Выбрать главу

Ятрус учитель шкулта каласа паиине аса илчĕ вăл. Пушкин лицейра вĕреннĕ чух пĕррехинче учитель пурне те, класĕпех, сăвă çырма хушнă. Пушкин хăйĕн сăввине час çырса пĕтернĕ. Юнашар ун юлташĕ Кюхельбекер тарăхса ларать. Вăл пĕр йĕрке çеç çырса хунă-ха. Пушкин «с заката» сăмаха асăрханă та юлташне хăвăрт çырса пĕтерме пулăшнă: пуçламăш йĕрке çумне тата виçĕ йĕрке шӳтлесе хушса хунă.

Йĕкĕт анчах сăвă каласа пĕтернĕччĕ, Тимукăн кĕриклетекен сасси илтĕнчĕ. Паянхи тĕлĕнтермĕшсенчен ку чи пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Тимук юланутпа яла кайса килнĕ те иккен. Паян вăл этем пекех калаçать, Трашука пачах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: ун патне хăна килнĕ иккен.

— Кам хăни? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Трашук.

— Пĕлместĕп. Таврăнсан курăн.

— Пĕччен каяс-и?

— Пĕччен, лаша утланса кайăн. Хăла кĕсрене пурпĕрех кантарма вăхăт çитнĕ.

— Пĕччен тупаймастăп, — хăраса ӳкрĕ Трашук. — Ял хăш енчине те пĕлместĕп. Хĕвел тепĕр енчен тухрĕ пек туйăнать.

— Çапла, вĕреннĕ çын яланах аташать вăл, — мăкăртатрĕ Тимук. — Ĕççынни нихçан та аташмасть. Ху тупаймастăн, лашу тупĕ. Вăл сан пек нумай вĕренмен.

Çул тăршшĕпех Трашук лашине çилхерен тытса пычĕ, ăнсăртран тепĕр еннелле пăрса ярасран хăраса, чĕлпĕре пĕрре те тĕкĕнмерĕ. Сылтăм енче йĕнерлĕ Ту курăна пуçласан тин лăпланчĕ йĕкĕт. Ку çул чăнахах Чулçырмана илсе каять иккен. Хĕвелĕ те аташман, хăй вырăнĕнчех.

Хăна килнĕ тени йăлтах аптратрĕ Трашука. Кам килмелле ун патне? Вăл та çын шутне кĕрекен пулчĕ-ши вара? Черников аса килчĕ, дядя Степа… Мĕн шыраса килĕç вĕсем чăваш ялне? Хурăнварта хурăнташсем пур та, вĕсем ун патне мар, амăш патне хăнана килеççĕ. Камне тавçăрса илеймерĕ Трашук, çавах вăл çанталăк ăшшине, тавралăх илемне нихçанхинчен ытларах пăлханса туя пуçларĕ.

— Мана хисеплекен çын та пур иккен тĕнчере, — терĕ йĕкĕт, савăнса.

Пичке пек сарăлса кайнă кĕсре çинче ларса, Шалтикасах пырса кĕрсен, Трашук тӳрех асăрхарĕ: Мăрзабай хапхи умĕнче хулари пек тумланнă пĕр çамрăк яш тăрать. Вася Черниковăнни пек хура костюм тăхăннă, уринче — сарă пушмак. Çывхарса килекен Трашук еннелле шăл йĕрсе пăхса тăрать.

Хăла кĕсре пуçне усса хапха умĕнче чарăнсан, пӳрт умĕнчи йĕкĕт ал сулчĕ те:

— Сиксе ан часрах, йĕнерсĕр кавалерист, урхамаху çинчен. Палламарăн-им мана? — тесе кăшкăрчĕ.

Сăнĕпе мар, сассипе те мар, кулнă чух тутине чалăштарнăран палларĕ Трашук ача чухнехи юлташне. Уйрăлнă чух иккĕш те вуннăра пулнă вĕсем.

