Выбрать главу

— Çăпата Михалине вăлах вĕлернĕ, теççĕ вĕт.

— Шатра Миккана та вăл çапса антарнă та çыран айне пăрахнă, теççĕ. Чăнах-и?

Çапла шавлакаласа, халăх Тимĕрккене паянхи ялти ĕçсем пирки те калаçтарчĕ. Лешĕ чаплă оратор пекех хĕрсе кайрĕ.

— Шатра Микка тетĕр-и? Кам вăл Шатра Микка? Пĕлместĕп! Курман, илтмен! Никифор Иванчă Романов пур пирĕн, герой! Елĕк вăл юмах ярса йăпататчĕ сире. Халĕ вăл хамăр пурнăçа юмахри пек тăвасшăн икĕ хутчен хăй ирĕкĕпе çапăçма кайрĕ, ялта та, кунти тăшмансемпе кĕрешсе, виçĕ хутчен вилĕме куçран пăхрĕ. Карательсем хăйне чĕр юн туса хĕненĕ чух та Совет влаçне мухтама чарăнмарĕ… Шатра Микка тесе хурласа каламастăр та-ха, çапах та Шатра Микка мар, Хитре Микка вăл пирĕншĕн. Кашнийĕнех çавăн пек пулма тăрăшас пулать… Фальшин пирки пĕлес тетĕр пулсан, фалынинсен шалчи тулчĕ ĕнтĕ. Суд тума Никифор Иванчă сываласса çеç кĕтеççĕ…

— Хаяр Макара ма хупнă тата? Вăл çын вĕлермен пуль-ха?

— Фальшинсен шалчи тулчĕ, темерĕм-и сире! Фальшинсем, хаярсем — пĕр киреметрен тухнă усалсем. Пĕр вĕренпе çыхăннă вĕсем, пĕр хут çине çырнă ячĕсене…

Хĕрсе кайнă Тимĕрккене Анук темиçе хут та, чаршав хыçĕнчен алă тăсса, сăхман аркинчен турткаларĕ. Лешĕ çаплах сисмест. Чаршав уçăлнине тăруках чухламарĕ вăл, халăх кулса алă çупма тытăнсан тин шăналăк хыçне пытанчĕ.

Тимĕркке спектакль пĕтиччен кĕтсе тăмарĕ, хăйĕн çĕнĕ тусне çĕнĕ çул каç ячĕпе кайса саламлас терĕ.

Микка сывала пуçланă пек, паян аташмасăр калаçрĕ. Тимĕркке калаçтарма васкамарĕ ăна. Каçхине шкула каяс умĕн, Паçука шанмасăр, чирлĕ çын патне хăйĕн карчăкне кайса ларма хушрĕ.

— Çын пырса кĕрсен, Миккапа ан калаçтар, çирĕпленсе çиттĕр кăшт, — терĕ вăл.

… Чăвашсен тухтăрĕ Мулла Хрулкка Чулçырмана Тимĕркке «кашкăр йĕрлесе» таврăничченех пырса çитрĕ. Вăл вĕриленсе аташса выртакан çынна çĕр урайлă пĕчĕк тăм пӳртре хăварасшăн пулмарĕ. Алăка уçсанах, унта сивĕ сывлăш пур кĕтесе пырса çапать. Ятрус тухтăр хушнипе, Миккана Анук пӳртне, Арланов патне, куçарчĕç, шалти пӳлĕмри учитель вырăнĕ çине вырттарчĕç.

Чулçырмара эрне пурăнса кайрĕ Ятрус Хрулкки.

— Такам ĕнсерен йывăр япалапа танклаттарнă ăна, вара, вилнĕ тесе, пăрахса хăварнă. Нумай вăхăт иртсен, уçă сывлăш тăна кĕртнĕ Миккана. Анчах вăл, çĕр çинче, юр айĕнче темиçе сехет выртса, ӳпкине шăнтнă. Чĕри парăнмасан, сывалма пултарать, — терĕ вăл каяс умĕн, эмел парса хăварчĕ, кирлĕ пулсан, хăйне татах чĕнтерме хушрĕ.

