсене «капут!» — чышкипе вăрман енне юнарĕ вăл юлашкинчен.
Тарас, çак кăра çилĕллĕ вырăса нуçласа курна пек, тĕлĕнсе кайрĕ. Пĕлтĕр ялти пăлхав вăхăтĕнче паллашнăччĕ унпа Тарас, ун чух лайăх астуса юлчĕ пек вăл пич-чĕшĕн тусне. Пĕлтĕрхи пек мар халь Илюша, чăнах та, темле «Чугунок». Ун сасси те улшăннă. Сăнĕ темĕскер те пер каласа вăрçнă чух пăхма хăрушă.
Илюша, ача кăмăлне сиснĕ пек, сасартăк лăпланчĕ.
— Каçар, Тараска! Çав шакалсемпе çапăçмалла ĕнтĕ ман. Эс арçын вĕт, пысăклансах пыратăн. Пăх-ха, мана сăмса таран пулнă! — терĕ те вăл, Тараса хăй çумне туртса илчĕ.
— Арçын эс, — тепĕр хут каларĕ Илюша. — Арçын пулса итле, эппин. Ольăна каламарăм, аппуна каламарăм. Хĕрарăм макăрнине тӳсме пултараймастăп. Сана каласах пулать… Чăнах та, хурлăхлă хыпар пур, анчах тӳрех калам, Рамаш пирки ним те пĕлместĕп эпĕ. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар пирки суять Санька. Пĕгĕм çар мар… Чапаев пĕтнĕ, унпа пĕрле дивизи штабĕ, штабран пуçне тата нумай çын пĕтнĕ. Никам та çăлăнайман, теççĕ.
Тарас макăрса ямарĕ. Ун куçĕсем алчăраса кайрĕç, вăл сăмах та чĕнеймесĕр пăхса тăчĕ. Çавна курсан, Илюша хăй те хумхана пуçларĕ.
— Кутяков бригади пулман Лбищенскра. Мана Рамашран çыру çукки çеç пăлхантарать. Чапаев штабĕнче пулма пултарайман вĕт пиччӳ! — Тараса çухаран тытса силлесе кăшкăрчĕ Илюша.
— Штаба, политотдела куçарнăччĕ ăна, — терĕ Тарас ютшăннă сасăпа.
— И-е-ех! бога-душу!.. — уласа ячĕ Чугунов.
Вăл Тарас çинчен çавăнтах маиса кайрĕ пулмалла. Яштах сиксе, урхамахĕ çине утланса ларчĕ, самантранах вара Тарас çул çинче пĕчченех тăрса юлчĕ.
Ял енчен тата пĕр вунă юланут килни курăнчĕ. Уттарса çеç килеççĕ. Калаçни илтĕнчĕ.
— Чугунока кĕтмеллеччĕ, — терĕ пĕри.
— Мĕн кĕтмелли! Çур сехетрен кĕтмесĕрех тапранăр, тесе хăварчĕ вĕт. Кустарар тӳрех Самлейне, — хистерĕ тепри.
Малти хирĕç пулнă ачаран хура юланутçа пирки ыйтрĕ. Тарас сăмах калаймарĕ, алăпа сулса çеç кăтартрĕ.
… Çавăнтанпах чупать Тарас. Тӳрех хир урлă. Якальне те, Куçминккана та кĕмесĕр, тахçан ашшĕ пĕчĕккĕ чух чупнă çулпа чупать.
Чупать Тарас. Кăшт сывлăш çавăрса канать те татах чупать. Пĕр шухăш çеç пуçра:
«Оля сасартăк пĕлсен, мĕн пулĕ!»
Хăй пирки шухăшламасть Тарас. Арçын вăл!
Макăрмарĕ Тарас Илюша умĕнче. Халĕ те макăрмасть вăл. Куççуль çеç хушăран капланса килет…
Таркăнсен арăмĕсем
Мăрзабай шухăшĕпе, кашни чĕрĕ чун тĕнчене асап курма çуралать. Этеме илес-тĕк, вăл, асап курса, чăнлăха çирĕплетет, этемлĕхе аталантарать. Христиансен тĕнне те çав сăлтавпах ырланăччĕ вăл.
«Турри пур-и, çук-и, пурпĕр тĕн законĕсем этем йăхĕшĕн пархатарлă», — тесе шухăшлакалатчĕ.
Назар пĕтнĕренпе шухăшсем ун пачах арăш-пирĕшленсе кайнăччĕ. Уйăхран киле таврăнсан та, ĕлĕкхи йĕре кĕрсе çитменччĕ-ха вĕсем. Çав тапхăрта Мăрзабай арăмне те хăратса пăрахрĕ, çынсене те тĕлĕнтерчĕ. Наçтук хăйĕн хуйхипе ашшĕ патне пырса кайни ун шухăшне сасартăк ĕлĕкхи карта лартрĕ.
Наçтук, унăн тăван хĕрĕ, хĕрарăм тивĕçĕнчен пăрăнасшăн пулса кайнă! Амăшĕпе мар, ашшĕпе калаçрĕ çавăн пирки, мĕскĕн. Упăшкине пăрахса, ашшĕ килне таврăнасшăн пулчĕ вăл. «Хам çывăха ямастăп Санькăна, йĕрĕнетĕп», — терĕ.
Çавăн чух Мăрзабай юратнă хĕрне килĕнчен хăваласа кăларчĕ. Хăй ĕнтĕ хĕрне хĕрхенсе макăрас патнех çитрĕ, çапах та урса каннă пек кăшкăрчĕ:
— Пиччӳ ухмахланса пуçне хучĕ, халь эс, ухмахланса, хăвăн ятна та, аçун ятне те ярасшăн. Ирĕксĕрлемерĕм сана: хăвах килĕшрĕн. Тӳс. Ача ту. Хĕрарăм тивĕçĕнчен ан пăрăн. Ман сăмаха итлемесен, ман патра хӳтлĕх ан шыра. Хуть ялтан тухса кай, хуть шыва кайса сик!
Наçтук ашшĕ килĕнчен чупса тухрĕ. Мăрзабай печчен юлсан тин макăрчĕ, хĕрне çапла ятланăшăн пурпĕрех ӳкĕнмерĕ. Укĕнмелли кайран пулчĕ…
Наçтук çавăнтанпа ашшĕ килне пачах çӳреми пулчĕ. Упăшкин килĕ те ют уншăн, упăшки хăй те ют çын. Аçта кайса кĕрес?! Чăнах та, шыва сикесси кăна юлчĕ.
«Атте тӳсме хушать. Кĕтери те упăшкине юратмасăрах тӳсет», — шухăшла пуçларĕ Наçтук. Вара, ача тусан, упăшки улшăнасса та шана пуçларĕ…
Упăшкисене Хĕрлĕ Çара чĕнтернĕ вăхăтра Кĕтери ачаллăччĕ ĕнтĕ, Наçтук йывăр çынччĕ. Анчах вĕсем, ытти çамрăк хĕрарăмсемпе пĕрле, упăшкисене, куççуль юхтарса, кĕпер урлă ăсатса ямарĕç. Санькăпа Зар Ехим пĕлтĕрхи пекех сасартăк çухалчĕç. Кĕтери, ачине йăтса, Наçтук патне ухмах упăшкине шыраса пычĕ. Чăлах лавккаçă хăйсен хушшинче вăрттăн калаçма памарĕ вĕсене.