— Рамаш! — тесе кăшкăрчĕ те Трашук лаша çинчен укнĕ пек татăлса анчĕ.

— Хăнана килтĕм сан патпа! — тет Рамаш. — Виçĕ кун кĕтсе пурăнатăп. Хуçу, эп килнине илтсен, мана хăй чĕнсе илчĕ, хăна турĕ. Эпĕ сан пирки асăнсанах, ӳкĕнчĕ. «Ма маларах систермерĕн? Халех таврăнма хушса яратăп», — терĕ. Ну вот, таврăнтăн. Эс, ача, сарлака та тĕреклĕ, ман пек çинçешке мар. Чылай çӳллĕрех тата. Хура апат çысах улăп пек ӳсетĕн. Эп пренĕк çыса та сан чул ӳсеймерĕм.

Ача чухнехи тусĕ чарăнмасăр çатăлтатать. Трашук хăй сăмах хушаймасть. Тусĕ çине савăнса пăхса тăнипе унăн сăнĕ çавра уйăх пек сарăлса, çуталса кайнă.

Каччăсем хапха уçса, лаша çавăтса килкартине кĕнĕ çĕре шалти крыльца çине Мăрзабай тухса тăнă.

— Лайăх ĕçлерĕн, Трашук. Маттур! — терĕ вăл. — Мунча хутма хушрăм. Каçпа иксĕр мунча кĕрĕр. Халь кан ĕнтĕ. Хăну кайичченех урăх ĕçлеттерместĕп. Иксĕр те кунтах пурăнăр. Тарçă пӳлĕмĕ пуш-пушах.

— Пӳлĕмсем кирлĕ мар пире. Эпĕр Трашукпа аслăк çинче çывăратпăр. Юрать-и, Павел Алексеевич? — кăшкăрчĕ Рамаш.

— Юрать, юрать, Роман Захарчă, — кулса каларĕ Мăрзабай, — тульккĕ эс табак туртмастăп-и, артист? Вут кăларса ан ярăр.

— Вут тухсан, мĕн вара? — шӳтлеме тытăнчĕ хăюллă каччă. — Пĕр аслăкран ытла çунтармăпăр.

Мăрзабай пӳрнепе кăна юнаса клчĕ.

— Асту, ан алхас. Вут тухсан, хăвна тытса вутта пăрахăп, — терĕ вăл, чăнахах хăраса ӳкнĕ çын пек.

Трашукпа Рамаш иккĕнех мунча кĕчĕç. Пĕр-пĕрне милĕкпе урса кайса хĕртрĕç. Кайран кăшт снвĕнме мунча умне тухрĕç. Мунчи Чулçырма хĕрринче, ватă йăмра айĕнче. Мунча тавра вĕтĕ хăвалăх. Трашук шарламасăр чул çинче ларать. Хăни пĕрмаях калаçмалли тупать:

— Хуçи пуян, çурчĕ лайăх, мунчи вара хура, — тет вăл. — Пасарлăялта вырăссем, чухăнраххисем те, мунчисене шурăлла тунă. Мĕн, Мăрзабайăп çакăпта мăрьеллĕ кăмака туса лартма хал çитмест-и? Чăвашлăх. Культура сахал. Хура пӳртсем те пур-ха Чулçырмара. Çитменлĕхрен мар вăл, авалхи йăлана пăрахманран килет. Аттесем, асаттесем çапла пурăннă, теççĕ. Халь, ача, çĕнĕ пурнаç пуçланса каять. Чăваш пурнăçĕнче те революци тăвас пулать. Тăван халăха культурăллă пурăнма вĕрентес пулать. Эс, Трашук, манран ытларах та вĕреннĕ. Кăшт кăна учитель пулайман. Ĕмĕрнех Мăрзабай килĕнче тарçăра пурăнма шухăшламастăн пуль-ха? Халь сан пек ытларах вĕреннĕ çынсем халăхшăн питĕ кирлĕ пулаççĕ…