Выбрать главу

«Аннене ним те каламарĕ-ха атте Çимун пичче пирки, — шухăшларĕ Наçтук. — Упăшкин тăванне юратмасть çав анне. Маншăн Çимун пичче тăван пиччерен те хăклăрах».

— Инкене каларăн-и? — ыйтрĕ Наçтук ашшĕнчен.

— Калаймарăм çав. Эсĕ кала. Кăшт суранланнă, госпитальтен тухсан киле таврăнать пуль тесе йăпат. Çырăвне ан кăтарт, çырăвĕ аттере те, — туртса илме пултарать. Вара пĕр-пĕр хут пĕлекен çынна вулаттарĕ. Ав ыран Трашуках вулаттарма пултарать.

Килйышсем илтесрен асăрханса Мăрзабай хĕрĕпе вырăсла калаçрĕ. Хĕрĕ те вырăсла хуравларĕ.

— Юрĕ, атте. Полина питĕ ырă çын вăл, ăна ытлашши хурлантарас килмест çав.

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса

Трашук вуласса нумай вуланă та пуçне сахалтарах илнĕ. Халĕ вулама вăхăт çук, шухăшсем вара вĕркĕшсех тăраççĕ. Çамрăк йĕкĕт çынсене тимлĕнрех сăна пуçларĕ, вĕсен сăмахĕсемпе хăтланăвĕсене аса илет, шухăша каять.

Çимун сăмахĕсем аса килеççĕ, вĕсен пĕлтерĕшне тин тавçăрма пуçланă пек туйăнать ăна. Халь унпа калаçса курасчĕ! Елĕкхи пек чĕмсĕр итлесе лармĕччĕ вăл, хăйĕн аслă юлташне тĕрлĕ ыйтусемпе аптратса чыхăнтарĕччĕ.

Павăл мучи Çимун пиччерен айванрах мар пуль. Турă пирки те, патша иирки те унăн хăйĕ.н ăнланăвĕ пурах ĕнтĕ. Унпа калаçса курасчĕ. Е пуп патне каяс та тӳрех. ыйтас: «Кала-ха чăннниех, пачăшкă, турă пур-и вăл е çук та-и?» Пĕлсен те каламĕ, эсрел. Е вăл хăй те пĕлмест-и? Пĕлмест пуль. Мăрзабай та пĕлмест, никам та пĕлмест.

Кăяш Тимкки тата? Эх, çав çын халь яла килсе кĕрсен, Трашук унпа пĕр именмесĕрех калаçĕччĕ. Елĕксенче час-часах пулкалатчĕ вăл Чулçырмара — Рамашсем патне е Ятрус патне килетчĕ. Пĕчĕккисемпе пысăккисемпе калаçнă пек калаçатчĕ, вылясса вара хăй те пĕчĕк ача пек вылятчĕ. Тĕрлĕ тĕлĕнмелле кăсăк хыпарсем, историсем каласа паратчĕ. Юмахлас-сăмахлас енчен вăл Шатра Миккаран та ирттеретчĕ. Çавăн пек çынсем кĕнеке çыраççĕ пуль…

Пĕчченлĕх питĕ хăрта пуçларĕ Трашука. Халĕ вăл Мăрзабайăн картишĕнчи пӳртре чĕмсĕр те тискертерех Тимукпа пĕрле пурăнать. Пӳрчĕ пысăк мар пулин те, ăна икке уйăрнă. Пӳрте икĕ вĕçрен кĕме икĕ алăк каснă. Шалти стенара вара алăк çук. Çав пӳртре мал енче Çимун çемйи пурăнать, кай енче — Тимукпа Трашук. Урам тăрăх тăсăлса ларакан шăвăç витне, хĕрлĕ крыльцаллă, аслă та ирĕк пӳртре таса Мăрзабайсем çеç пурăнаççĕ. Икĕ тарçă хуçасенчен уйрăм апатланаççĕ. Апат-çимĕç вĕсене Пăлаки е тепĕр чух Кулине килсе парать.

