Выбрать главу

Çак хыпар çав кунах ялĕпе сарăлчĕ, чухăнсене савăнтарчĕ, кулаксене хăратрĕ. Пĕр Мирски Тимук çеç нимрен те хăрамасть. «Сеялка парап, пĕр лаша парăп. Акнă чух парăп, пухнă чух пурпĕрех хам ана çинче ĕçлеттерĕп салтак арăмĕсене», — терĕ вăл ăшĕнче. Шухăшне вара, яланхи пекех, никама та каламарĕ.

Селĕп Кириле хăйне Совета суйланăранпа йăмăкĕ патĕнче час-часах пулкалать. Лисук патне мар, Оля патне, ячейка секретарĕ патне, çӳреççĕ вĕсем Тимĕрккепе. Паян та Тимĕрккепе Кириле тулти пӳртре. Оля ачйне кăкăр ĕмĕртсе тухасса кĕтсе лараççĕ. Лисук, ача кипкисемпе айкашса, тулăн-шалăн чупса çӳрет.

— Замана тейĕн çав, Кирилл Иванчă. Лисук та ав ватăлнă пуçпах салтак арăмĕ пулса пурăнать, — сăмах хушрĕ Тимĕркке.

— Сахарне те мансах кайнă-ха вăл халĕ, — кулкаларĕ Кириле. — Ачашăнах вилет çав Лисук. Яппун вăрçи вăхăтĕнче упăшкинчен ачасăр юлчĕ. Тăлăх пуçпах усрав ача тупрĕ. Пурăнмарĕ ачи. Сахарпа тунă ачисем те пурăнмарĕç. Халĕ, кинĕ кунтан пăрахса каймасан, Лисук валли йăпану виличченех çитет ĕнтĕ.

— Ольга Николаевнăна кунтан ямăпăр, — терĕ Тимĕркке, Кирилене шантарса каланă пек.

Оля шалти пӳртрен тухсан, канашлу пуçланчĕ. Кириле, хĕвеле хирĕç пăхса лараканскер, çурхи хĕвел çутине тӳсеймерĕ, сулхăн кĕтесе куçрĕ.

«Çак хĕвел çутишĕнех пӳртне кансĕр вырăна хăпартса лартрĕ ĕнтĕ Сахар, — шухăшларĕ вал. — Хăй вара хĕвел çутипе ăшăнса пурăнаймарĕ те».

Çав вăхăтра Лисук шалти пӳртре тем пулнă пек çухăрашрĕ:

— Уля, часрах! Рамаш кулать, кулать!

Оля шалти пӳрте чупса кĕчĕ. Хальччен ывăлĕ ыйхăра кулнине çеç курнăччĕ-ха вăл. Пĕчĕк Рамаш, аллисене кипкерен кăларса, хĕвеле хирĕç куçне хессе, çапкаланса выртать. Акă пĕчĕк кĕрен тутан сылтăм кĕтесси маларах уçăлчĕ; тутине ашшĕ пек чалăштарса, çут тĕнчене килнĕшĕн савăнса, йăл кулса ячĕ пĕчĕк Рамаш. Тимĕркке те шалти пӳрте кĕнĕ иккен.

— Рамаш кулать, замана! — терĕ вăл, пӳрнипе ачана кăтăкланă пек туса. — Вырăс-и эс, чăваш-и, Совет Республикин гражданинĕ?

Пĕчĕк Рамаш, кайăк чĕппи пек сасă кăларса, сылтăм аллине çӳлерех çĕклерĕ.

— Пăхăр-ха, Совет влаçие саламлать вăл. Ял Совечĕн председательне палларĕ, Замана!

— Çитĕ-çке. Тухăр, тухăр кунтан! Ан куçăхтарăр ачана! — тесе, чĕпĕ амăшĕ пек, сăпка тавра саркаланчĕ Лисук.

— Ку ачи куçăхмасть. Камун ачи вăл, — терĕ Самана Тимĕркки.

В ĕ ç ĕ