Выбрать главу

Хуçа, ăна хăнапа'таилаштарса пăхсан, сăн-сăпачĕпе те, кĕлеткипе те пачах урăхла çын. Лутрарах та кĕрнеклĕрехскер, вăл çӳçне вирелле яман, аялалла тураса йĕри-тавра пер пек кастарнă. Хура сухалĕ вара хăлха таранах, çапах ăна та вăл тирпейлĕ кастарать. Хăй уçă кăмăллă çын пек курăнать. Чеелĕхĕ пулсан та ăна вăл куç тĕпне те сухал айне пытарма пĕлет.

Хăна уткаласа çӳренĕ вăхăтра хуçа та, хăнана чыс туса, кăшт тумланкаларĕ: кăвак кĕпи çинчен жилетка тăхăнчĕ, кĕмĕл вăчăраллă сехетне жилетка çухавинчен çаклатса, çӳлти пĕчĕк кĕсйине чикрĕ.

Салам сăмахĕсене иккĕш те килкартинчех каланăччĕ. Халĕ пĕри те сăмах пуçласшăн мар-ха.

Мăрзабай хăна еннелле куç айĕн пăхса илчĕ. «Мĕн тесен те хăвна ху улпут евĕрлĕрех тыткалатăн эс, ача. Елĕкрех Куçминккара йăваш çын пек курăнаттăнччĕ, çунатсăрччĕ. Халь, ав, çунаттусене епле сарса янă: те ăмăрткайăк, те кăркка эс. Мужиксĕр эсир те, çĕршывăн çĕнĕ хуçисем, пурнаймастăр. Ăхальтен килмерĕн пуль ĕнтĕ. Мĕн тӳрĕпе килнине ыйтмасăрах калăн-ха».

Хуçа шухăшне илтнĕ пекех вырăс ун умĕнче тап чарăнса тăчĕ.

— Ну, Павел Алексеевич, хальхи самана пирки мĕн шухăшлатăн, каласа пар, — терĕ вăл. — Кам эс? Монархист-и, кадет-и, революционер-и?

— Эпĕ кам-и? Пĕлетĕн, чăваш. Çĕр çынни. Мана патши те чăрмантармастчĕ. Тиркешсе тăма эп сан пек нумай вĕренмен, — терĕ Мăрзабай, кулкаласа.

— Çук ĕнтĕ, гражданин Мурзабаев, манпа капла юптарса ан калаç. Чăннипех калаçма вăхăт çитрĕ. Хула пăлханать, арми пăлханать, халăх пăлханать…

— Çавă çав, — терĕ хуçи, хăннне пӳлсе. — Ытла пăлханма юрататăр эсир, вырăссем. Тĕрĕссипе каласан, маншăн, чăвашшăн, лайăх йĕркесĕрлĕх вырăные луччă начарйĕркелĕх пултăр.

Вырăс каллех уткала пуçларĕ, хуçи сĕтел хушшине ларма сĕничченех урăх сăмах хушмарĕ. Сĕтел хушшине ларсан тин вăл куçне хаваслăраххăн вылятса илчĕ:

— Çуттине ăçтан тупрăн тата?

— Ху вĕретмесен, ăçтан тупăн ăпа?

— Вот, чăваш тетĕн, — кулса каларĕ хăна, — чăваш çĕр çынни тесе мĕскĕнленсе ларатăн. Чăвашĕ вырăсран та чеерех. Çавна вĕретме те вырăссем чăвашранах вĕреннĕ. Çапла мар-и?

— Çук, Çĕпĕртен кнлнĕ япала вăл. Çĕпĕр вырăсĕсем малтан тырă çĕртме вĕреннĕ.

— Ан калаç. Çĕпĕрте чăваш та сахал мар. Чăваш — вăрман халăхĕ вăл. Иеркелĕхе юрататăп тетĕн. Эсир, чăвашсем, ĕмĕрнех влаçсенчеп вăрманта пытанса пурăннă. Ав, кунта та эсир вăрман çумнех килсе ларнă, вырăссем — çеçенхирте.

Мăрзабай хăнине черкке тыттарса кулса каларĕ:

— Атя-ха, пирвайхине çапах та тĕреклĕ влаçшăн, йĕркелĕхшĕн сыпар.

— Атя, атя, — терĕ хăна, черкке тытса, — малтан сыпар, кайран çав тĕреклĕ влаçне тума пулăшар.

Сыпса çырткаланă хыççăн хăна хуçи куçĕнчен чăр-чăр пăхса илчĕ.

— Чăваш тетĕн. Ак, чăваш салтакĕсем яла таврăнсан, сана та тăн кĕрте пуçлĕç. Ху чăвашне те манса кайăн вара. Халь, Павел Алексеевич, халăх урăхла кĕпĕрлене пуçларĕ. Сăмахĕ те халь урăх. Вырăс, чăваш, пушкăрт сăмахсем вырăнне рабочи, буржуй, хресчен, салтак теççĕ. Çынна палăртма халь тата урăх сăмахсем те пур: монархист, кадет, эсер, анархист, социал-демократ…

Мăрзабай, аллине сулса, çинçе сасăпа ихĕрнĕ пек туса илчĕ.

— Эх, мĕн тĕрлĕ пăлхавçăсем шăтса тухнă тĕнчере. Турă çырлах! «Чăваш-йăваш» тенĕ пирĕн ваттисем. Сăпайлăн пурăнакан халăх. Пăлханмастпăр. Влаçран хăратпар эпĕр. Хăратпăр-тăк, пăхăнатпăр пулать вара. Ак халĕ те Вăхăтлăх правительствăна йышăнатпăр-çке. Урăх тата мĕн кирлĕ?

Вырăс куçне хĕсрĕ, пӳрнепе юнаса илчĕ.

— Ан алхас, Павел Алексеич! Ишь мĕнле сăмах тупса хутăн: «Чуваш-йываш». Пăхăнатпăр. Пăлханмастпăр… Атăл пăлхавçисем пирки нлтмен-и вара эс? Чăваш пăлхавçăсене ертсе пыраканни те тупăннăччĕ ун чух: Николаев-Хури. Ячĕ те унăн санăинн евĕрлĕрех. Эсир Мурзабаев тесе те, Николаев тесе те çырăнатăр.

Вырăс хăна килсен, хĕрарăмсем шалти пӳрте сĕтел çине апат-çимĕç лартма çеç кĕрсе тухаççĕ. Тулти пӳртре хуçа тата мĕн хушасса кĕтсе лараççĕ. Кулине Трашука ертсе килнĕ хыççăн Укахви чăтаймарĕ, ăш вăрканипе килтен тухса каяс терĕ, кинне хăй вырăнне юлма хушса хăварчĕ.

Инкĕшĕ тухнă хыççăн Пăлаки хăюланса Кулинене кăлт! тĕртрĕ те:

— Мĕн калаçаççĕ? Алăк патнерех пырса итле-ха, Мир пирки асăнмаççĕ-и?