Выбрать главу

— Сивĕнтĕмĕр ĕнтĕ, — терĕ Трашук, юлташне пӳлсе, — атя, сивĕ шыв ăсар та тепре кăшт çапăнса илер. Вара тумланма та юрать.

Вăл мунчарап витре йăтса тухрĕ, анчах мунча умĕнчен тухса ĕлкĕреймерĕ — çывăхрах хĕрарăмсем калаçни илтĕнчĕ.

— Кам калаçать унта? — ыйтрĕ Рамаш.

— Кăшт çӳлерех Ĕлĕм-Чĕлĕм мунчи ларать. Çавăн кинĕсем мунча кĕреççĕ пуль.

Мунча умне çатан авса тупă. Рамаш çатан шăтăкĕнчен пырса пăхрĕ. Çырма хĕрринчи хăвалăх кăшт уçăлнă, Ĕлĕм-Чĕлĕм мунчи кунтан лайăх курăнать.

— Виçĕ вутăш унта, — терĕ Рамаш, кулса, — эх, фотоаппаратпа ӳкересчĕ вĕсене! Хитре хĕрарăмсем. Çаппа-çарамас тухса тăнă, хăйсене никам та курмасть теççĕ пуль. Курса юл, Трашук!

Трашукĕ пырса пăхма мар, тăнă çĕртех вăтанса хĕремесленсе кайрĕ.

— Итле лайăхрах, — терĕ Рамаш, — ман çинчен калаçаççĕ.

Ним асăрханмасăр калаçакан хĕрарăмсен сассисем, шыв тăрăх ян кайса, Трашук хăлхине те пырса кĕчĕç.

— Мăрзабай патне хăна килнĕ теççĕ, — илтĕнчĕ пĕр сасă.

— Мăрзабай патне мар, Трашук патне килнĕ, — терĕ тепĕр сасă.

— Кам вара, мĕн ятлă? Хитре каччă темерĕç-и?

— Салакайăк ятлă, — терĕ иккĕмĕш сасă ихĕрсе, — Рамаш вăл. Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Камшăн мĕнле, маншăн хитре мар. Чăсăк питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, питне хуратут пусса кайнă… Кулине евĕрлĕ. Чăвашла мерекелле калаçать хăй: çăкăра апат тет, чулçырмасем тес вырăнне чулçырмасам тет, çимап, каймап тет, çерçине салакайăк тет. Çавăнпа эпир ăна Наçтукпа Салакайăк тесе ят патăмăр.

— Кам вăл халь калаçаканни? Ку сасса эпĕ илтнĕ пек таçта, — терĕ Рамаш.

— Мăрзабай килĕнче илтнĕ пуль. Кĕтери вăл, качака таки, Наçтукăн акамĕ.

— Чим-ха эп вĕсене салакайăк кăтартам! — терĕ те Рамаш, Трашук аллинчи витрене ярса тытрĕ.

— Ан хăтлан, ача, — хыпăнса ӳкрĕ Трашук, — вĕсем çарамас терĕн вĕт.

— Эп хам та çарамас. Равноправи пулать вара.

Рамаш, витре йăтса, Чулçырма хĕррине тухса тăнине хĕрарăмсем асăрхамарĕç. Леш витрине пуç тавра çавăрса илчĕ те:

— Эй, çара çерçисем! Салакайăка курас тесен, кунталла çаврăнса пăхăр-ха! — тесе кăшкăрчĕ.

Хĕрарăмсем çухăрса ячĕç, мунча еннелле сирпĕнчĕç. Кĕтери аллинчи витрине пăрахса хăварчĕ.

«Халĕ те ача чухнехи пекех пуçтах иккен Рамаш», — шухăшлать Трашук, кулкаласа.

Килĕнчи хĕрарăмсем мунчана кайсан, Мăрзабай каччăсене хăй чей ĕçтерчĕ. Тĕлĕнет Трашук юлташĕнчен: никамран та вăтанмасть вăл, çавах хăйне хăй тыткалама пĕлет. Сĕтел хушшинче ытлашши калаçмарĕ, хуçаран хăраса-именсе те тăмарĕ.

— Аçу курма килсе кайрĕ терĕн-ха. Мĕн калаçкаларĕ? Большевиксем пирки асăнмаре-и? Мĕнле çынсем-ши вĕсем? — ыйтрĕ Мăрзабай унран.

— Çук, асăнмарĕ. Курман пуль вăл вĕсене.

— Аçта, тĕрĕксемпе çапăçнă-и вăл?

— Тĕрĕк-терĕк, — кулса ячĕ Рамаш. — Чăвашла тĕрĕк пулать-и вара? Вырăссем лайăхрах калаççĕ: турккă теççĕ, — хăй стена çумĕнче çакăнса тăракан ӳкерчĕк çине аллипе тăсса кăтартрĕ. — Кунта лайăх ăшаланаççĕ-ха тĕрĕксем. Ав, шерепеллĕ хĕрлĕ калпак тăхăннисем епле чикеленеççĕ. Вăрçăра та çаплах-ши?

Ку сăмах Мăрзабая килĕшсех каймарĕ пулас, вăл илтмĕш пулчĕ те сăмах йĕрне тепĕр еннелле пăрса ячĕ:

— Кам патĕнче приказчикра ĕçлетĕн? Укçа нумай тӳлет-и?

— Ман хуçа хырăмĕ Трашук паяи ларса килнĕ пĕтĕ кĕсре хырăмĕ пек. Еликов патĕнче ĕçлетĕп, илтнĕ-и çавăн пек хушаматлă çынна?

— Илтнĕ те, курнă та. Ку нумай тӳлес çук.

— Тӳлет, Павел Алексеевич, нумай тӳлет.

— Ан тĕлĕнтер! Пустуя калаçатăп. Ахальтен мар сăмсу шĕвĕр сан.

— Çав шĕвĕр сăмсашăн тӳлет те, — тутине чалăштарчĕ Рамаш. — Хăй çамрăк мар, хырăмĕ пичке пек. Арăмĕ вара çамрăк та, хитре те. Аслă приказчикĕ унăн черкес, хура хитре çын. Арăмне шансах каймасть хуçа, мана сăнакалама хушать. Çавăншăн тӳлет. Черкесĕпе хуçа майри хăйсем тата эп ним курман-илтменшĕн тӳлеççĕ.

— Икĕ енчен те укçа илетĕн пулсан, тӳрĕ кăмăллă çын мар вара эсĕ. Икĕпитлĕ! — хăтăрчĕ Мăрзабай.

— Тӳп-тӳрĕ кăмăлпах илетĕп укçине, — тет Рамаш, пĕр именмесĕрех. — Шутласа пăхăр-ха: хуçа — хăйĕн укçишĕн хăй хуçа. Парать-тĕк — ил. Черкесĕ хуçаран вăрланă ук-çине парать. Вĕсем ман умра чăнахах нимĕскер те хăтланмаççĕ. «Курман, илтмен», — тетĕп хуçа ыйтса тĕпченĕ чух, çав кăна. Тĕрĕссипе каласан, хуçа укçи ман алла ытларах куçни — тивĕçлĕ япала вăл. Унта, лавккара та, хуçа килĕнче те, ĕçлекенни эпĕ кăна. Черкесĕ ĕçлеме юрат-масть. Пасар кун çеç пурте ĕçлетпĕр вара. Ун чух хуçа майри те тавар сутма пулăшать.