Выбрать главу

Пӳрте кĕрсен, Наçтук пӳлĕмĕ патĕнче чарăнса, итлесе тăчĕ. Унта шăпах. Тен, нимех те пулман пуль-ха.

Ывăлне вăрмана тарма ӳкĕтлемерĕ Смоляков, çавах ун шухăшне пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ те шарламастчĕ. Çавăнпа вăл çамрăк хĕрарăмсем умĕнче хăйне айăплă пек туя пуçларĕ. Кинĕ патне кĕме хăрарĕ вăл, арăмне кĕме хушрĕ.

— Темскер çырать, ман çине çаврăнса та пăхмарĕ, — терĕ лешĕ, пӳлĕмрен чĕрне вĕççĕн тухса.

Наçтук пӳлĕмрен тухасса пĕр-ик сехет те кĕтрĕ пулĕ пăшăрханса ӳкнĕ кил хуçи. Ларсан-ларсан, вăл малти пӳлĕмре хуллен йынăшнине илтрĕ. Унтан пӳлĕмри хĕрарăм çĕр çурса çухăрни урама та илтĕнчĕ. Мăнтăр майра пӳрте хыпаланса чупса кĕчĕ.

— Ай, турăçăм! Пирĕн кин вăхăтсăр çăмăлланма пуçланă, — терĕ те вăл, упăшкине тĕртсе кăларса ячĕ…

Агитпроп пулса нумаях ĕçлеймерĕ Трашук укомра. Губкомран хут килчĕ: ăна Самара чĕнеççĕ. Воробьев тата уйрăм çыру та çырнă Трашук патпе: «Октябрь тĕлне каллех шкул уçатпăр. Хĕлле, мĕн тесен те, вăрçă шăпланать е пĕтсех ларĕ. Деникин Орелиа Воронеж таврашĕнче лакса ларчĕ. Хĕрлĕ Çар ăна каялла хĕсе пуçларĕ. Эс вăхăтлăха шкул пуçлăхĕ пулăн. Çын тупăнсан, вара сана каярахпа Мускава вĕренме ярăпăр. Тăван ялпа хуларан пĕ-тĕмпех хăпса кил, каялла часах таврăнаймăн. Ĕçӳсене майлаштарма эрне срок паратăп… Халь сухална, йăлăхтарчĕ пулсан, хырма та пултаратăн. Уссине хăвар. Çынна мăнаçлăрах кăтартать вăл… »

«Тĕлĕнмелле çын çав Иван Васильевич. Ĕç пирки çырнă вăхăтрах шӳт тумалли те тупать», — шухăшларĕ Трашук.

Хăй çапах та учитель сăмахне итлерĕ.

Тук кĕперĕ урлă каçсан, Трашук лавие каялла ячĕ. Çывăхрах масар. Вăл ашшĕ тăприне кĕрсе курма шутларĕ. Çакăнта, пĕр кĕтмен çĕртен, Мăрзабай тĕл пулчĕ; леш пĕччен çĕн тăпра, çĕнĕ хĕрес умĕнче пуçне чиксе тăратчĕ.

«Арăмне пытарнă-ши, мĕскĕн? Епле хуйхăрать? Арăмĕшĕнех Павел Алексеевич çав тери çунасса шухăшламанччĕ эп. Юратмастчĕ вĕт вăл Укахви инкене».

Çапла шухăшласа, Трашук Мăрзабайпа юнашар пырса тăчĕ. Леш йăшăлтатмарĕ. Трашук та вара хуйха путнă çынна сăмах чĕнмерĕ. Вăл хĕрес юпи çинчи çыруллă хăма татăкие асăрхарĕ. «Агафья» çырман-ха унта. «Анаста… » Нумай пулмасть ĕмĕрлĕхех куç хупнă çамрăк хĕрарăм ячĕ йĕкĕт чĕрине çиçĕм çиçнĕ пек пырса çурчĕ. Трашук, аманнă мулкач сассипе:

— Наçтук-и! — тесе йынăшса ячĕ.

Хуйхăпа чунĕ кӳтсе çитиĕ старик хускалса илчĕ, васкамасăр, Трашук енне çаврăнса пăхрĕ.

