Выбрать главу

Павăл, ваттисен йăлипе, хĕрне курнă-курман авланнă. Хытă кăмăллă арăмне юратмасть. Укахви уишăн аптрасах кайман, хăй те упăшкине кăмăлламан вăл. Унăн тăванĕсене вара пачах сивĕтсе пĕтернĕ. Тăлăх Çимуна та, ют ача вырăнне хурса, пайтах макăртнă. Йăваш упăшки Çимун пирки тепĕр чух урса кайса харкашнă чурăс хĕрарăмпа. Пурăна киле Мăрзабай çемйинче икĕ е уççăнах, е вăрттăнах хирĕçекен ушкăн пулса тăнă. Мăрзабай кĕçĕн хĕрне ачашшăн ӳстерме пăхнине курсан, Укахви аслипе варлăрах пулма, тăрăшнă. Çимун пирки унчченех асăнтăмăр. Назар ӳсе киле çавна асăрханă та, амăшĕ çумне туртăнса, икĕ ушкăна шутпа танлаштарнă. Çимун авланнă хыççăн пĕр ушкăнĕ ытларах пулмаллаччĕ пек, анчах йăваш чунлă Пăлаки, упăшкин чун ăшшине туйса курманскер, нихăш енне те хутшăнман, пурне те юрама тăрăшнă.

Елĕкхи йăлана çирĕп тытакан Хурăнвар пуянĕн хĕрĕ Укахви упăшкин сăмахне хăлхана чикмерĕ, майралла тумланма килĕшмерĕ. Аслă хĕрĕшĕн те майра тумне йышăнмарĕ вăл, ăна шкула вĕренме те ямарĕ, хура ĕçе хăнăхтарчĕ. Павăл вара вĕсене хистеме пăрахрĕ те кĕçĕн хĕрне хăйĕнпе пĕрле Куçминккана илсе кайрĕ: майралла тумлантăр, вырăсла калаçма лайăхрах вĕрентĕр. Хулари гимназие вырнаçтарас умĕн вăл Наçтука хула майрилле тумлантарчĕ. Лешĕ хаваслансах килĕшрĕ, тумĕпе ялти е Куçминккари майрасенчен ирттерсе ячĕ — улпут хĕрĕ тейĕн.

Хуларан савçимех киле таврăнсан, амăшĕпе аккăшĕ «хула хĕрачине» кӳрентересшĕнех: «Хăвăн чечен тумна хăвах çу, эпĕр ун пеккине çума чухлаймастпăр, çĕтме пул-таратпăр», — тесе шӳтлĕн тăрăхланă. Наçтукĕ шӳтне сисмен, чăнах та хăйĕн тумтир таврашне хăех çуса тасатма вĕреннĕ. Ашшĕ хĕрне уншăн мухтанă, чечен тума якатма утюг илсе панă.

Кĕпе çăвас ĕçрен урăхла хура ĕç туман Наçтук, кĕнеке вуланă та тĕрĕ тĕрленĕ. Тĕрлессе те, хулара хăнăхкаланăскер, чăвашла мар, майралла, пир çине те мар, батист е пурçăн çине тĕрленĕ. Наçтука ашшĕ купца е пĕр-пĕр учитель майри пулма хатĕрлет тенĕ вара çынсем.

Наçтук Кĕтерирен кĕçĕн мар. Анчах вĕсем иккĕшĕ хăйсем хушшинче мĕн-мĕн калаçнине' итлесе ларсан, Наçтук Кĕтери умĕнче айван хĕрача пек курăнать. Вăл, чăнах та, каччă пирки шухăшламасть, ĕмĕр ашшĕ килĕнче пурăнма хатĕр. Кĕтери хĕрсем-каччăсем çинчен çăмах хускатсан, Наçтук кулма тытăнать, тантăшĕн шухăшĕ-туйăмĕсене ача вăййи еннелле çавăрса ярать. Кĕтери, хăй чеерехскер, акамĕ пирки те хăйне май шухăшлать: «Эс апла юптарма пĕлетĕн пулсан, эпĕ те вăлтма пĕлетĕп», — тет хăй ăшĕнче. Сăмахпа çапла калать:

— Атя-ха, юмахри пек качча кайса курар. Эпĕ сан пек пуян хĕрĕ пулсан, Чее Миттяна е Санькăна качча кайăттăм. Çапла-и?

— Эс пулсан, çапла пуль, — хуравлать Наçтук именнĕ пек.

— Эс пулсан тата? — тĕпчет Кĕтери, хура куçне ялкăштарса.

— Эпĕ нихçан та качча тухмастăп, эп Таллă мăнастирне кайса мăнашка пулатăп, — тет Наçтук, кулмасăрах.

— Ан ухмахлан! Кулинесем мăнастире кайччăр. Вĕсен каччисем вăрçăран таврăнаймаççĕ пуль. Пирĕн каччăсем ӳссе çитнĕ çĕре вăрçă пĕтет, — татса хурать Кĕтери. Унтан каллех тĕпчеме тытăнать: — Чее Миття каччă мар-и?

— Ытлашши чее.

— Санька чее мар.

— Çăмăлкка та вĕçкĕн.

— Ан тиркешсе лар, Наçтук. Ялта сана тайăн каччă урăх çук. Чухăна аçу пурпĕрех памасть сана. Капла чăнахах каччăсăр тăрса юлăн, ирĕксĕрех мăнастире каймалла пулĕ.

— Ан йĕкĕлте, Кĕтери! Асту: çиллентерсен, хăвăн чун савнă каччуна сивĕнтерĕп, чухăн тесе пăхса тăмăп! — тет Наçтук, кулкаласа.

Кĕтери те кулма тытăнать:

— Ман каччă — ял тулли. Пурне те сивĕнтереймĕн. Пĕлессӳ килсен, ман кӳршĕрех каччă пур.

— Кам?! — чăнахах тĕлĕнсе ыйтать Наçтук.

— Вăт, пĕлместĕн те. Ăна сивĕнтереймĕн, вĕри каччă. Ĕлĕм-Чĕлĕм каччă мар-и? Халĕ те кинĕсене авланатăп тесе хăратать.

Пĕррехинче, шăп çапла калаçса ларнă чух, тулти пӳртре Наçтук ашшĕн сасси илтĕнчĕ. Хĕрсем шăпăрт пулчĕç.

— Амăшĕ, илтетни? Михаля çемйине пăрахас мар терĕм. Пире пурпĕрех ĕç вăхăтĕнче тепĕр тарçă кирлĕ пулать. Трашука халех илес тетĕп. Ачи ĕçе хăнăхса çитмен-ха. Хăнăхĕ. Пĕлтĕр Çимунпа аванах ĕçлерĕ. Калаçса татăлтăмăр. Ыран пирĕн пата пурăнма куçать.

Наçтук Кĕтери еннелле вăрттăн куçпа шуса илчĕ. Лешĕ çӳхе тутине чăмăртаса çĕрелле пуçне чикрĕ.

Алăк уçăлсан, Кĕтери хуçа хыçне пулса йăпăрт турĕ тулалла. Ашшĕ Наçтук патне çывхарчĕ, кĕсйинчен çыру кăларса аллине тăсрĕ.

— Пурпĕрех, ку хыпара санран пытараймăн. Ме, хăвах вула. Вăрçă инкекĕ пире те килсе тиврĕ. Çимун йывăр суранпа госпитальте выртать.