Пĕррехинче йĕкĕт Кĕтерие тĕл пулчĕ. Лешĕ Трашук умнех пырса тăчĕ, вут-хĕлхемлĕ çĕмĕрт куçĕпе каччă çине тăрăхласа пăхса илчĕ те:

— Пĕр çуртрах пурăнатăр ĕнтĕ, — терĕ. — Çырусăрах шăкăл-шăкăл калаçатăр пуль, унăн ĕçре хытман кăпăш аллине те ачашшăн чăмăртаса куртăн пуль, чие куçран тĕмсĕлсе пăхатăн пуль.

Çапла ĕрĕхсе пакăлтатрĕ-ахăлтатрĕ те Кĕтери çавăнтах таçталла ыткăнчĕ.

— Арçури, качака таки! — мăкăртатса вăрçрĕ Трашук, лешĕ куçран çухалсан. — Пĕр çуртра! Çуртра мар, картишĕнче пурăнатăп эпĕ, кайри выльăх картишĕнче.

Чăнах та, Мăрзабайăн картишĕ те пĕрре мар, иккĕ. Малти яланах тăп-таса. Кунта ăпăр-тапăр япала çук. Кайри картиш темиçе хут пысăкрах. Вĕсене хăма хӳме уйăрса тăрать. Малтинчен кайрине тухма-кĕме хапхи те, калинкки те пур. Хыçалти картишре — выльăх витисем, икĕ аслăк. Аслăк çийĕнче — утă-улам куписем, айĕнче — урапа-çуна таврашĕсем те тĕрлĕ ăптăр-калтăр япаласем.

«Кăпăш аллине тытса чăмăртăн, чие куçĕнчен тĕмсĕлсе пăхăн, — çавах ăшра çĕтĕлет Трашук. — Кĕтсех тăр!»

Мăрзабай килĕнче уйăх пурăнса та Наçтука курман-ха вăл. Пĕррехинче курнăччĕ, калаçас тесен, калаçма та пулатчĕ. Эх, ăçта вăл калаçасси! Трашук хапха уçса сурăхсене шăварма урамри çăл патне хăваласа кăларчĕ. Наçтук хапха умĕнче тăратчĕ. Ĕлĕкхи пек «Трашук мучи» тесе сăмах чĕнмерĕ ăна вăл, курман пекех. «Наçтук мăн кăмăллă çын мар, анчах халь курмасть-палламасть мана. Пурнăç йĕрки çапла пуль ĕнтĕ. Тарç.ăпа калаçмастпăр», — кӳренсе шухăшларĕ Трашук.

Хуçа хăй те халь Трашукпа ĕлĕкхи пек сăмах вакламасть. Пĕр Тимукпа çеç пурăнса ху та кайăкланса кайăн. Тĕлĕнмелле тискер çын çак Тимук. Çимун юратмастчĕ ăна, «Мăрзабайăн управляющийĕ» тесе тăрăхлатчĕ. Мăрзабай килĕнче унччен те вăхăтлăх тарçăсем пулкаланă, анчах Тимукпа килĕштереймен зĕсем, часах ятлă хуçа килне пăрахса кайнă.

Тимук кунта Трашук мĕн астăвассах пурăнать. Миçере-ши вăл? Хĕрĕхре е аллăра-и? Хăй пĕртте улшăнмасть пек, тахçантанпах пĕр сăнлă: сухалне такам çумласа сайралатнă тейĕн, çын çине куç айĕн пăхать. Куçĕ вара тĕксĕм те яланах ыйхăллă пек курăнать. Вăл Укахвин çывăх хурăнташĕ, теççĕ. Ăна вăл Хурăнвартан хăйпе пĕрле, тăлăха пăрахас мар тесе, илсе килнĕ пулать. Ашшĕ мĕн тесе çав «тăлăха» йышăнма килĕшнине çамрăк Мăрзабай пĕлмен. Кайран, хăй хуçа пулса юлсан, ют çынна Хурăнвара ăсатасшăн пулчĕ, анчах пултараймарĕ, арăмĕ упăшкине хирĕç ĕрĕхсе кайрĕ. Укахви йăвашрах упăшкине çĕнтерчĕ. Çапла, вара çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ Хурăнвар чăвашĕ, хусах Тимук, Мăрзабай килĕнче пурăнать.