Выбрать главу

«Аташнă ĕнтĕ эп, вĕри чирпе аташнă, — йĕркеллĕ шухăшсем хускалчĕç сасартăк çăмăлланса кайнă пуçра — Халь аташмастăп-ши? Ма вара тулти пӳртре выртнă пек туйăнать? Кунта кравать те çукчĕ вĕт».

Хăйне хăй тĕрĕслес шухăшпа куçне уçас тенĕччĕ Тарас, çав вăхăтра каллех кĕленче чăнкăртатрĕ.

«Çук, кĕленче мар вăл, Оля сасси. Оля çапла кулатчĕ ĕлĕк. Елĕк? Хăçан пулнă вăл «ĕлĕк»? Тахçаи-тахçан, атте килте чух, Рамаш çыру çырнă чух. Мĕн чул вăхăт иртнĕ-ши çавăнтанпа? Эп чирличченех виç-тăватă уйăх иртнине астăватăп. Çĕнĕ стильпе çĕнĕ çул каç çитнине астăватăп. Спектакль пулчĕ, мана, суфлер туса, тĕпсакайне кĕртсе лартрĕç. Çавăнтан тухнине астумастăп. Микка пичче вилнĕ терĕç. Хрулкка мучи çамкана хыпашларĕ, ал тупанне тытса ларчĕ… Те чăн çапла пулнăччĕ, те тĕлĕкре курнă. Халь аташмастăп ĕнтĕ. Аташмастăп-и?! Ма вара Оля кулнă пек илтĕнчĕ… Ак каллех кулса калаçать. Анчах мĕн калаçать-ха вăл!

— Пăх-ха, пăх-ха, анне! Рамаш кулать…

— Тĕлĕкре кулать вăл. Малтан тĕлĕкре кулать чĕрĕ чун. Ав епле сылтăм аллине пуç айне чиксе выртнă. Этем ывăлĕ ĕнтĕ, мĕн тăвассу пур.

— Каллех кулать!

— Ан кăшкăр Уля, Рамаша вăхăтсăр вăратан. Тарас та лăпкăн çывăрса кайнăччĕ, мĕскĕн…

Шалти пӳртре инкĕшĕпе амăшĕ калаçнине хăйне хăй ĕненмесĕр итлесе, аптраса выртрĕ Тарас. «Эп аташмастăп пулсан, вĕсем аташаççĕ-им вара? Ма «Рамаш, Рамаш» теççĕ. «Ененместĕп. Рамаш вилмен!» — терĕ инке, хут илсен. Юлашки вăхăтра хăйне хăй çапла йăпатса пурăнчĕ. Чăнах та, вилнĕ тесе çырманччĕ-ха, хыпарсăр çухалнă тесе çырнăччĕ. Тен, чăнах та, вилмен пуль?! Аташмастăп та пуль, пичче киле таврăннă пуль!.. Анчах ма-ха вĕсем пĕчĕк ача пирки калаçнă пек калаçаççĕ?»

Çав вăхăтра шалти пӳртре, чăнах та, пĕчĕк ача сасси илтĕнчĕ.

Савăнмарĕ Тарас пĕчĕк тăванĕн сассине илтсен. Сасартăк çуралнă ĕмĕте татрĕ-ха вăл. Инкĕшĕ, ача туса, кулса калаçакан пулнăшăн çавах та савăнчĕ. «Оля!» тесе кăшкăрасшăнччĕ Тарас, сасă аран тухрĕ. Никам та илтмерĕ ăна. Кăшт тăрсан, такам тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçмасăрах палларĕ: амăшĕ. Акă вăл кравать умĕнче хашлатса тăчĕ те тула тухса кайрĕ. Тарас, куçне уçмасăр, уçă тăнпуçпа тата пăртак шухăша кайса выртрĕ.

«Хут киличчен пĕр-пĕринчен пытанса, Рамаш ятне асăнмасăр пурăнтăмăр. Эп хам ирĕкпе Хĕрлĕ Çара каяс терĕм, Оля ямарĕ. Итлемĕттĕм ăна — макăрчĕ вăл, унччен тем чул тарăхса та макăрманнине макăрчĕ. Пурпĕрех каятăп. Халĕ Ольăшăн хăрамалли çук ĕнтĕ. Пĕчĕк Рамаш пур ун. Оля! Хăйне инке тесе чĕнме хушмасть. «Инке мар, аппа эпĕ саншăн, Оля тесе чĕн мана», — терĕ. Пиччене те Рамаш тесе чĕнме хушрĕ, «Вырăссем пĕртăвансене ятпа чĕнеççĕ», — терĕ… »

Ача сасси илтĕнми пулсан, Оля тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçрĕ, йăл кулчĕ те аран тухакан сасăпа:

— Оля, пĕчĕк Рамаша кăтартсам мана, — терĕ.

Оля, куçĕ курнине, хăлхи илтнине ĕненмесĕр, пĕр самант Тарас çине пăхса тăчĕ, унтан сасартăк кравать умне кукленсе анчĕ те, Тараса ыталаса, макăрса ячĕ.

— Ма макран, Оля? Рамаш пирки çĕнĕ хыпар илтĕн-им?

— Çук, Тараска, урăх хыпар çук. Эс сывала пуçланăшăн, «пĕчĕк Рамаш» тенĕшĕн савăннипе тӳсеймерĕм. Тата пĕр савăнăçлă хыпар пур. Атте госпитальтен сывалса тухнă. Анчах киле таврăнма шухăшламасть те. «Туркфронта Фрунзе патне каятăп, эп кăркăсла калаçма пĕлеп, политотделра кирлĕ çын пулăп», — тесе çырать. Пĕчĕк Рамаш пирки те, эсĕ чирленĕ пирки те çырса пĕлтертĕм ăна. Пысăк Рамаш пирки асăнмарăм. Хăй те асăнмасть.

— Эп хам çырса пĕлтерĕп, — терĕ Тарас.

— Эх, Тараска, Тараска! Пысăк хуйхăпа йывăр чир сана та чăнахах арçын турĕç. Юрĕ, ан калаç урăх, сывал часрах. Еç нумай. Кĕçех ак юлташсем килсе çитĕç. Сансăр ĕçлеме пĕлмеççĕ вĕсем. Эс сываласса тем пек кĕтеççĕ. Икĕ уйăх куллен сан патна çӳрерĕç.

— Пĕчĕк Рамаш миçере?

Оля ĕлĕкхи пекех савăккăн та ăшшăн йăл кулчĕ.

— Иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Ан калаç урăх, сывал часрах, анне кĕрсен, кĕпӳ-йĕмне улăштарĕ. Тепре вăрансан, Рамаша кăтартăп сана. Çывăрнă чух тутине ашшĕ пек чалăштарса кулать.

Çĕнĕ çул каç чирлесе, çанталăк çур енне кайсан тин ура çине тăчĕ Тарас. Çамрăксем Тук икĕ енĕпе те савăнса кĕтсе илчĕç ăна.

Тарас сывалнă хыççăн эрнерен Куракхăвинче комсомолецсен конференцийĕ пулчĕ. Тараса райкома тата уесри конференцине делегата суйларĕç.

Хулана кайма темшĕн питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ Тарас. Пиччĕш пĕлтĕр ăна сăран хутаç парса хăварнăччĕ. Çав хутаçа вăл Рамаш хучĕсене тата хăйĕн юратнă сăвă кĕнекине чикрĕ. Оля ăна пăшăрханса сăнарĕ:

«Мĕн шухăш тытнă-ха пирĕн арçын? Ашшĕпе пиччĕш хыççăн кайма шутламасть-ши?»