— Санька хулана вырăссемпе пĕрле маларах кайрĕ. Сан упăшку та юлташĕсенчен юлмарĕ пуль, — терĕ.
— Санька сирĕн чее. Ман упăшкам ухмах. Вĕсем пĕрле кайнипе ырри пулас çук, — кулянчĕ Кĕтери.
Кĕçех ялта «таркăн» сăмах сарăлчĕ. Пĕлтĕр çамрăксем ялĕпе вăрмана тарса та çав сăмаха илтсе хур курмарĕç. Чехсемпе учредиловка влаçне йышăнмарĕ халăх, мобилизацие хирĕç ялĕпе тăрса пăлхаичĕ. Халь Совет влаçне законлă власть, хамăр власть тесе йышăнчĕç, çавăнпа мобилизацирен пăрăнакансене тӳрех «таркăн», «дезертир» тесе хăртрĕç.
Кĕтери çак намăслă-хурлă сăмаха пачах та йышăнмарĕ.
— Намăсĕ Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ çине ӳктĕр, уншăн эп айăплă мар. Тульккĕш хăй килсе ан кĕтĕр, тукмакпа пуçне çапса çурап, — терĕ.
Наçтук урăхла йышăнчĕ ку сăмаха. «Таркăн арăмĕ. Таркăн арăмĕ!» тесе, хăйне хăй асаплантарса пĕтерчĕ.
«Власть тăшманĕ пул, Назар пек хаяр офицер пул, анчах таркăн ан пул, хăравçă ан пул», — тенĕччĕ вăл пĕррехинче Санькăна. Лешĕ хăлхана та чикмерĕ.
Тен, пустуя калаççĕ пуль? Халăх сăмахĕ те яланах чăн пулмасть. Тен, Санька хĕрлисенчен тарса, шуррисем майлă çапăçать пуль?»
Ырă кăмăллă çын, вăйлă çын пулсан, тĕнчери ырлăхшăн кĕрешет вăл. Вăйсăрри çак ырлăха ĕмĕтре тума тăрăшать, тĕнчере çуккине пур пек туса, хăйне хăй улталать. Пурнăç хĕрхенмест ун пек айвана, вăхăт çитсен, ун куçне уçатех. Куçне уçать те — хăйне çапса хуçать.
Тĕп-тĕрĕс хыпар çукран Наçтукăн суя ĕмĕчĕ те сӳнсех ларманччĕ. «Санька, тен… » текелесе, тем ĕмĕтленетчĕ, йăпанатчĕ-ха вăл. Упăшкине ĕмĕтре «таркăн» мар, вăйлăрах çын тума тăрăшатчĕ, мĕскĕн…
Тĕп-тĕрĕс хыпара Праски Самлейрен илсе килнĕ. Яла таврăнсан, вăл тӳрех Кĕтери патне хашкаса чупса пычĕ.
— Сан упăшкуна пула аппан хĕрачине тытамак чирĕ ерчĕ, — терĕ вăл малтан. Вара йĕркипе каласа пама пуçларĕ: — Аппасем урам вĕçĕнче, вăрман çумĕнче пурăнаççĕ. Пĕррехинче аппапа йысна вăрмана вутă касма кайнă, çичĕ çулхи хĕрачине кӳршĕ хĕрĕпе килте хăварнă. Çавăнта вăрмантан виçĕ таркăн пырса кĕнĕ. Пĕри аппа хĕрачине нӳхреп тĕлне кăтартма хушнă, иккĕшĕ кӳршĕ хĕрачине пусмарлама тытăннă. Çав вăхăтра таçтан Чугуновсем пырса тухнă. Икĕ таркăнне тытса килкартинчех персе вĕлернĕ, Улька аппа хĕрачи çавсене пенĕ чух нӳхреп лаççинче пулнă, хăранипе çавăнтах тăнсăр пулса ӳкнĕ. Халь тытамак тытать ăна. Тытман чух та, мĕскĕн, аташса калаçкалать…
Кĕтери малтан Праски сăмахне ĕненсех те çитмерĕ.
Ана куçран пăхса:
— Суймастăн-и, Праски? Эс тепĕр чух ай-ай лайăх тыттаран, — терĕ.
— Тупата туршăн, суймастăп, — ĕнентерме тăрăшрĕ. Праски, — çын сăмахĕ кăна мар, хам куçпа куртăм. Таркăнсене пытарнă çĕре шăпах Самлее пырса çитсеттĕм. Санькăна палларăм та. Тепри Лешекки вырăсĕ пулмалла. Вĕсене йĕрлекенни те лешеккисем, Чугунов, терĕç. Улька тăнсăр выртнине çынсем часах асăрхайман. Нӳхреприне те куракан пулман, вăл тахăш вăхăтра тухса тарнă. Кӳршĕ хĕрĕ хăй те малтан чĕлхе çухатнă, кайран тин калаçа пуçларĕ. Çав каланă тăрăх, виççĕмĕшĕ Зар Ехим терĕм. Улька та унăн хĕрлемес пуçне асăнать…
— Çав пулмасăр, кам пултăр, — хăех Праские шантарса каларĕ халь Кĕтери. — Пĕлтĕр тĕпсакайĕнче вилĕмрен хăтăлнă, халь нӳхрепре. Ана та персе вĕлернĕ пулсан, хăнк та тумăттăм. Вăрманта пĕччен юлса йăлтах этем тĕсне çухатĕ. Хăй пĕччен ним тума та юрăхсăр çын вăл. Çуралаççĕ вĕт çавăн пек ухмахсем çут тĕнчене, авланаççĕ тата…
Кĕтери Наçтук патне чупрĕ. Килкартине кĕрсенех, хуçапа тĕл пулчĕ.
— Кин патне килтĕн пуль. Чирлĕрех-ха вăл. Ана халь кансĕрлемесен те пырĕччĕ, — текелесе, Кĕтери çулне пӳлсе тăчĕ Смоляков.
Кĕтери хуçаран хăрамарĕ.
— Сан патна мар! Пăрăн çул çнчен, эсремет. Ывăлна хăвах вĕлертĕн. Ман упăшкана та эсир пĕтертĕр. Халь Наçтук чунне кăларатăр ĕнтĕ, — вырăса куçран пăхса ăшалантарчĕ вăл.
Кирлĕ чухне чăвашла тă чухлать чăлах лавккаçă. Вăл темшĕн хаярланса кайнă çамрăк хĕрарăма çул пачĕ, хăй çавăнтах хытă пăшăрханса ӳкрĕ:
«Санькăсем пирки хыпар илтмен-ши? Ыйтмаллаччĕ иккен… »
Смоляков вара Кĕтери пӳртрен тухасса кĕтсе тăчĕ.
— Тархасшăн кала, Кĕтери, ху мĕн пĕлнине. Мĕн, хыпар пур-им? — йăлăнчĕ вăл, Кĕтери пӳртрен тухсан.
Лешĕ, хирĕç чĕнмесер тухса каяс тесе, ĕнтĕ хапха патнех çитнĕччĕ, çапах та чарăнса тăчĕ.
— Хыпар пĕлме Самлейне кай. Эп хам куçпа курман. Дезертирсене пурне те персе вĕлернĕ, теççĕ çынсем.
«Ма çилленет вăл мана? — тĕлĕнсе тăрса юлчĕ вырăс, çавăнтах тата хăйне лăплантарма тăрăшрĕ: — Суя хыпар пуль. Кинрен ыйтса пĕлес».