Ашшĕ мĕн шутланине Кулине. пĕлмест, çавăнпа хăйĕн шăпи пирки хытă кулянать.
Тĕрĕссипе каласан, Трашук ахалех иккĕленет. Мăрзабай кил-çуртĕнче ют çын мар вĕт вăл. Унччен те çулла, ĕç вăхăтĕнче, ун патĕнче ĕçлесе курнă. Анчах ун чух Çимун пурччĕ. Халь вăл салтакра.
Çимун Трашукран пĕр пилĕк-ултă çул çеç аслăрах. Çапах авланнă çын ĕнтĕ. Ачи те пур. Мăрзабай Павăлĕ шăллен ывăлне çамрăклах васкаса авлантарнă.
Пĕлтĕр Çимунпа пĕрле хирте ĕçлени Трашукшăн пит усăллă пулчĕ. Трашук хуçалăхсăр ашшĕ килĕнче ĕçе хăнăхса çитеймен. Çимун Трашук мĕнле ĕçленине пăхать-пăхать те кулма тытăнать:
— Эй, эс… чухăн улпут! Сенĕке çапла тыткалаççĕ-и ăна? Ак, пуян Мăрзабай таврашĕнчен ĕçлеме вĕрен, — тăрăхласа вĕренткелет вăл çамрăк юлташне.
Пĕррехинче вĕсем иккĕш виçĕ лашапа аякри хиртен кĕлте турттарчĕç. Йăлтах аптрарĕ Трашук: вăл кăрман тĕпне вунă кĕлте пăрахнă çĕре Çимун кăрманĕ тулса та каять.
— Эх, çĕрпӳрт улпучĕ, — тет каллех вара Çимун, — ĕçе хăнăхман çав эс. Сан, вырăссем каларăшле, сноровка тени çук. Ак пăх-ха: эс кĕлтене мĕнле килнĕ çапла чиксе йăтатăн. Кĕлтене пĕр вĕçĕнчен чиксе йăтсан, вăл темиçе хут йывăрланать, саланса кайма та пултарать. Сенĕкне пучах енчен тăрса çыхă айне чик. Вара кĕлти хăех кăрман тăррине вĕçсе хăпарать.
Çапла ĕçлеме вĕрентетчĕ Çимун Трашука.
Хăшпĕр чух вăл кӳршĕ ачине хăйпе пĕрле выртмана та илсе каятчĕ. Мăрзабайăн лаша ытла нумайран мар, калаçма юлташ пултăр тесе чĕнетчĕ Çимун Трашука. Килте чĕмсĕр çын, вăл çамрăк юлташĕпе вĕçĕмсĕр калаçатчĕ. Çимун хăй те Куçминккара вĕреннĕ. Кĕнеке те нумай вуланă. Выртмара лашасене тăлласа ярсан, вĕсем вут хурса çĕрулми пĕçеретчĕç, хăйсем вут умĕнче хăшпĕр чух ирчченех калаçса ларатчĕç.
— Вĕренменни начар, кăшт кăна вĕренни пушшех тарăхтарать, — сăмах пуçлатчĕ Çимун. — Çăлтăрсем хушшинче планетăсем те пуррине пĕлни мĕне кирлĕ мана? Хресчен ĕçне тума пулăшмасть вăл. Чуна тарăхтарать, ăса ашкăнтарать кăна. Патша çуртĕнче Гриша Распутин пăтратса пурăнни çинчен те пĕлме кирлĕ мар пире. Ак кĕçех мана та вăрçа илсе кайĕç. Камшăн юн тăкмалла? Çав путсĕр Распутиншăн-и? Ăстăнпа хавшак патшашăн-и? Е пур-çук турăшăн-и? Турри чăнах та çук нуль. Пур пулсан та, шуйттанран тайăнрах. Хăй ĕрчетнĕ этем йăхне пĕр шеллемесĕр пинĕ-пинĕпе, мĕльюнĕпе вăрçăра вĕлерттерет. Ман аттене çакăн пек шухăшсене никамран пытармасăр каланăшăн çынсем: «Кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ», — тенĕ. Тăван ялтах пуриншĕн те ют, усал çын пулса тăнă вăл… Тупата туршăн. Чахрун Мишши пиртен ăраскаллăрах. Вăл Чӳккукринче кăмăшка вĕретсе ĕçет те ял тăрăх çапкаланса çӳрет. Хăйĕн Емпĕлти Альтукĕ çав вăхăтра кампа емпĕлтетнине те сисмест.
