Выбрать главу

Лешеккинче кашни ир урамра пуринчен малтан Антонина Павловна курăнать. Паян та вăл пӳртрен васкаса тухрĕ. Тухрĕ те — чун киленнипе чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм тавралăх шап-шурă… Венчете тăракан хĕр пек шурă тум тăхăннă… Çĕрле вăрттăн тумланнă вăл — çын курман чух, ял çывăрнă чух.

Çӳллĕ кĕлеллĕ, çӳллĕ кунчаллă пушмак тăхăннă учительница малтан юр çине ярса пусма шикленсе тăчĕ. Юрĕ чĕркуççи таран мар-ши? Çук, юр тарăн мар, ура лаппи путмалăх кăна.

Тап-таса шурă юр чуна чечеклĕ улăх пекех савăнтарать иккен. Çамрăк учительница хушлăхпа хĕрача пек чупкаласа та илчĕ, юр чăмакки туса, арçын ача пек персе те пăхрĕ… Çук, халь вăл учительница мар, Антонина Павловна та мар — Тоня вăл, хĕрача…

Çĕркаç ăна Арланов килне çитиех ăсатса хăварчĕ. Ахаль чух кăшт çăмăлттайрах калаçакан йĕкĕт хăйне хăй урăхла тыткаларĕ. Кĕпер çинче сасартăк чарăнса тăчĕ те ытла та кăмăллă сасăпа:

— Тоня, — терĕ, яланхи пек: «Антонина Павловна» темерĕ. — Тоня! Юрату çуркунне килет, теççĕ. Тĕрĕс-и вăл?

— Пĕлместĕп.

Ĕлĕкрех Тоня Арланов сăмах каламассеренех кулатчĕ. Халь кулмарĕ. Пĕр сăмах хирĕç калама та сасси аран тухрĕ ун.

Халь ак тата, те Тоньăна култарас тесе, те ăна хавхалантарасшăн пулса, Арланов, кĕпер урлă каçсан, кĕркунне пирки мухтав юрри пуçласа ячĕ.

— Тĕнчере çуркуннене мухтакансем нумай. Кĕркунне пархатарне пĕр Пушкин çеç лайăх туйма пĕлнĕ. Кĕрхи çанталăка юратнă вăл. Хăйĕн чăн лайăх япалисене кĕркунне çырнă. Пĕр кĕр тăршшĕнче вунă çул çырмаллине çырнă вăл. Кĕркунне! Еçхалăхĕ те лайăх хаклама пĕлет ăна. Кĕркунне савăннă пек нихçан та савăнмасть вăл. Хресченшĕн чи чаплă, чи савăк праçниксĕм кĕркунне пулаççĕ. Халăха чĕртекен, пĕтĕм тĕнчере революци пуçласа яракан кун та кĕркунне çитрĕ. Кăçалхи кĕркунне те халăха савăнăç кӳчĕ: Питĕр таврашĕнче Юденич çарне аркатрăмăр, Деникин çарĕсене каялла хăвала пуçларăмăр, Урал çинчи сĕмсĕр тăшмана та тинĕс енне хĕсме тытăнтăмăр…

Арлановăн çĕркаçхи сăмахне аса илни тĕрлĕ шухăшсем хускатрĕ пирвайхи шурă юр пек таса кăмăллă хĕр пуçĕнче. Мĕн пĕчĕкрен пиччĕшсен çулĕпе утма шухăшланă Тоня. Çапах та, революци пулман пулсан, кĕнеке вуланипех ун куçĕ уçăлса çитместчĕ пуль. Савăнăç çăлкуçне кĕпер леш енче тупма ĕмĕтленменччĕ вăл. Мĕн тесен те, чăваша хисеплеместчĕç ĕнтĕ сухоречкăсем. Ял пуçланса кайнăранпа пĕр вырăс хĕрĕ те чăваша качча кайса курманччĕ. Вырăс каччи чăваш хĕрне илни те пулманччĕ. Халь Оля пĕр иккĕленмесĕр Чулçырмана пурăнмă куçрĕ. Хăйне хăй çавăнта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Фальшинсем халĕ те чăвашран йĕрĕнеççĕ. Анчах халăх Тук шывĕн икĕ енĕпе те тачăрах пĕтĕçрĕ. Çынсем пĕр-пĕрне «чăваш», «вырăс» тесе ютшăнми пулчĕç: ваттисем пĕрле канашлаççĕ, çамрăккисем пĕрле çуйăхаççĕ. Кĕперĕ те çынсене пĕр-лештерсе тăракан пулчĕ.

Шухăшпа çак тĕле çитсен, Тоня ăшĕнче йăл кулса илчĕ: вĕсене те пĕрлештересшĕн-ха вăл, çав кĕпер. Арланов кашни ир ăна кĕпер çине тухса кĕтсе илекен пулчĕ, кашни каç тата кĕпер урлă ăсатса ярать…

Çапла шухăшласа-ĕмĕтленсе пынă май Тоня Тук патне çывхарчĕ. Юлашки хуралтăсем хыçĕнчен кĕпер курăнсан, ун чĕри тăруках кăрт! сикрĕ: унта, карлăк çине таянса, хура шинеллĕ, хура карттуслă çын тăрать…

Çĕркаç Арланов ăна хăй туйăмĕсем пирки шухăшласа пăхма ыйтнăччĕ. Тоня ним те каламарĕ.

«Тен, каллех çавна пĕлесшĕн пулĕ? Ответне памаллах-шим ĕнтĕ? Çук, сăмахпа ним те каламастăп. Чĕрепе туйтăр, куçран пăхса куртăр», — шухăшларĕ вăл халь.

Тоньăна асăрхасан, Ăрланов тӳрленсе тăчĕ те, çĕрелле пăхса, кĕпер урлă каçа пуçларĕ. Тоня та вар. а ирĕксĕрех çĕрелле тинкерсе иăхрĕ. Такам кунта Тоньăран та маларах килсе тухнă иккен, çемçе шурă юр çине йĕр хăварнă. Иĕрĕ Чулçырманалла ертсе каять. Юнашарах тата лаша йĕрĕ те пур. Иккĕшĕ те кĕпер ку енĕпе сылтăмалла пăрăнаççĕ.

— Чимĕр-ха, Антонина Павловна, çын йĕрне ан таптăр! — кăшкăрчĕ Арланов хăй кĕпер урлă каçса çитичче-нех. — Питĕ интереснă! — терĕ вăл, Тоня патне çывхарсан. — Пăхăр-ха эсир те, çын йĕрĕ тӳрĕ мар, тайкаланчăк. Усĕр çын йĕрĕ…

— Çав ӳсĕр çыншăн сехĕрленсе, мана алă пама та манса кайрăр-и? Аван-и, Евграф Архипович! — тĕксе илчĕ ăна Тоня.

— Каçарăр, Антонина Павловна! — тин хыпăнса ӳксе алă пачĕ Арланов. — Итлĕр-ха малалла, эп каласа пĕтереймерĕм. Усĕр çын е… чирлĕ çын йĕрĕ. Аманнă кайăк йĕрĕ пек. Сакунесем иртнĕ, хĕллехи Микула çитмен-ха. Усĕр пуçпа ялтан яла сĕтĕрĕнме сăлтав çук. Ак, пăхăр-ха. Кунта та çын утти тайкаланчăк пулнă. Кунта вăл чарăнса тăнă. Кĕпер çинче, каллĕ-маллĕ сулăнса, карлăк çине пырса уртăннă. Чылай тăрса, çапла каннă та малалла чипертерех утнă вара. Тата акă лаша йĕрне те асăрхасан…