Выбрать главу

— Тăлăх мар-и вара? Тăлăх çаз. Атте вилсе кайнăранпа ăраскалсем манран аяккалла тарчĕç. Вĕренме пăрахса тарçа кĕнĕренпе хĕрсем те, туссем те манран ютшăнчĕç.

Кĕтери сасартăк çплленпĕ пек пулчĕ те çапла каларĕ:

— Пĕр хĕр юратни çитмест-и вара сана?

— Вăл та юратмасть çав.

— Юратать, — касса татрĕ Кĕтери. — Пĕр хĕр сана тем пек юратать. Сансăр уншăн уйăх та пăхмасть, хĕвел те ăшăтмасть.

Юлашки сăмахсене вăл куçне хупса пăшăлтатса каларĕ.

— Ăçтан пĕлен? — ура çине сиксе тăчĕ Трашук.

— Пĕлмесĕр! Каçсерен вăл хăлхаран пăшăлтатса калать мана.

— Кам? Ятне кала.

— Хăвăн чĕрӳ систермесен, кам калатăр сана?

Трашук каллех Кĕтери çумне ларчĕ, хăй те хĕр аллине тытса чăмăртарĕ.

— Тархасшăн, кала… Чăнахах мана Наçтук юратать-и?

Кĕтери ним те чĕимерĕ. Сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те каччине çӳлелле сĕтĕрчĕ.

— Атя, тăлăх тунката! Атя, çĕтĕк çăпата, вăййа каяр. Пушмак хыççăн чуп. Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă, теççĕ. Шыра, эппин, ăраскална, тыт хӳринчен телейне. Юриех саншăн Наçтукпа Миттяна уйăртăм, сан тăшманна Евлен аллине патăм. Халь Евлен вăйă пĕтичченех алăран вĕçертмест ĕнтĕ хăйĕн савнă каччине.

Кĕтерипе Трашук малти мăшăр умне пырса тăнине нпкам та асăрхамарĕ. Анчах Трашукĕ Кĕтери çине пăхмасть, вăл куçĕпе Наçтука шырать. Наçтук Унтрипе тăрать иккен. Вĕсен кĕçех чупмалла. «Эх, ман хуралласчĕ халь». Çапла шухăшласа та ĕлкĕреймерĕ Трашук, сăрт çине Санька хашкаса хăпарчĕ.

— Тражук, — кăшкăрчĕ вăл, — зана хузя халех киле даврынма хушрĕ.

Çутă хĕвел сӳнсе ларчĕ Трашукшăн. Мĕскĕн каччă хăй аллине çумри хĕр юлашкинчен хытă чăмăртаса илнине те сисмерĕ, Наçтук вăйăри каччине хирĕç вашлаттарса чупнине анчах курса юлчĕ вăл.

Трашукран пушанса юлнă вырăна, Кĕтери çумне, Санька пырса тăчĕ.

«Каллех пĕр-пĕр усал хыпар илсе килтĕн-и е часрах вăййа хутшăнас шутпа мана юри вăлтрăн-и эс, эсремет?» — шухăшларĕ Трашук. Çук, ахалех вырăс ачине айăпларĕ йĕкĕт. Сăрт айĕнче ăна Кулине кĕтсе тăрать-мĕн.

Марзабай хăни

Трашук сăрт çине ĕселеннĕ вăхăтра Мăрзабай хапхи умне юланутлă çын пырса чарăнчĕ. Хуçа чӳречерен пăхрĕ те пăлханса ӳкрĕ:

«Ах, турăçăм, Белянкин! Çул ӳкичченех юланутпа мĕн шыраса çӳрет-ши ку вырăс шуйттанĕ? Çул майăн çеç килсе çакланчĕ пулсан, пырĕччĕ. Юри ман пата çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çирĕм çухрăмлă тавра çулпа килчĕ пулсан, ырра мар вара. Вулăсри эсерсен çулпуçĕ вырăнне хурать-ха хăйне хăй. Асăрхан, Мăрзабай, хăлхуна тăрат, чĕлхӳне çырт, яка калаçакан чее вырăсран чылай чеерех пулма тăрăш».

