Выбрать главу

Тараса хулана ăсатма комсомолецсем икĕ ялĕпе те кĕпер патне пухăнчĕç. Чăваш ачисем малтан шкул патне пухăннăччĕ, Антонина Павловна Лешеккинчен килсе çитрĕ те:

— Пурте кĕпер патне утăр. Лешеккисем Тайманкина ăсатма çавăнта пыраççĕ, — терĕ.

Тараса та ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ ĕнтĕ. Ял Совечĕн председателĕ те:

— Кĕпер патне çуран утăр, эппин, Тайманкин юлташ. Эпĕ, лав тупса, тӳрех çавăнта пырса çитĕп, — терĕ.

Çамрăксемпе пĕрле Оля, Антоннна Павловна, Арланов кĕпер урлă каçса ăсатрĕç пĕрремĕш комсомолеца. Вырăс ачисем юлташне ăсатма ялав йăтса тухнă. Ялавĕ çине Тарас хăех пурпа сăрласа «Российский Коммунистический Союз Молодежи» тесе çырнăччĕ. Арланов сăмах каларĕ.

— Тайманкин юлташ пирĕн — пĕрремĕш комсомолец, — терĕ вăл юлашкинчен. — Пĕтĕм районран — тăватă вулăсран — пилĕк делегат, чăн тивĕçлисене суйланă. Пирĕн ячейкăшăн пысăк чыс вăл. Чулçырма ячейкине районра хисеплеççĕ. Ячейкăра чи тивĕçли, хăвăрах пĕлетĕр, Тарас Тайманкин пулчĕ…

Тарас ораторăн хĕрӳ сăмахне кăшт сивĕтесшĕн пулнă пек:

— Мана чи тивĕçлĕ тесе мар, чăвашран та пĕр çын кирлĕ тесе суйларĕç, — терĕ.

— Апла пулсан, чăваш ятне ан çĕрт, чăвашран пĕтĕм уесĕпе, пĕтĕм кĕпĕрнипе, кĕпĕрнипе çеç те мар… в мировом масштабе чăн тивĕçли пул! — кăшкăрчĕ лашапа пырса çитнĕ Тимĕркке.

Оля Тараса хулана илсе каякан лав куçран çухаличченех пăхса тăчĕ. Комсомолецсем те тăруках саланмарĕç. Арлановпа Антонина Павловна çеç шкула кайма васкарĕç.

«Комсомол тени, чăнах та, пысăк вăй, — шухăшларĕ Оля. — Рамаш çавна тахçанах сиснĕччĕ. Октябрьчченех çамрăксене пĕтĕçтересшĕн вĕтеленетчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир те ун чух комсомол пек пултăмăр. Халĕ, ак, теприсем çитĕнчĕç. Çĕнĕ кĕпер тĕрекĕсем. «Çĕнĕ кĕпер хывăпăр, кĕпер юписем пулăпăр», тенĕччĕ ун чух Рамаш. Пĕр кши хуçăлчĕ пуль çав. Уншăн кĕперĕ ишĕлмĕ-ха. Ав мĕн чухлĕн вĕсем, çĕнĕ кĕпер юписем. Тарас та кĕпер юпи е пĕр-пĕр савăлĕ пуласшăн ĕнтĕ… »

Шухăша кайса, таçталла пăхса тăракан Оля патне Тимĕркке çывхарчĕ,

— Ну, Оля Николаевна, килте кулянса, ачапа йăпанса ларма çитĕ сана, — терĕ вăл. — Пĕчĕк Рамашăн асламăшĕ пур. Парти ĕçне хутшăнма вăхăт çитрĕ. Ялсене çĕнĕрен уйăртăмăр ĕнтĕ. Ял Совечĕсем уйрăм, анчах парти ячейки пурпĕрех пĕрре. Сана хăвăнсăрах секретаре суйларăмăр. Лешеккинче коммуна организациленчĕ. Гревцев хăйĕн коммунарĕсемпе ялтан куçса каять. Санран лайăх кандидат çук. Эсĕ икĕ ял пурнăçне те лайăх пĕлетĕн, икĕ чĕлхепе калаçма пултаратăн…

— Калаçма пултарăп, ĕçлеме пултарайăп-и?!

— Мана Совета суйланă чух ыйтса тăмарăр. Кăмăл пулсан, этем тем тума та пултарать.

Çапла Оля та, пысăк ĕçе хутшăнса, хăйĕн чĕре суранне сипле пуçларĕ.

Тарас та, ашшĕ пекех, хулана кайрĕ те… яла таврăнмарĕ.

Ик-виç эрнерен Оля хут илчĕ.

«Каçар мана, Оля, — çырать Тарас, — килтен мĕн шухăшпа кайнине сана каламарăм. Чарасран хăрарăм. Конференцие килнĕ комсомолецсем çурри ытла Хĕрлĕ Çара çырăнчĕç. Эп те çырăнтăм. Вунулттăра терĕм, ĕненчĕç. Самарта политшкула вĕренме йышăнчĕç мана. Шкул пуçлăхĕ — Трофим Петров, Трашук пичче. Аттепе пиччене пĕлекенсем нумай кунта. Тăван яла таврăннă пекех туйăнчĕ… »

«Эх, Тараска, Тараска! Эсĕ те пăрахса кайрăн акă мана. Таврăнăн-ши хуть киле хăçан та пулин?» — хурланса шухăшларĕ Оля.

Чулçырмара çĕнĕрен уйрăм ял Совечĕ суйланă чух Селĕп Кирилене каллех аса илчĕç.

— Манран ним усси те пулмасть пуль. Калаçма пĕлекен çынсене суйлас. Виçĕмçул мана карательсем те çын вырăнне хумареç. Совет влаçĕ майлă та, хирĕç те сăмах калама чухлаймарăм, — хăйне хăй хурлама пăхрĕ Селĕп Кириле.

— Нухайкка лекменшĕн ӳпкелешетним, Кириле пичче? — илтĕнчĕ сасă.

— Халь Советра калаçма пĕлекенсем мар, ĕçлеме пĕлекенсем кирлĕ пире, — терĕ Тимĕркке, шӳтлесе калаçакансене чарса. — Сана, Кирилл Иванчча, çураки комиссарĕ тăвăпăр. Кăçал ăна ялĕпех сирĕн вĕçрисем пек туса ирттерĕпĕр. Пĕр хăлаç çĕр те акмасăр хăвармăпăр.

— Эсĕ пире капла камуна кĕртсе хурасшăн мар-и, Владимир Наумчă? — пăшăрханчĕç хăшпĕрисем.

Вара Арланов, сăмах илсе, халăха çапла ăнлантарса пачĕ:

— Коммунăна сире никам та улталаса е ирĕксĕрлесе кĕртме шухăшламасть. Ялта лашасăр, сӳресĕр хуçалăхсем нумай. Сеялка тени пуянраххисен çеç. Елĕк чухăн пуян лашипе тырă акнăшăн çăвĕпе çав пуян ĕçне тăватчĕ. Халĕ пуян лашисене, сеялкисене пĕтĕм ялшăн ĕçлеттерĕпĕр. Çураки ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă туса ирттересси — хресчен хуйхи кăна мар вăл, пĕтĕм государство хуйхи пулать. Çавăнпа кăçал ял Совечĕ çураки ĕçне ялĕпе йĕркелес терĕ. Урăхла каласан, эртелпе тырă акăпăр кăçал. Ялта ун пек ĕçлени хальччен пулман мар. Кирилл Иванович эртелĕ ĕçленĕ пек пулать вăл.