— Ĕлкĕреймерĕн, ачам! — терĕ вăл, йывăррăн сывласа. — Халь пирĕн килте ăна ют çынсем асăнаççĕ. Эпĕ каймарăм. Кивĕ йăлапа апат çисе, эрех ĕçсе асăнма пулта-раймастăп. Эсĕ те ан кай унта. Хăй вилес умĕн пире иксĕмĕре çеç асăннă вăл. Çыру çырса хăварнă, ярса ĕлкĕреймен… Пуçелĕк айĕнче тупрăм…

Мăрзабай кĕсйинчен хут кăларчĕ те Трашука тыттарчĕ, хăй: «Ăш çунать, хĕрлĕçыр шывне кайса сçем-ха», — тесе, масар урлă таçталла утрĕ.

Трашук пĕччен тăрса юлчĕ.

«Леш тĕнчерен» килнĕ çырăва уçса вулама темшĕн васкамарĕ Трашук. Наçтук тăпра айĕнче выртнине унăн пĕртте ĕненес килмест. Ун куçĕ умĕнчен чĕрĕ Наçтук каймасть… Венчете тăма шурă платье тăхăннă, сăнĕ салхуллă, куçĕ хупă. Куçна уçсамччĕ, Наçтук! Пĕр сăмах та пулин кала, «Трашук мучи» тесе куллуна янăрат. Çук, Наçтукăн тути кулмасть, куçĕ уçăлмасть… Трашука çавăнтах тепĕр Наçтук аса килет — ача чухнехи. Ку кулать, калаçать, анчах куçран пăхмасть. Пуçне аяккалла пăрса: «Тупрăн та, — тет. — Кусене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи, вула. Тен, ман атте пек, ăслă пулса кайăн. Тулĕк асту, ухмаха ан ер!»

«Вула та ухмаха ан ер!» Çак сăмахсене ăшра çине-çине каласа, аллинчи çырăва çаплах вуламарĕ Трашук, çул çине тухса, ерипен кĕпер еннелле утрĕ.

Ухмаха ермесен те, аташа пуçларĕ пуль Трашук. Тук кĕперĕ патне çитсен, Лешеккине кайма тухнă çын пек, темшĕн кĕпер çине хăпарчĕ. Кĕпер варрине çитсен тин чарăнса тăчĕ, карлăк çине пырса уртăнчĕ.

Шыв юхать те юхать. Миçе çул, миçе пин çул Тук шывĕ ялан пĕр еннелле — тухăçран анăçалла — юхса выртать-ши? Кунĕн-çĕрĕн, кашни самант юхать шыв. Этемĕн пурнăçĕ те çавăн пек мар-и? Тухăçран анăçалла юхать, кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнмасăр юхать. Юхса кайни каялла таврăнмасть. Ачалăх юхса кайрĕ, çамрăклăх юхса иртет. Шыв пек… Çук çав, этем ĕмĕрне юханшывиа танлаштарма килмест. Юханшыв мĕн чул юхса та иксĕлмест, этем ĕмĕрĕ юхса пĕтет. Наçтук ĕмĕрĕ те сасартăк татăлчĕ ав. Çав ĕмĕр татăлнипе Трашукшăн Тук шывĕ тиисе ларнă пек, ял чунсăр юлнă пек туйăнчĕ…

Кĕпер çинче те вуламарĕ Трашук Наçтук çырăвне, хул урлă çакнă сăран хутаçа чикрĕ.

«Вула та — ухмаха ан ер!»

Çак шухăш Трашука киле çитсе кăшт пусăрăнсан та чарса тăчĕ. Ма çырнă, мĕн тесе çырнă-ши Наçтук хăйĕн çырăвне? Хăçан çырнă? Мăрзабай: «Вилес умĕн», — терĕ. Хăй вилессе ăçтан пĕлнĕ вăл? Хăйне хăй вĕлермен вĕт. Мăрзабай ним те каламарĕ, яла кĕрсен, çынсем каларĕç: вăхăтсăр ача туса вилнĕ, терĕç…