Выбрать главу

Трашук халиччен кăмăспа сăра анчах ĕçсе курнăччĕ. Кун пеккине тутанман. Куркине тытрĕ те хăраса кайрĕ. Хуçи çаплах хистет:

— Мĕн, хĕрача пек хĕремесленсе ларан? Каччă мар-и эс? Шанклаттар та хур. Ĕçмесен хĕвне ярап.

«Чăнахах ярĕ ку», — тесе шухăшларĕ те Трашук, куçне хупса, куркине ӳпĕнтерчĕ. Хуçапа хăна нккĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç.

Кулччăр. Халь ĕнтĕ Трашук вĕсенчен хăрамасть, вăтанмасть. Калаçма та хатĕр. Анчах темшĕн сĕтелли те, сĕтел хушшинчи çыннисем те тĕк тăмаççĕ: тайкалана, çаврăнкала пуçларĕç.

— Çырт, лайăхрах çырткала. Кăшт пуçа тивни ним те мар вăл. Кайран иртсе каять, — тарçине тăварланă хăяр тыттарчĕ хуçа, умне ăшаланă шăрттан тĕртсе лартрĕ. Хăй малаллах калаçать. — Арçын пул. Тайкаланса ан лар.

Трашук апат çырткаланă хыççăн сĕтел çаврăнми пулчĕ. Халь каччă чунне çунат хутшăннă пек туйăнса кайрĕ. Вĕçес килет. Анчах кусем мĕн калаçаççĕ-ха?

— Учитель тума пултарап терĕн. Тата мĕн тума пултарăн çак каччăран? — ыйтрĕ Белянкин.

— Каччăран мĕн тăваççĕ? Кĕрӳ тăваççĕ тăнлă çынсем. Трашук, кĕрӳ пулатни?

Мăрзабай кулса калаçать пулсан та, Трашук чĕрине услам çу сĕрнĕ пекех туйăнчĕ. Наçтука аса илсе савăнса кайнипе вăл хуçапа хăна малалла мĕн калаçнине те путлĕн итлеймерĕ.

— Сан икĕ хĕр-ха. Хăшие паран вара учителе?

— Пĕрне те памастăп. Хăйне киле кĕртетĕп. Кĕçĕнни çамрăк-ха, каччă кĕтсе ларма вăхăт пур. Аслин шăпине татса пама вăхăт çитиĕ. Ывăл вăрçă пĕтсен те яла пурăнма таврăнмастăп тесе çыратчĕ ĕлĕкех. Шăллăмăн ывăлĕ таврăнсанах уйрăлать пуль. Эп вилсен, килте арçын юлмасть вара…

Çапла Мăрзабай хăйĕн вăрттăн шухăшне эрехе пула палăртрĕ.

Трашук асли-кĕçĕннн пирки хуçа мĕн калаçнине илтмест. Анчах ун вырăнне Мăрзабая урăххисем итлеççĕ.

Кулине алăк çумне çыпçăнса тăчĕ. Итлет-итлет те хушăран кулкаласа илет. Çимун арăме ун çывăхĕнче ăшаланса тăрать.

— Мĕн калаçаççĕ, каласа пар ĕнтĕ инке таврăниччен.

— Чим-ха, чим… Ан чăрмантар. Ланăх илтĕнмест. Ашшĕн юлашки сăмахĕсене илтсен, Кулине сăнĕ йăл çуталса кайрĕ…

— Мĕн калаçрĕç, ма каламастăн?

— Мĕн калаçни унта… Трашука ĕçтереççĕ. Калаçни илтĕнмест, — терĕ те Кулине, сасартăк пӳртрен тухса чупрĕ.

Халь шалти пӳртрисем пурте хĕрсе кайнă, тулта илтĕнмеллех шавла пуçларĕç.

— Эс ăçтан пĕлетĕн мана? — ыйтать вырăс Трашукран.

— Сире кам пĕлмест Куçминккара? — тет Трашук, калаçма пачах та именмесĕр — Революци пирки молебен тунă чух эсир пукан çине тăрса сăмах каларăр. Анчах пуп ывăлĕ, семинарист, улталарĕ сире. Земски ун чух килтех пулнă.

— Эс ăçтан пĕлетĕн?

— Эп тем те пĕлеп. Вăл çав кун каçхине тин хулана тарнă. Куçминккара халь пĕр монархист кăна. Вăл та пулин херарăм, Екатерина Степановна. Ыттисем пурте эсерсем.

Белянкин, хăй те хытă ӳсĕрĕлнĕскер, ăшне тытса кулать. Мăрзабайĕ те пĕр хăна çине, пĕр Трашук çине пăхкаласа кулма тытăнать.

— А большевиксем çук-и Куçминккара? — куçне хĕссе ыйтрĕ Белянкин.

— Çуккă, — татса пачĕ Трашук. — Куçминккара çуккă, хулара нумай. Анчах вĕсене пурне те Половинкин персе вĕлерет, унăн револьвер пур.

— Мĕнле Половинкин? — ыйтрĕ вырăс, хăлхине тăратса.

— Виктор Половинкин. Наташа Черникова каччи.

— Ну, тĕлĕнтерет те, Павел Алексеевнч. Ку çăпаталлă студент чăнахах та нумай пĕлет.

Трашук ура çине сиксе тăчĕ:

— Эп пĕлеп… Эп тем те пĕлеп! — кăшкăра пуçларĕ вăл, тайкаланса. — Çимун пичче пурпĕрех Гриша Распутиншăн çапăçмасть.

Мăрзабай урăлсах кайрĕ. Вăл Трашука ыталаса илчĕ те чăвашла калаçа пуçларĕ:

— Вот пĕлместĕн те. Распутина ăслă çынсем тахçанах вĕлернĕ. Çимун вăрçăра пулса суранланнă. Эс, ача, кăшт ытлашши калаçа пуçларăн. Тухса уçăлкала-ха. Выртса çывăр луччă.

Çапла йăпаткаласа, хуçи тулти пӳрт алăкĕ патне çитиех ăсатса ячĕ хăйĕн ӳсĕрĕлсе кайнă тарçине.

Трашук тухнă хыççăн вырăс та çемçелсех кайрĕ. Ыйхăланă пек пулчĕ. Хуçа хăех хăна валли вырăн сарса пачĕ. Хăни çывăрса кайсан, Мăрзабай арăмне тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ:

— Хăна вăрансан, мухмăр чĕрттер. Хуçи пушкăрта тухса кайрĕ, паян таврăнмасть те. Ун чул вырăсла калаçма чухлатăн пуль-ха? Эп хам Çимун пӳртне кайса выртап. Вырăс кайичченех тухмастăп вара.