Тарăн шухăшлă Мăрзабай хуçалăхшăи пăшăрханнипе кăна мар старшинаран тухма васкарĕ: тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхи пăлханусем асран каймаççĕ. Яппун варçи хыççăн иуçланчĕç вĕсем. Хальхи вăрçă темиçе хут вăйлăрах, хăрушăрах. Халăх та темиçе хут вăйлăрах пăлханма пуçлĕ. Ун пек самана пуçлансан, влаçсенчен те пăрăн, тĕрлĕ революционерсемпе те ан çыхлан. Мĕн шухăшлани пулчех вĕт. Февральти пăлхану патшана сирпĕтрĕ. Ун хыççăн, ак, пăлхавĕ пĕтме мар, сарăлсах пырать. Хăй ĕçрен вăхăтлă тухнăшăн хытă савăнчĕ старшина пулнă çын. Куçминккари тусĕсенчен пăрăнас терĕ вăл, çавăнпа юлашки вăхăтра пасара çӳреме те пăрахрĕ. Анчах «тусĕсем» ăна манасшăн мар иккен. «Белянкин хапха умне килсе тăни ырра марах. Юрĕ-ха. Ĕçтерес ăна хытăрах, ӳсĕртес. Политика пирки ытлашши калаçма асăрхантăр тесе, сĕтел хушшине тата тепĕр çын лартас… »

Çак шухăшсем Мăрзабай пуçĕнче, вăл хăнана палланă хыççăн, çиçĕм пек çиçсе илчĕç.

— Сăмавар ларт, çăмарта, шăрттан ăшала, тăварланă хăяр-купăста хатĕрле, — хушрĕ вăл арăмне, хăй хăнана хапха уçса кĕртме, «вашаватлă» кĕтсе илме васкарĕ.

Хăна килчĕ-тĕк, сăй хатĕрлесех пулать ĕнтĕ. Мĕн тумаллине, кама мĕнле сăйламаллине Укахви хăех пĕлет те, упăшкин сăмахĕ ăна пит тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.

Хăнана шалти пӳлĕме ăсатнă хыççăн хуçа вăййа çӳреме пăрахнă хĕрĕ валли те ĕç тупрĕ:

— Трашука чĕнсе кил. Сăрт çине вăййа хăпарнă пуль. Вăл мана кирлĕ пулать. Эп ăна сĕтел хушшине чĕниччен кунта кĕтсе лартăр.

Амăшĕпе хĕрĕ, тĕлĕнсе, куçран куçа пăхса илчĕç. — Мыскараçă. Ухмаха ере пуçланă пуль аçу, — мăкартатрĕ Укахви, упăшки шала кĕрсен. — Тарçа сĕтел хушшине лартасшăн! Тăр-ухмах мар-и! Тимука чĕнтересчĕ иçмасса. Вăл хăть хурăнташ.

— Мĕн калаçан, анне. Тимук пичче вырăсла мар, чăвашла та калаçма пĕлмест. Трашук вырăсла кĕнеке вуланă пек калаçать, — сăмах хушрĕ Кулине.

— Хуп çăварна! — кăшкăрса пăрахрĕ амăшĕ. — Кай ĕнтĕ хушнă çĕре. Çул майăн инкӳне чĕн, иулăшма килтĕр.

Вырăс шурă пурçăн кĕпе тăхăннă, пилĕкне ансăр сăран пиçиххи çыхнă, уринче хром атă (калушне тулти пӳртре хывса хăварнă). Кĕрсенех вăл хура сукна пиншак аркисене сирсе, икĕ аллине те пиçиххипе кĕпе хушшине хĕстерчĕ, хуçа пек алăкăн-тĕпелĕп уткала пуçларĕ. Утнă çĕрте темшĕн кĕлеткине пĕр еннелле чалăштарать, çавна майăн çӳхе тути те темрен йĕрĕнсе чалăшнă пек курăнса илет. Çӳллĕ те типшĕмрехскер, çара янахлă, пĕчĕк уссиллĕ, çӳçне вирелле тураса янă мишавай каснă-лартнă вырăс интеллигенчĕ ĕнтĕ.