Ятрус Хрулкки, вăл мĕн чул ăста тухтăр пулсан та, суда хут çырса ĕнентерме пултараймасть. Çавăнпа Микка чирне Куракхăвинчен врач илсе килсе тĕрĕслеттерчĕç. Вĕреннĕ тухтăр та Ятруспа килĕшрĕ, кирлĕ хут çырса пачĕ.

«Замана! — шухăшларĕ Тимĕркке шкултан Микка патне васкаса утнă май. — Чахрун Мишши çывăх тăван маншăн. Анчах ăна кам та пулин ĕнсерен танклаттарнă пулсан, çапла вĕчĕрхенмĕттĕм. Микка ют çын маншăн, çапах темле тăванран та хаклă. Пурнăçра пĕр çулпа утакан çынсем — пĕр-пĕрне тăванран та тăван иккен. Ахальтен мар пĕрне-пĕри «юлташ» тесе чĕнетпĕр. Ку Ленинăн юратнă сăмахĕ, теççĕ. Уншăн Шатра Микка та, Самана Тимĕркки те çывăх тăван пекех — юлташ.

… Пӳрт алăкне уçсан, Тимĕркке тĕлĕнсе хытса кайрĕ: шалти пӳрт алăкĕ яр-уçă, пӳрт тулли вĕт-шакăр ача. Тултан кĕнĕ çын еннелле никам та çаврăнса пăхмарĕ, пурте шăпăрт кăна çăвар карса лараççĕ. Пĕр çын сасси çеç илтĕнет. Микка хăй вырăнĕ çинче юмах ярса ларать иккен.

Тимĕркке шалти пӳрте кĕмерĕ, тулти пӳртре Паçукпа юнашар пырса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ: Мархва курăнмасть. Чăмăрне çĕклесе Паçука юнарĕ вăл. Лешĕ, Тимĕркке умĕнче хăйне тӳрре кăларас тесе, хăлхаран пăшăлтатрĕ:

— Иксĕмĕр те ним тăваймарăмăр. Çĕнĕ çӳл çитнине пĕлсен, ашшĕ ывăл ачана курасшăн пулчĕ, вара Ваççана кӳршĕсем тăрăх чуптарчĕ, юлташĕсене пухма хушрĕ, юмах ярса парап терĕ. Мархва инке санран хăраса тухса шурĕ…

Тимĕркке алă сулчĕ те хăй те ачасемпе пĕрле юмах итле пуçларĕ.

«Ахалех пăшăрханатăп. Самайланать ĕнтĕ çынни. Хăвăртрах сывалтăрччĕ», — шухăшларĕ вăл.

Юмах сăмахĕсем кĕçех мĕнпур шухăша пуçран хĕссе кăларчĕç. Юмах пуçламăшне илтейменшĕн ӳкĕнчĕ Тимĕркке, мĕн илтнине вара ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ.

— «… Çук, вилмен ун чух Чапай-паттăр Урал шывĕнче, — тарăн юханшыв пек лăпкă юхать Миккан хулăн сасси. — Тăшман пулисем пăт та пат! шăт та шат! ун пуçĕ тавра шыва тăрăннă. Чапай малаллах ишнĕ. Сулахай енчен командирпа юнашар чăваш ачи, сылтăм енчен вырăс ачи ишнĕ, иккĕшĕ ик енчен Чапай пуçне алăпа хупласа хӳтĕленĕ. Урал шывĕн варрине çитсен, пĕр пуля чăваш ачин аллине, тепри вырăс ачин аллине кĕрсе ларнă. Вара чăваш ачи сылтăм енне, вырăс ачи сулахай енне куçнă та суранланман аллисемпе каллех командир пуçне хӳтĕленĕ. Пăрлă çумăр пек ӳкнĕ пульăсем. Урал шывĕн леш хĕррине çитме çуррин çурри юлсан, пĕр пуля чăваш ачин пуçне пырса тивнĕ, тепри вырăс ачин пуçне шăтарнă. Чапай-паттăр вара пĕчченех тăрса юлнă. Усал тăшмана улталанă вăл, кăвакал пек, шыва шаларах чăмнă та ун куçĕнчен çухалнă.