Выбрать главу

— Ан хăра, ухмах! Сана урăх пĕр сăмах та калассăм çук. Мĕн калассине тахçанах каланă. Мĕнле килнĕ çапла каях! — терĕ те, пӳртрен чупса тухрĕ. Трашук: «Чим-ха, Кĕтери, çаврăн каялла!» — тесе кăшкăрасшăнччĕ, хăй çавах çăвар уçмарĕ, вырăнтан та хускалмарĕ.

Курăкхăвине çити çуран каяс терĕ Трашук — масар урлă, çӳллĕ кĕпер урлă. Курăкхăвинче чарăнса тăмалла-ха ун, Çимунпа Анука курмалла. Икĕ çыру пĕрле чĕркесе амăшне парса хăварчĕ вăл.

— Кĕтери килсе ман пирки ыйтсан, çак хутсене пар, — терĕ.

— Хăй килмесен, кайса парас-и? — ыйтрĕ амăшĕ.

— Килмесен, ан пар. Хам таврăниччен усра. Трашук Наçтук тăпри патне те çитейменччĕ пуль, Кĕтери Сăпани инкĕшĕ патне чупса та пычĕ:

— Кайрĕ-им?!

— Кайрĕ. Сан валли хут хăварчĕ.

Малтан Кĕтери, йĕре-йĕре, Наçтук çырăвне вуларĕ, унтан Трашук çырăвне тытрĕ.

Каччă питĕ кĕскен çырнă:

«Тĕрĕс, Кĕтери, сăмах урăх кирлĕ мар, вăхăт кирлĕ. Халь пурпĕрех Наçтук тăпри çине кайса хума чечек çук. Çуркунне кайса хурăпăр. Унччен, кăмăлу улшăнмасан — кĕт! Эпĕ те хама хам лайăхрах тĕрĕслем. Саншăн тунсăх-ласан, Хĕрлĕçыр кукрине чечек татма таврăнăп».

— Ухмах! — терĕ Кĕтери пĕлтĕр-виçĕмçулхи пекех, Трашук çырăвне вуласа тухнă хыççăн.

Анчах урăх сасăпа каларĕ, кăкăртан тухакан ăшă сасăпа. Сăпани кӳренмерĕ ывăлне çапла хурланăшăн. Вăл, ним илтмĕш-курмăш пулса, кăмака кукринче мĕшĕлтетрĕ.

Мăрзабай «пуянран тухнă» кун

Эрех-кăмăшка куллен ĕçсе те, пĕчченлĕх хӳми хӳттине пытанса та, самана çил-тăвăлне ирттерсе яраймарĕ Мăрзабай. Юлашкинчен кĕтмен енчен килсе туларĕ ăна самана çилĕ. Вара унăн «шанчăклă» хӳми те ишĕлчĕ-ишĕлчех…

Виçĕ ача пăхса ӳстерчĕ Мăрзабай: пĕр ывăл, икĕ хĕр. Тата шăллĕн ывăлне çитĕнтерчĕ вăл. Тăваттăшĕ те Мăрзабайран тăватă еннелле катăлса ӳкрĕç. Кашни ун чĕрине ыраттарса хăварчĕ.

Çимунпа Назар тĕрлĕ енне ӳкнĕшĕн Мăрзабай ним чухлĕ те айăплă мар. Самани айăплă. Наçтук вилнĕшĕн самани те, хĕрарăм шăпи те айăплă. Анчах Мăрзабай уншăн хăйне хăй ытларах айăплать, Наçтук çырăвĕ асран каймасть: «Эх, аттĕçĕм, атте! Сана эпĕ пуринчен ытла юрататтăмччĕ, хисеплеттĕмччĕ. Санпа аннепе калаçманнине калаçрăм. Илтмерĕн ман сăмаха, ман умра чĕрӳн хапхине питĕртĕн, кĕме пĕчĕк алăк та хăвармарăн. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Тăван кил, тăван çын çук маншăн ниçта та. Сан сăмахна итлесе, йывăр çын пулса юлтăм. Çуралман ачан ашшĕ усал туса вилнĕ. Епле пурăнас?! Тӳсме хушса, хĕрарăмăн юлашки ирĕкне хупласа лартрăн. «Шыва сик», тени сан юлашки сăмаху пулчĕ… »

Çак тĕле çитет те малаллла вулаймасть Мăрзабай юратнă хĕрĕн çырăвне.

Наçтук сăмахне те, Анук сăмахне те итлемерĕ Мăрзабай. Ял çинчи ырă ята çĕртес мар. тесе, халăх сăмахĕнчен хăраса, качча панă хĕрне каялла йышăнмарĕ.

Мулла Анукĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсем аса килеççĕ халь ăна: «Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Çамрăккисен пурнас пулать халь… Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕпе кăна пурăнма килмест пире». Ашшĕ пекех ăслă Мулла Хрулкки хĕрĕ. Самана ăсĕпе ăслă вĕсем. Мăрзабай вара ваттисен ăсĕпе çеç, иртнĕ-пĕтнĕ пурнăç ăсĕпе пурăнма тăрăшатчĕ…

Наçтука пытарнă хыççăн ик-виçĕ эрнерен Мăрзабай кăштах тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Ана пурнăç йĕркисем те урăхла курăна пуçларĕç. Тĕнче хăяккăн йăванса выртман, тепĕр май çаврăнса тăнă иккен. Çавна унчченех сисе пуçланăччĕ-ха Мăрзабай, анчах тĕнче ăна пуçхĕрлĕ çаврăнса тăнă пек туйăнатчĕ. Тен, вăл ĕлĕк пуçхĕрлĕ пулнă пуль? Мĕн тесен те, саманан йĕркине, тути-масине хăйне май ăнлана пуçларĕ Мăрзабай. «Шурри хуралчĕ, кайри мала тухрĕ», — терĕ. Чăнах та çапла мар-ши?

Турă пурччĕ, халь вăл çук акă. Трашук тарçăччĕ, халь вăл комиссар. Мăрзабай хуçаччĕ, халь вăл хăй тарçа пек: ĕçлет, тырă акса ӳстерет, ăна укçасăрах хулана леçсе парать. Çимун тăванччĕ, халь вăл ют. Мирски Тимук Мăрзабайăн чи шанчăклă тарçиччĕ, халь вăл… Халь вăл мĕн, хуçашăн кам пулса тăнине паян тин курĕ-ха.

Тимук ăс-халне хальччен никам та тĕрĕслесе курман. Мăрзабай, ăна пĕр вăхăтра ял çине кăларса, ун урлă Со-вет ĕçĕсене пĕлсе тăма шухăш тытнăччĕ. Тимук, хуçа ирĕкĕнчен тухса, темскер вăрттăн хăтланчĕ. Çавна курсан, хуçа унран пачах сивĕнчĕ.

Пĕлтĕртенпе Мăрзабай тарçă тытми пулчĕ. Мĕне кирлĕ? Хуçалăхшăн мĕн чул тăрăшсан та, ишĕлсех пырать вăл. Власть тени пуянсене пĕтерсе чухăнсене аталантарасшăн. Мăрзабайсен тивĕçне йышăнмарĕ çĕнĕ власть. Хăтланччăр! Мăрзабай та вăтам хресчен картĕнчен иртмесĕр хăйне кирлĕ таран çех тырă акса пурăнма пултарать. Çав шухăшпа вăл кăçал Хăмăшла таврашĕнче çеç тырă акрĕ. Пурăнма та çемйипех çавăнта куçма шутлать.