Çакăн пек сăмахсемпе çамрăк чуна пăтрататчĕ Çимун. Тепĕр чух урăхларах сăмахсем те пуçлатчĕ, чĕрене тата хытăрах ыраттаракан туйăмсем пирки Трашукпа çывăх туспа калаçнă пек калаçатчĕ. Хăйĕн ача сăнĕ пек хĕрлĕ сăнлă çамрăк арăмне юратмасть иккен Çимун. Лешеккинче унăн юратнă хĕрĕ пурăнать. Майра хĕрне юратса пăрахнă вăл, анчах мучăшĕ Çимун кама юратнине ыйтса тăман, кайнă та Ыхраçырми хĕрне çураçса килнĕ. Çимун — йăваш чун, мучăш ирĕкĕнчен тухайман. Пĕлет вăл: вырăс хăйĕн хĕрне чăваша парас çук. Мăрзабай Павăлĕ те, ятлă çын пулнăран вырăссемпе явăçать пулин те, чăвашран писмен, майра хĕрне киле илсе килсе, халăх умĕнче намăс курас çук.
— Чăваш чăвашах илмелле тесе мăкăртатрĕ вăл мана авлантарас умĕн, — тет Çимун. — Эп майра хĕрĕпе çӳренине сиснĕ пуль, эсрел. «Юманпа çăка мăшăрланмаççĕ, майра чăваш каччăшăн мăшăр мар», — текелерĕ тата. Хăшĕ юман, хăшĕ çăка пулнине каламарĕ хăй. Ман шутпа, юманĕ — вырăс. Чăвашĕ çăках пуль. Унран такам та пушăт тирме пăхать. Хăйĕн юратнă хĕрне, гимназисткăна, кама качча парĕ-ши, апла пулсан? Вĕреннĕ каччă чăвашра епле тупĕ-ши? Эх, Мăрзабай, Мăрзабай! Мана атте пек юратнă çĕртенех пурнăçăма пăсса хутăн.
Çак сăмахсем Трашук чунне те пăлхатса ячĕç. Кăшт шанчăк та пачĕç пек. Вĕреннĕ те культурăллă каччă! Трашук вĕренет-çке, культурăллă çын пулма та тăрăшĕ вăл. Анчах шухăш-туйăмĕсене юлташне систерес темерĕ, калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ:
— Тĕлĕнтертĕн эс мана, Çимун пичче! Тăван мучуна Мăрзабай, тесе чĕнетĕн. Эс ху Мăрзабай мар-и вара?
— Çук, ача, эпĕ Мурзабаев мар çав. Атте пушкăртсем панă ята юратман, Мурзабаев хушамата та кăмăлламан. Мана тĕне кĕртнĕ чух чиркӳ кĕнеки çине Николаев тесе çыртарнă, çав апăрша аслашшĕ ячĕпех. Назара та, хăй ун хреснашшĕ пулнипе, çаплах Николаев хушаматпа çыртарнă. Пирĕн Павăл мучи юлашки Мăрзабай-Мурзабаев пулса тăчĕ ĕнтĕ.
Анчах Мăрзабайĕ хăй ят пирки мар, йăхĕ пирки ăшаланать. Назар вăрçăра пĕтсен, ашшĕн пĕртен-пĕр ар туратти хăрса ларать. Вилмесен те, ялта пурăнса, Мăрзабай ăрăвне ĕрчетес çын мар вăл. Çавăн пирки пăшăрханать те Мăрзабай. Çимуна вăл ывăлĕнчен те юратарах парать, анчах Çимунĕ Павăл ывăлĕ мар çав, Тимуш ывăлĕ.